Кăçалхи тĕллевсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах

1 Пуш, 2016

«Телейлĕ, пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла, унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, вăл лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курма, пахалăхлă пĕлÿ илме пултармалла тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пулассине шанмалла», - çак йĕркесем ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран. Çавăнпа пĕрлех ачасене кăмăл-сипет, ăс-хакăл, пултарулăх тĕлĕшĕнчен пуян çитĕнтерме тăрăшмалла. Тăван çĕршыва, çуралнă кĕтесе юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Çак тĕллевсемпе пурăнатпăр та.

Шăпах асăннă шухăшсене палăртнинчен пуçларĕ те хăйĕн сăмахне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

Алла Леонидовна çавăн пекех Чăваш Ен культура пурнăçне чун парса тăракансен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ.

- Хисеплĕ художниксем, поэтсем, мусăкçăсем, писательсем, эсир хăвăрăн пултарулăхăрпа Чăваш Ен чапне, сумне, ятне çĕклетĕр. Эсир пуррипе, сирĕн вăйăрпа паян республика историйĕ Раççей, тĕнче кун-çулне çырăнса пырать, - терĕ вăл.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, 2016 çулăн тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха Чăваш Енĕн культура пурнăçĕ. Истори, пулас ăрусем валли мĕн хăвартăмăр?

Пĕлтĕр Раççейре Литература çулталăкĕ пулчĕ, республикăра вăл Константин Иванов ячĕпе иртрĕ.

Тĕнчери çирĕм тăхăр çĕр­шыври вырăсла пĕлекен 120 ытла çынна пĕрлештернĕ «Нарспие» вулатпăр» проект - чи паллă пуçарусенчен пĕри. Чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ шутланакан поэма тĕнчери халăхсен 20 чĕлхипе уççăн янăрарĕ.

Пирĕн республика Раççейри чи нумай вулакан çирĕм регион йышне кĕчĕ. Вăл хăйне кĕнеке инфратытăмĕ лайăх аталаннă, влаç органĕсем вулав культурине халăхра сарассине тĕп тĕллевсен йышне кĕртнĕ регион пек кăтартса пачĕ.

Иртнĕ çул республикăра вулав сумне çĕклес тĕлĕшпе сакăр пине яхăн мероприяти йĕркеленĕ, пултарулăхпа çыхăннă 80 ытла проекта пурнăçа кĕртнĕ.

- Паян хальхи Чăваш Ен çинчен каласа кăтартакан витĕмлĕ произведенисем кирлĕ, - терĕ Константин Геннадиевич. - Кĕнеке вулама кăмăлланине, тăван чĕлхене юратса хисеплес туйăма аталантармалла.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе пĕлтĕр 70 çул çитнине уявларăмăр. Мероприятисене, тĕпрен илсен, патшалăх, муниципалитет культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен вăйĕпе йĕркеленĕ. Палăксене çĕнетсе юсама тĕрлĕ тытăмран пурĕ 20 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне тата 80 яхăн çĕнĕ обелиск тунă.

Докладçă палăртнă тăрăх - республикăри театрпа концерт учрежденийĕсенче 2,5 пин мероприяти ирттернĕ, вырăс, чикĕ леш енчи классиксен, чăвашсен хальхи вăхăтри авторĕсен пьесисем тăрăх 32 спектакль лартнă тата 31 çĕнĕ концерт программи хатĕрленĕ. Профессионал коллективсенчен виççĕшĕ - Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ тата Чăваш наци музейĕ - пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех культурăпа искусство тытăмĕнчи инноваци проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ 5 проекта пурнăçлама 500 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕç укçине ÿстересси те - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха? Министр пĕлтернĕ тăрăх - культурăн патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен ĕçченĕсем иртнĕ çул уйăхра вăтамран 14966 тенкĕ ĕçлесе илнĕ /2014 çулхинчен 6,9: ытларах/, муниципалитет шайĕнче - 12624 тенкĕ /2014 çулхинчен 6,2: ытларах/.

Республика вулавăшĕсенче электрон-кĕнекесемпе усă курасси йăлана кĕрсе пырать. Web-сайтсене 1166,4 пин çын «кĕнĕ» /виçĕмçулхинчен 13,5:/ ытларах.

Яллă вырăнти культурăпа кану учрежденийĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 11 млн тенкĕ куçарнă. Унпа 21 çурта çĕнетме усă курнă.

Чăваш Енĕн пысăк туризм вăй-хăвачĕ пур: хăйнеевĕрлĕ культура, йăла-йĕрке... Вĕсемпе Раççей, ют çĕршыв çыннисене паллаштарма хатĕр. Пĕлтĕр 85 пин туриста, çав шутра 2,5 пинĕшĕ - ют çĕршывсенчен, йышăннă.

Константин Яковлев туризм тĕлĕшпе малашне тата вăйлăрах, тĕрлĕ енлĕн ĕçлемеллине палăртрĕ. «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» туризмпа кану кластерне тăвасси» проекта пурнăçлас ĕç малалла пырать. «Амазония» этнокультура паркĕнче кăçалхи çулла велосипед çулĕсемпе çуран çула, уçăлса çÿремелли тротуарсене туса пĕтермелле.

2016 çула çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççей Кино çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Раççейри Кино искусствине пулăшакан фондран Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи клубсем валли цифра оборудованийĕ туянма 15 млн тенкĕлĕх тÿлевсĕр субсиди илет. Куракансем совет тата Раççей киноклассикĕсен фильмĕсене пăхма пултарĕç.

Федерацин яла аталантармалли программипе ки­лĕшÿллĕн кăçалах Елчĕк, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем тума пуçлĕç.

Республика сумĕпе чысĕ унта пурăнакан халăх представителĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннинчен те нумай килет. Федерацин мониторинг центрĕсем иртнĕ çул республикăра ирттернĕ социологи тĕпчевне хутшăннă респондентсенчен 89,4: Чăваш Енре халăхсен хушшинчи хутшăнусем лайăх тесе палăртнă.

Доклада сÿтсе явма искусствоведени докторĕ, ЧР Пуçлăхĕн культура тытăмĕнчи канашçи Михаил Кондратьев, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева, Шупашкарти библиотекăсен пĕрлĕхĕн директорĕ Евгений Бондарев, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ыттисем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансене итленĕ май Алла Салаева хăйĕн шухăшĕсене палăртса хăварчĕ. Сăмахран, Герман Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕн шăпи пирки çапла хуравларĕ: «Ăна хăй вăхăтĕнче республикăри пултаруллă ачасене культура, искусство енĕпе аталантарас тĕллевпе уçнă, - терĕ. - Каярахпа вăл малтанхи пĕлтерĕшне çухатнă. Кунта пулас математиксене те, физиксене те вĕрентме пуçланă. Пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ учрежденин проекчĕ хатĕр. Ăна тума 700 млн тенкĕ кирлĕ. Паллах, хальхи лару-тăрура федераци пулăшăвĕсĕр май килмĕ».

Алла Леонидовна çавăн пекех наци идейине - патриотизма - аталантарас тĕлĕшпе культура учрежденийĕсен - музейсен, библиотекăсен, театрсен тата ыт.те - çине тăрса ĕçлемеллине аса илтерчĕ. Чăваш Енре туризм инфратытăмне тăвасси культура ĕçченĕсен пуçарăвĕпе пултарулăхĕнчен те нумай килнине палăртрĕ.

Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ, ытти ведомствăннипе танлаштарсан, тепĕр пулăмпа та уйрăлса тăчĕ. Ăна уçас умĕн Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем янăрарĕç, лару вĕçĕнче - патриотизм юррисем. Вĕсене Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли шăрантарчĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.