Биатлон
Геральд САЛДИМИРОВ: Кунпа çĕр шкултах иртет
Юлашки вăхăтра биатлонăн сумĕ самай ÿсрĕ. Тĕрлĕ ыйтăм та халăх спортăн çак тĕсне кăмăлланине çирĕплетет. Чăваш Ен спортсменки Татьяна Акимова /Семенова/ тĕнче кубокне хутшăнма тытăннă хыççăн пирĕн республикăра пурăнакан чылай çын биатлонпа кăсăкланма тытăннине палăртаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче аталанма пуçланă чăваш биатлонне Шупашкарти электроаппарат тата “Чăваш кабелĕ” заводсенче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче уçăлнă секцисем вăй илме пулăшнă. Çак тапхăрта пирĕн ентешсем тĕнчери чи сумлă ăмăртусенче пĕрре мар палăрчĕç. Чăваш Енри биатлон паян мĕнле аталанать-ха? Мĕншĕн пирĕн хĕрсене ытларах ăнать, анчах яшсем малалла каяймаççĕ? Биатлона çÿллĕ шая çĕклес тĕллевпе мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне республикăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Геральд САЛДИМИРОВ тупма пулăшрĕ. РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе биатлонистсен тĕп çуртĕнче — Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче — тĕл пулса калаçрăмăр.
Çитĕнÿсем хавхалантараççĕ
Çил-тăманра та йĕлтĕрпе ярăннă
Иртнĕ эрнекун, раштав уйăхĕн 16-мĕшĕ, Раççей биатлонĕшĕн пысăк пулăмпа çырăнса юлчĕ. Чехири Нове-Место хулинче иртнĕ Тĕнче кубокĕн трансляцине ертсе пынă Дмитрий Губерниев та: «Чăваш Ен, эсир чĕрĕ-и? Ахăртнех, мачча таран сикетĕр!» — тесен биатлонистсемшĕн «чирлекен» чăвашсем чунран савăнчĕç пулĕ. Ара, пирĕн ентеш Татьяна Акимова спринтра пĕрремĕш вырăна тухса халăха тĕлĕнтерчĕ. Иртнĕ сезонра Пĕтĕм тĕнчери биатлонистсен пĕрлĕхĕ ăна «Çулталăкри çĕнĕ çын» тесе палăртнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕ ку ята хальхи сезонра та çирĕплетрĕ, пьедестал çине тăрса чи пысăк наградăна тивĕçрĕ. Тепĕр кунхине Татьянăн пухмачĕ «бронзăпа» пуянланчĕ. «Ку эрне маншăн чи телейли пулчĕ», — савăнăçне пытармасăр калаçрĕ пирĕн ентеш «Матч ТВ» корреспонденчĕпе. Малалла вулас...