Комментари хушас

1 Пуш, 2016

Татьяна Акимова та ăмăртĕ

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççейĕн биатлон енĕпе пĕрлештернĕ командин тренерĕсем тĕнче чемпионатне хутшăнакансен йышне палăртнă. Аса илтеретпĕр: тĕнче чемпионачĕ пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Норвегири Холменколлен хулинче старт илет. Ăмăртусем пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче масс-стартсемпе вĕçленеççĕ.

Çак чемпионата наци командин йышĕнче биатлонăн чăваш шкулĕнче ăсталăхне туптакан Татьяна Акимова та пĕрремĕш хут хутшăнассине палăртма кăмăллă. Унпа пĕрлех медальсемшĕн хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командинчи Ольга Подчуфарова, Екатерина Юрлова, Дарья Виролайнен, Екатерина Шумилова тата Анастасия Загоруйко тупăшĕç. Арçынсен пĕрлештернĕ командин йышне 7 çын кĕнĕ: Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Дмитрий Малышко, Максим Цветков, Алексей Волков, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.