«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман

1 Пуш, 2016

Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубĕ - Чăваш Енри профессионал хоккеистсене хатĕрлекен спорт клубĕ. 1975 çулта йĕркеленнĕскер 40 çулта «Кăйкăрсем» СССР чемпионатне, çĕршыв ăмăртăвĕн аслă тата пĕрремĕш лигисене, ытти турнира хутшăннă. Ку сезонта вĕсем хоккеистсен Аслă лигин чемпионатĕнче тупăшрĕç.

Атăлçи тăрăхĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ клубăн пуçламăш утăмĕсем çăмăлах пулман. «Соколăн» аталану кун-çулне аса илер-ха. 1974 çулта салтак тумне хывнă Владимир Лащенов Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» ĕçлеме тытăннă. Çамрăк чухне электроаппарат завочĕн «Сталь» командин чысне хÿтĕленĕскер кунта та хоккей команди йĕркелеме шут тытнă. Ун шухăшне «Химпром» ертÿçисем те ырланă. Çамрăк тренер кĕске самантрах команда пухнă, тренировка ирттерме пуçланă. Командăна «Юность» ят панă. Ун чухне спорт бази пуянах пулман. Хоккеистсем Тĕкĕрç ращи çывăхĕнчи курупкаллă катока хăтлăлатнă, хăйсем вара Парк урамĕнчи общежитин путвалĕнче вырăн тупнă. Çĕнĕ Шупашкарсем пĕрремĕш сезонтах Чăваш Ен чемпионатне хутшăннă. Унта вĕсем чи малтан Шупашкарти «Текстильщик» командăпа вылянă.

Тепĕр сезонта «Юность» команда «Сокол» пулса тăнă: Андриян Николаев космонавтăн хушма ячĕ пулнă вăл. Тепĕр виçĕ çултан «Кăйкăрсем» СССР чемпионачĕн «Б» ушкăнне лекнĕ. Пĕтĕм Союзри арена çине вĕсем 1977 çулхи чÿк уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Воронежра тухнă, унта вырăнти «Буран» командăпа тĕл пулнă. Çав сезонта «Сокол» турнирăн 6-мĕш картлашки çине çĕкленнĕ. Çав тапхăртанпа вăл кашни çулах Пĕтĕм Союзри ăмăртусене хутшăннă. 1984 çулта вара пирĕн хоккеистсем СССР чемпионачĕн «А» ушкăнĕнче вăй виçнĕ. Брянскра иртнĕ турнир финалĕнче мала тухнă хыççăн вĕсем çĕршыв чемпионачĕн иккĕмĕш лигине лекнĕ. 40 çулта «Кăйкăрсем» хăйсен пухмачне плей-офра 4 «бронзăпа» тата 1 «кĕмĕлпе» пуянлатнă, çĕршыв чемпионатĕнче тăватă хутчен призер пулнă.

1985 çулта Çĕнĕ Шупашкарта хоккеистсем валли çĕнĕ каток хута янă. Çав çулах спорт шкулĕ уçăлнă. Темиçе çултан спорт об<ектĕнче Пăр керменĕ çĕкленнĕ. 1994 çулта вĕренÿ учрежденийĕ Олимп резервĕсене хатĕрлекен ятарлă 4-мĕш спорт шкулĕ пулса тăнă. Унăн директорĕ пулма «Сокол» хоккей клубĕн никĕслевçисенчен пĕрне, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне Иван Котова çирĕплетнĕ. 2002-2009 çулсенче шкул пуçлăхĕнче «Сокол» команда воспитанникĕ Алексей Протапович /халĕ - ЧР хоккей федерацийĕн президенчĕ, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕн директорĕ/ ĕçленĕ. 2009 çултанпа ертÿçĕ тилхепине СССР спорт мастерĕ, Раççей чемпионĕ Олег Салтыков тытса пырать.

40 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хоккей клубĕ витĕр вун-вун хоккеист тухнă. Нумайăшĕ хамăр çĕршыври паллă командăсен чысне хÿтĕленĕ: «Ак Барс» /Хусан/, «Торпедо» /Чулхула/, «Химик» /Мускав облаçĕнчи Воскресенск/, «Авангард» /Омск/ т.ыт. Вĕсен хушшинче пысăк çитĕнÿсемпе савăнтараканĕ - Александр Протапович. РФ спорт мастерĕ 2012 çулта çамрăксен хĕллехи I Олимп вăййисенче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Каярахпа «Ак Барс» команда спортсменĕ Раççей чемпионатĕнче икĕ хут çĕнтерчĕ. Паянхи кун вăл «Барсшăн» вылять, Аслă лигăн пĕрлештернĕ командинче тăрать.

Хальхи вăхăтра шкулта 435 яш /пурĕ 9 команда/ ăсталăха туптать. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» керменте, «Шупашкар-Аренăра» тата Вăрнарти «Кристалта» хатĕрленеççĕ. Маттур ачасемпе хоккей шкулĕ витĕр тухнă ăста тренерсем ĕçлеççĕ. Калăпăр, чи аслă «Сокол-98» /1998 çулта çуралнисем/ командăна Александр Протапович ертсе пырать. Иртнĕ сезонта вĕсем çĕршыв ăмăртăвĕн Атăлçи тăрăхĕнчи тапхăрĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. 15-16 çулсенчи яшсен ăсталăхне Дмитрий Куликовпа Николай Якимов аталантараççĕ. Вĕсем шкулăн 20 çулхи юбилейне тата Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ турнирсенче иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Сокол-2001» командăна вара нумай çул хоккей клубĕн тĕп тренерĕ пулнă Борис Топлянников ертсе пырать. Пĕтĕм Раççейри турнирсен çĕнтерÿçипе призерне - «Сокол-2002» - Юрий Салканов хăйĕн хÿттине илнĕ. Иртнĕ сезонта 12 çулти хоккеистсем /тренерĕ - Сергей Лаптев/ уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă.

Республикăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕн тивĕçĕсене вара хоккей клубĕн ертÿçи Олег Салтыков пурнăçласа пырать. «Кăçал пирĕн хоккеистсем Аслă лигăн турнирĕнче выляма тивĕç пулчĕç. Йышра - 28 спортсмен. Вĕсенчен 4-шĕ пирĕн вĕренекенсем. Алексей Трофимов /хапхаçă/, Денис Систейкинпа Денис Белов тата Сергей Иванов хăйсен пирвайхи утăмĕсене «Сокол» спорт керменĕнче тунă. Ыттисем тĕрлĕ хулари хоккей клубĕсенчен. ВХЛ турнирĕнче пирĕннисем хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарчĕç. Ку ăмăрту вĕсемшĕн пĕрремĕш пулчĕ, çавăнпа кăçалхи кăтарту лайăх теме пулать. Тепĕр сезонта эпир çÿллĕрех шая çĕкленессе шанас килет», - терĕ Олег Владимирович. ВХЛ ăмăртăвĕн арени çине «Кăйкăрсем» 43 хут тухрĕç, вĕсенчен 15-ĕшĕ çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе «Сокол» 54 очко пухса 7-мĕш вырăна /«Б» ушкăнра - 2-мĕш/ çĕкленчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.