Комментари хушас

1 Пуш, 2016

Халăх фрончĕ сĕнÿсем тăратнă

Чăваш Енри халăх фрончĕн /ОНФ/хастарĕсем регион Ертÿçи Михаил Игнатьев патне республикăри пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă сĕнÿсем янă. Халăх фрончĕ пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче ирттернĕ форумăн кăтартăвĕсем асăннă документăн никĕсĕ пулса тăнă.

«Сĕнÿсем хатĕрлес тĕлĕшпе питĕ тухăçлă ĕçленине палăртмалла, - тенĕ регион уйрăмĕн çумпредседателĕ Николай Казаков. – Влаç органĕсен ĕçне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслерĕмĕр, пирĕн экспертсем республикăн кашни кĕтесне тенĕ пекех çитрĕç. Çапла эпир РФ Президенчĕн, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн лидерĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи указĕсене тата ытти хушăвне пурнăçланă чухне тĕл пулакан пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене тупса палăртрăмăр. Форумра çак çитменлĕхсене пĕтермелли меслетсене сÿтсе яврăмăр тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕ валли сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр».

Документăн пысăк пайне ЖКХ йывăрлăхĕсене татса парассипе, капиталлă юсав программине пурнăçа кĕртессипе, çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă пуçарусем йышăнаççĕ. «Фронтовиксем» «Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн республикăри фончĕ» наци операторĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлесен çеç çак ĕç тухăçлă пулĕ тесе шухăшлаççĕ. Халăх фрончĕ Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн черетсĕр инвентаризацине ирттерме сĕнет. Унăн тĕллевĕ - авариллĕ, анчах республикăн адреслă программине кĕреймен нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене тупса палăртасси.

Обществăпа влаç хутшăнăвĕсене халалланă пайра ОНФ регион уйрăмĕ чиновниксене тата патшалăх предприятийĕсен ертÿçисене автотранспорт туянас тенĕ чухне перекетлĕх пирки шухăшлама сĕнет. Патшалăх мĕн туяннине тĕрĕслесе тăрассине çăмăллатас тĕллевпе регион тата муниципалитет саккасçисене хăйсен официаллă сайчĕсенче тавар туянассин тата пулăшу ĕçĕсен çулталăклăх планне вырнаçтармашкăн хистеме сĕннĕ.

«Эпир çак документа кĕртнĕ пĕтĕм сĕнĕве ОНФ эксперчĕсем хутшăннипе хатĕрленĕ, ĕç ушкăнĕсенче тĕплĕн тишкернĕ. Халăх фрончĕн пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртни Чăваш Ен гражданĕсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусен пĕр пайне татса парасса шанса тăратпăр», - шухăшне пĕлтернĕ ОНФ регион уйрăмĕн çумпредседателĕ Игорь Дорофеев.

И.НИКОЛАЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.