Archive - 31 Пуш, 2016
"Хресчен сасси" 12 /2599/ №. 31.03.2016
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 12 /861/ №, 31.03.2016
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 12 /861/ №, 31.03.2016
Хурăн шывне юхтарар-и?
Анкарти хыçĕнчи çырмара хурăн нумай лартса ÿстертĕм. Вĕсем самаях çитĕнчĕç ĕнтĕ. Хурăн шывне хăçан тата мĕнле юхтармалла?
Сергей ПЛЕШКОВ.
Етĕрне районĕ.
Вăрлăх хатĕрлетпĕр
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕрулми вăрлăхне тĕпсакайĕнчен е нÿхрепрен кăлармалла. Вăрлăха суйламалла: çĕрме пуçланисене, ытти чир палли пуррисене уйăрмалла. Çĕрулмине çутă, хĕвел тÿрремĕн ÿкмен, Œ5... Œ10 градус ăшă çĕре çÿхе сийпе сарса хумалла. Çиелтен лутрасилпа е спандбон текен витмелли материалпа хуплама юрать.
Çу уйăхĕн пуçламăшне, çĕрулми лартма вăхăт çитнĕ тĕле, вăрлăх папкаланать. Парка папка тăпрана лартсассăн хăвăрт шăтса тухать.
Калча ÿстерекене
- Пĕр савăта акнă калча çăра пулать. Ăна вăхăтра уйрăмшар савăтсене куçарса лартмалла.
- Калча ÿсекен тăпра кăпăшка тата яланах кăштах нÿрĕк пулмалла. Тăпра типсе ан кайтăр.
- Кашни 2 эрнерен калчана марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕпе шăварăр. Ÿсен-тăрана чирлесрен хÿтĕлет.
- Çанталăк ăшăтнă майăн хĕвеллĕ кунсенче калчана верандăна е балкона кăларса уçă сывлăша хăнăхтарăр. Малтанлăха 30-40 минутлăх, пĕчĕккĕн вăхăта хушса пиçĕхтерĕр. Хĕвел калчана ытлашши пĕçертесрен малтанлăха тюльпе е лутрасил карса хÿтĕлĕр.
Çăмăл меслетпе
Хăвăрт ÿсекен сивве чăтăмлă пахчаçимĕçе е ешĕл çимĕçе ытлашши чăрманмасăр /килте калча акса тумасăрах/ ÿстересси пачах та кăткăс мар.
Çуркунне чи малтан акмалли лаптăк çÿллĕрех вырăнта, хĕвел лайăх ÿкекен çĕрте пулмалла. Çак лаптăка кĕркунне кăпкалатмалла мар. Сухаламан ана нÿрĕк сахалрах çăтать, çуркунне хăвăртрах пулса çитет.
Юр ирĕлсе пĕтсенех йăрансене полиэтилен пленкăпа витĕр. Çакă çĕре хăвăртрах ăшăнма май парать. Унтан çĕрнĕ тислĕк е минераллă удобрени сапса çĕре чавмалла, йăрансене акма хатĕрлемелле.
Усăнакан тĕмсене тĕревлеме
Кушак çурине сиплемелле
Килсĕр кушак çурине хĕрхенсе кĕртрĕм. Йăрăскер вăл, анчах питĕ нумай çиет, хырăмĕ сĕре кÿпĕнсе тăрать. Кÿршĕм: «Кушак çури шĕвĕрĕлченлĕ пулас», — терĕ. Çак киревсĕр япала çурана епле лекнĕ тата ăна мĕнле сиплемелле-ши?
Татьяна АРХИПОВА.
Етĕрне хули.