Комментари хушас

1 Пуш, 2016

Шупашкарсен аталанăвĕ курăмлă

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн отчетлă улттăмĕш ларăвне хутшăннă. Унта муниципалитетăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2016 çулхи тĕллевсене палăртнă.

Ларăва хутшăннисен умĕнче Шупашкар хулин пуçлăхĕ - депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн председателĕ Леонид Черкесов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков отчетсем туса панă.

Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - 2012 çултан пуçласа тĕп хулара 16 ача сачĕ тунă тата юсанă, 11 пин çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. 2015 çулта кăна 400 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. 5 çулта хулара 5 вырăнта çĕнĕ спорт об<екчĕсем, 10 бассейн уçăлнă, картишсен территорийĕсен 70: яхăн юсаса тирпейленĕ.

Хула пуçлăхĕ пĕлтĕр республика тĕп хулинче иртнĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, кусем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлани, çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен хушшинчи чемпионачĕ, «Шупашкар-Арена» Пăр кермене уçни, шкулти хоккей лиги çурални тата ытти мероприяти.

Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулхи бюджета тупăшсем енĕпе 8 млрд та 408,3 млн тенкĕлĕх /98,8:/ пурнăçланă. Расхутсем енĕпе ку кăтарту 95,8: /8 млрд та 567,5 млн тенкĕ/ танлашать. Çĕнĕрен кадастр хакне чакарнипе çĕр налукĕ, çавăн пекех уйрăм çын тупăшĕнчен илекен налук сахалрах пырса кĕнипе хула бюджечĕ укçа-тенкĕ самаях çухатнă.

Тĕп хулара 42 пин çын официаллă мар йĕркепе ĕçлет. Çавна пула çеç хула бюджечĕ 90 млн яхăн тенкĕ илсе çитереймест. «Çакнашкал сĕмсĕр ĕçченсемпе ĕç паракансене тупса палăртассине хамăрăн тĕп тĕллевсен шутне кĕртетĕп», - тенĕ Л.Черкесов.

Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацийĕн 2015 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă, çивĕч ыйтусене хускатнă, çывăх вăхăтри тĕллевсемпе паллаштарнă. Республика тĕп хулишĕн 2015 çул пĕр тикĕс аталану çулталăкĕ пулнине палăртнă. Лайăх пулăмсенчен пĕри - халăх йышĕ ÿсни, 2015 çулта ку кăтарту 2900 çынпа танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 720-е яхăн çын ытларах. 2016 çул пуçламăшĕ тĕлне Шупашкар хулинчи халăх йышĕ 490,7 пин çын пулнă.

Алексей Ладыков çирĕплетнĕ тăрăх - хула çыннисен 90: патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене нумай функциллĕ центрсенче «пĕр чÿрече» мелĕпе илме пултарать.

Хула бюджечĕн тупăш пайне пуянлатас ыйтăва сÿтсе явнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет пурлăхĕшĕн аренда тÿлевĕ енĕпе парăм 287 млн тенкĕ пулнине /республика парăмĕсен пĕтĕмĕшле суммин 89: чухлĕ/ каланă. Çулталăк тăршшĕнче пурăнман çурт-йĕршĕн аренда тÿлевĕ енĕпе тата çĕрсемшĕн парăма 11: чакарма май килнине пĕлтернĕ.

Хулари автоçулсене юсассине хула администрацийĕ куçран вĕçертмест. 2016 çулта çулсене, тротуарсене тĕпрен юсама, çулсем хĕресленнĕ вырăнсене анлăлатма, машинăсем лартмалли вырăнсем йĕркелеме - пĕтĕмпе 224 млн тенкĕлĕх - пăхнă.

Шупашкарта спорт занятийĕсем ирттерме мĕнпур услови туса панă. 2011-2015 çулсенче Чăваш Ен тĕп хулинче 5 спорткомплекс уçăлнă. 2015 çултанпа тĕп урамсенче велоçулсем пур. Хулара велосипед çулĕсен тăршшĕ - 20 çухрăма яхăн. Шкулсенчи хоккей, футбол, волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика лигисем ĕçлеççĕ. Мерăсем йышăннă май хулара спортпа туслашнă çынсен йышĕ юлашки 2 çулта 30:-тан 32 çити ÿснĕ. 2016 çулта çак кăтартăва 35: çити ÿстересшĕн.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисен, канашлăва хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. Паян Шупашкар çыннисене кăсăклантаракан темăсенчен пĕри - социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтернĕ чухне чăннипех кирлисене палăртса ыйтăва татса парасси. Акă, саккунсене улшăнусем кĕртнĕ май паян кашни уйăхри укçа тÿлевне ĕçлемен ĕç ветеранĕсем çеç илеççĕ. «2015 çулта 346 пин ветерана тата ытти категорие çăмăллăхсемшĕн тÿлеме 7,5 млрд тенкĕ янă. Çул çÿреме тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме 220 пин ветеран тÿлев укçи илнĕ, вĕсенчен 85:-не паян та çăмăллăхсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Çăмăллăхçăсен пĕтĕмĕшле йышĕнчен ытти 15: халĕ пенси те, ĕç укçи те илет, çапла вара, тупăшсен шайĕ вĕсен пысăкрах», - ăнлантарнă Михаил Васильевич.

Канашлăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийĕн командине тата депутатсен корпусне ăнăçлă, курăмлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.