Комментари хушас

1 Пуш, 2016

Михаил Игнатьев перекетлеме хистет

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕнче Финанс тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчетсем кун йĕркинчи тĕп ыйтусем пулчĕç.

Финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахне «ансат мар лару-тăрура ĕçлетпĕр» тенинчен пуçларĕ. Вăл палăртнă тăрăх - иртнĕ çул министерство республика бюджечĕн шайлашулăхне тивĕçтерессине тĕпе хунă. Йышăннă мерăсем «кризис управленийĕн» тапхăрĕнче бюджет параметрĕсене туллин пурнăçлама май панă. Тĕп вырăнта - бюджета пуянлатмалли майсемпе усă курасси. Ку енĕпе ĕçлени хамăрăн тупăшсене пысăклатса пыма май парать. Пĕлтĕр вĕсем бюджетăн 65,8% танлашнă, 2011 çулхинчен 5% пысăкланнă.

Экономикăн чăн секторĕ валли уйăракан укçа та ÿссе пырать. Ял хуçалăхне иртнĕ çул 2,8 млрд тенкĕ хывса пулăшнă. Çапла вара ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем бюджета хывакан кашни тенкĕ пуçне патшалăх пулăшăвĕн 7 тенки тивнĕ. Строительство, çул-йĕр, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн отраслĕсем те укçа ытларах илнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн социаллă тÿлевсем валли тăкакланă укçи палăрмаллах ÿснĕ. Кашни кун пĕлтĕр бюджетран граждансене тÿлеме 36 млн тенкĕ уйăрнă.

Республикăн патшалăх парăмĕ чакса пырать. Чăваш Енре пурăнакан кашни çын пуçне тивекен виçе пысăк мар - парăм тиевĕпе республика округра та виççĕмĕш вырăнта. Коммерци банкĕсен «хаклă кредичĕсене» патшалăх кредичĕсемпе, йÿнĕскерсемпе, улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Çавна май 671 млн тенкĕ перекетлесе хăварма май килнĕ.

Шăпах перекетлĕх темине çĕклесен Михаил Игнатьев та сăмах хушрĕ. Тĕрĕссипе, çакнашкал ка-лаçу пуласси пирки вăл иртнĕ эрнерех асăрхаттарнăччĕ. Ун чухне Шупашкар хулин аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма йĕркеленĕ пысăк пухура тĕп хула влаçĕсем хăйсен чиновникĕсен йышне чакарма хистени пирки кăмăлсăрланнăччĕ. Çийĕнчен, авă, Светлана Енилина патшалăх учрежденийĕсен шучĕ ÿснĕшĕн пăшăрханнине пытармарĕ. Çакă, унăн шучĕпе, муниципалитетсен служащийĕсен шутне вăрттăн ÿстерниех. «Чакармастпăр тени тĕрĕс мар, - терĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова, - кăмăлăр пулсан - тата 100 çын ÿстерĕр! Анчах аппарата 50% чакарсан та нимĕн те япăхланмĕ. Пирĕн тĕп хулара тата виçĕ район администрацийĕсем пуррине шута илсен - пушшех. Питĕ пысăк çар!» Çийĕнчен Раççей Президенчĕ шăпах штатсене вĕрсе хăпартнăшăн кĕпĕрнаттăрсенчен пĕрне должноçран хăтарни пирки аса илтерчĕ те - кунашкал асăрхаттару хыççăн хула влаçĕсен парăнмах тивет-тĕр.

Сывлăх сыхлавĕн министерствин отчечĕ аплах хивре калаçу çуратмарĕ. Алла Самойлова министр палăртнă тăрăх - 2015 çулта республикăра пурăнакансем чирлесси 2014 çулхинчен 2,4% чакнă. Çынсем, тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕсем те пĕчĕкрех. Ăнăçлă кăтартусен шутĕнче Алла Владимировна юлашки тăватă çул хушшинче демографи ÿсĕмĕ палăрнине асăнчĕ. Пĕлтĕр çын шучĕ кашни 1 пин çын пуçне 0,7 чухлĕ хушăннă. Çынсен пурнăç тăршшĕ те вăрăмланнă - 70,95 çулпа танлашать.

Ларура ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçламалли плана ырларĕç, республика бюджечĕн тĕрлĕ çул-йĕрпе уйăракан укçине валеçессине çирĕплетрĕç, Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăшпĕр кăларăмне улшăнусем кĕртрĕç. Çав шутра - Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн ятне улăштарасси. Тĕрĕссипе, ят улшăнмасть - вăл Н.В.Никольский ячĕллĕ пулать. Никольский ячĕ «Хыпаршăн» чăннипех хаклă пулнине кура ку йышăнушăн эпир те икĕ алăпа сасăлатпăр.

Лару вĕçĕнче Михаил Игнатьев «Чăваш бройлерĕ» фабрикăпа çыхăннă ыйтупа кăсăкланчĕ. Унта акцисене сутас тĕлĕшпе тавлашу çуралнă. Патшалăх пурлăх комитечĕн председателĕ Наталия Тимофеева Монополипе кĕрешекен служба «пирĕн майлă пулнине» çирĕплетрĕ, «судра процеса выляса илессе» шаннине палăртрĕ. Сăмах акцисен 3: пирки пырать. Анчах суд йышăнăвĕ республикăн фабрика акцийĕсен 49: хакне те витĕм кÿрĕ. Çавăнпах Михаил Васильевич асăрхаттарчĕ: «Акцисен тивĕçлĕ хакĕ пулмарĕ-тĕк - вĕсене сутма васкамалла мар, ку ĕçе тепĕр çула хăвармалла. Туянаççĕ-тĕк - предприятие салатакансене, çынсене ĕçсĕр хăварма пултаракансене сутма юрамасть».

Н.КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.