“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать
Марина Федорова Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта ачасене хими вĕрентет. Ăна пула хĕрĕ Татьяна пĕчĕклех илемлĕ литературăпа çывăх туслашнă.
Марина Николаевна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ тĕрлĕ енлĕ аталанса ăслă-тăнлă çитĕнтĕр тесе укçа-тенкĕ шеллемен: мĕн кирлине йăлтах туяннă. Пĕррехинче пĕчĕкскерĕн аллине Александр Гринăн «Хĕрлĕ парăс» кĕнеки лекнĕ. Ăна вăл сĕтел хушшине пĕрре ларсах вуласа тухнă. Ассоль ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнишĕн чунтан савăннă. Çав кунран пуçласа хăй те ĕмĕтленме тытăннă.
Вăхăт çитсен Татьяна амăшĕ ĕçлекен шкула çÿреме пуçланă. Ăна учительсем нумай пĕлни тĕлĕнтернĕ, чунтан тухакан сăмахĕ тыткăнланă. Çывăх çынни уйрăмах уйрăлса тăнă. Вăл мĕн тери çепĕç те ырă, ăшă кăмăллă! Хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Хĕрача ун пекех лайăх вĕрентекен пулма шухăшланă. Тăрăшнăран йăлт «пиллĕкпе» çеç вĕреннĕ. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетне вĕренме кĕнĕ, историпе право преподавателĕ тата юрист специальноçне алла илнĕ. Çапла унăн малтанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ.
Ашшĕ Сĕнтĕрвăрринче çитĕннĕрен Татьяна Николаевнăшăн ку хула ют мар. Кунта вăл шкул çулĕсенче темиçе те пулнă. Ăна Çĕнĕ Шупашкар пекех юратнă. Диплом умĕнхи практикăна Сĕнтĕрвăрринчи 2-мĕш шкула суйласа илнĕ, пулас мăшăрĕпе паллашнă. Университет хыççăн ĕçлеме кунтах килнĕ. Малтан - истори учителĕ, унтан - директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Халĕ ку шкул çук, ачасене вĕрентме юрăхсăр пулнăран пăснă. Унăн вырăнĕнче пурăнмалли çуртсем тунă. Татьяна кĕçех Андреева хушаматлă пулса тăнă. Юратнă хулара пурăнни уншăн тепĕр ĕмĕчĕ пурнăçа кĕниех пулĕ.
Виççĕмĕшĕ пирки вăл, паллах, нихăçан та шухăшламан. Вĕрентекен профессине кăмăллани те пулăшнă пулĕ. Татьяна Николаевна качча тухнă çемье - педагогсен династийĕнчен. Мăшăрĕ, унăн ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕ - пурте пурнăçа шкулпа çыхăнтарнă. Виктор Владимировичпа Татьяна Николаевнăн ĕç стажĕ пысăк мар. Çавăнпа педагог династийĕ хальлĕхе 105 çул çеç. Темиçе çултанах вăл хăвăрт ÿсесси пирки вара никам та иккĕленмест.
Халĕ Т.Андреева район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче вăй хурать. Ача сачĕсене, шкулсене методика, юридици пулăшăвĕ парать. Вырăна тухса та, телефонпа та. Вĕренÿ пайĕн пĕр автомашина кăна та, вăл пушă мар чухне хăйĕн транспорчĕпе çула тухать. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе, ял халăхĕпе тĕрлĕ ыйтупа час-часах тĕл пулать, кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшать. Светлана Арсентьева пуçлăх отпускра чухне унăн тивĕçĕсене пурнăçланăран чылай ыйтăва çийĕнчех татса пама тивет. Апла пулин те Татьяна Николаевна çухалса каймасть - тĕрĕс йышăну тăвать.
Вĕренÿ пайĕнче тăрăшакансем кашни кĕçнерникун ĕç хыççăн хулари физкультурăпа спорт керменне çул тытаççĕ.
- Эпĕ тренажер залĕнче тĕрлĕ хускану тума тата шывра ишме кăмăллатăп, - тет Т.Андреева. - Шел те, пысăк спорт халĕ маншăн мар.
Вăл шкулта вĕреннĕ чухне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине юратса çÿренĕ. Красноярскра республика чысне хÿтĕлесе 2-мĕш вырăн йышăннă, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Ÿксе чĕркуççине амантнă хыççăн пысăк спортпа сывпуллашнă. Физкультурăран вара нихăçан та уйрăлас çук.
Андреевсен хула хĕрринче 9 сотăй çĕр, дача çурчĕ пур. Кану кунĕсене çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех кунта ирттереççĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ - Маринăпа Евгений - çитĕннисене вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.
- Пĕлтĕр Литература çулĕнче ачасемпе пĕрле кĕнеке чылай вуларăмăр. Чи юратни паллах - «Хĕрлĕ парăс». Пĕчĕккисем те хам пекех ĕмĕтленме юратаççĕ. Кăçал Кино çулĕнче çемйипех мультфильм пăхатпăр, - Татьяна Николаевна мана вăхăт-вăхăт Ассоль пек те, пĕчĕк ача евĕр те туйăнать. Ачасене чун-чĕререн юратнăран килет-тĕр çакă. - Эпĕ çул çÿреме юрататăп. Пушă вăхăт çитсе пымасть те - ниçта та пулман-ха эпир. Ĕмĕт - Раççейри паллă вырăнсене çитсе курасси.
- Ан пăшăрханăр, - терĕм эпĕ. - Пулса куратăрах. Эсир ĕмĕтленме юрататăр. Вăл вара хăçан та пулсан пурнăçланатех.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас