Хăйне çăлас темен этеме ыттисем пулăшайĕç-ши?

10 Пуш, 2016

Редакцие Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи 72-мĕш çуртра пурăнакан Людмила Самаркина шăнкăравларĕ. «Пирĕн общежитири яш инвалида çаврăнчĕ. Пĕлтĕр çын валли çăка чечекĕ татма йывăç çине хăпарсан ÿкрĕ те çурăм шăммине хуçрĕ. Халĕ вырăнпах выртать вăл. Япăх условире пурăнаканскере çав тери шеллетĕп. Хаçат урлă халăхран пулăшу ыйтасшăн...» - ăнлантарчĕ хĕрарăм. Вăл каланă адреспа çитсе килмех тĕв тытрăм.

Çăка чечекĕ татма хăпарсан...

Сусăр каччă пурăнакан пÿлĕме шыраса 1-мĕш хутра каллĕ-маллĕ уткаласа тĕттĕм коридора лекрĕм. Алăка питĕрменччĕ те пÿлĕме чăрмавсăрах кĕрсе тăтăм. Чирлĕ çын диван çинче выртатчĕ. Вăл катетер пулăшнипе «пĕчĕккипе» «тула» кайнине асăрхарăм. Николай пĕчченех пурăнать, ăна пăхакан çук пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Çук иккен, 66-ри амăшĕ те, 32-ри пиччĕшĕ те пур унăн. «Ĕçкĕпе иртĕхеççĕ ахăртнех», - хăтсăр та тирпейсĕр пÿлĕме куçпа пăхса çаврăннă май çемье мĕншĕн çакнашкал лару-тăрăва кĕрсе ÿкнин сăлтавне шырарăм. Килĕнче ырă пĕр япала та çук вĕсен - йăлтах кивĕ те тĕссĕр. Сăмсана ырă мар шăршă кĕнĕрен чÿрече уçма ыйтрăм. «Мана сивĕ, вĕрет», - хирĕçлерĕ сусăр. Çÿхе утиялпа çеç витĕннĕскер шăнать те пуль çав.

Коля пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕ­шĕнче пулнă инкеке аса илчĕ. Вăл пăчкă йăтса йывăç çине хăпарса кайнă, анчах туратран çакланнипе çĕре персе аннă. Çурăмĕ тÿсме çук ыратнăран, ура çине тăрайманран ăна çавăнтанах васкавлă медпулăшу больницăна илсе кайнă. Кайран çурăм шăмми икĕ тĕлтен хуçăлнине палăртнă. Тухтăрсем ăна ура çине тăма шанăç пуррине каланă, кĕлеткине çирĕплетмешкĕн ятарлă хăнăхтарусем тума хушнă. Пурнăçлать-ши вăл тухтăр сĕнинне? Калама хĕн. Кунашкал условисенче сывă çын та чирлесе кайĕ. Николай уçă сывлăш мĕнне маннă. Хĕл каçипе пĕр хутчен кăна, нарăс уйăхĕнче, сусăр кÿршин кÿмипе урама тухса курнă.

Николай питĕ ырхан - кĕлетке йывăрăшĕ 45 килограмм çеç ахăртнех. Апат анмасть-ши е çимелли çук-ши? Диван çумĕнчи пукан çинче турилккере хуратул пăтти ларатчĕ, пÿлĕмре пĕр сетка çĕрулми пуррине асăрхарăм... Апла тăк çимелли çук тееймĕн. «Больницăра икĕ уйăха яхăн сиплентĕм, ун чухне хальхинчен те имшертерехчĕ эпĕ. Йĕркеллĕ пăхманран больницăна кайса выртас та килмест...» - уçăмлатрĕ Коля Николаев.

Ăнăçсăр çемье

Мĕне пула çав тери чухăнлăхра пурăнать-ха çемье тата пирĕнтен мĕн кĕтеççĕ вĕсем? Амăшĕ Люся калаçнинчен те, Коля ăнлантарнинчен те çакна пĕлеймерĕм. Иккĕшĕ те чылайранпа пенси илеймеççĕ-мĕн, мĕншĕн тесен паспорт, ытти документ алăра çук. Вĕсене Вера Алексеева /çăка чечекĕ татма хушнă хĕрарăм/ ĕç тума тесе илсе кайнă иккен. Людмила Самаркина кун пирки участковăя пĕлтернĕ те пенси укçи куçакан карттăна блокировка тутарнă.

Коммуналлă тăкаксемшĕн вĕсен парăм чылай пухăннă - 80 пин тенке яхăн. Николай сусăрланиччен Мускава шапаша çÿренĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа мĕн туяннă-ши вăл? Эрех-сăра, пирус илсех пĕтернĕ-ши? Пÿлĕмре йĕркеллĕ сĕтел-пукан çук, чÿрече кантăкĕ те татăклă-сыпăклă, çемьере никамăн та кĕсье телефонĕ çукки хальхи вăхăтра - тĕлĕнтермĕш. Эпĕ тата ручка чиксе тухма маннăран вĕсенчен ыйтрăм... Эх, айван, мĕн калемĕ пултăр ĕнтĕ ку килте? Юрать, диктофон çумрах. Вырăнпа выртакан çыннăн вулама вăхăт тупăнатех тесе хаçат йăтса килнĕччĕ. Ăна каялла илсе кайма тиврĕ - кил хуçисем чăвашла вулама пĕлмеççĕ. Хаçат шухăшĕ-и вĕсен?

Николайăн амăшĕ Люся - Етĕрне районĕнчи Ирçерен, вăл Чаканарти йĕкĕте качча тухнă. «Богданкăри» общежитири пÿлĕме вĕсене «Сад» фирмăра ĕçленĕ чухне, 1977 çулта, панă. 5 ывăл çуратнă Люсьăна амăшĕн правинчен хăтарнă. Икĕ ачи чĕрепе чирлесе пĕчĕклех сусăрланнă /йăхра çавнашкал амак пулнă-мĕн/, вĕсем пурнăçне республикăри интернатсенче ĕмĕрлеççĕ. Пĕрремĕш упăшки вилсен хĕрарăм çак общежитирех кун кунлакан Викторпа явăçса кайнă. Тĕрмере ларса тухнăскер Люсьăна ырă кун кăтартман, пичĕ çинчи пĕр кăвакĕ тÿрлениччен тепре тухма ĕлкĕрнĕ. Хĕрарăмăн пĕр шăл та юлман. Люся каланă тăрăх, йăлтах упăшки çапса катнă. Вăл хĕненĕрен больницăра та пĕрре мар выртса тухнă. Çапах Виктортан икĕ ача, Кольăпа Ваня, кун çути курнă. Пĕррехинче арçын хĕрарăма хырăмран çĕçĕпе чикнĕ. Кун хыççăн ăна 5 çуллăха тĕрмене хупнă. Унтан вăл туберкулезпа чирлесе таврăннă, ирĕке тухнă хыççăн тепĕр уйăхранах вилнĕ.

Коля 8 çултанпах Улатăрти ача çуртĕнче ÿснĕ, кайран Сĕнтĕрвăрри хулинче столяр-платник профессине алла илнĕ. Манăн умра ывăлĕ амăшне пĕр ÿпкев сăмахĕ те каламарĕ: «Йăлтах аттене пула», - терĕ çеç.

Ăнăçсăр çак çемье нумай çул ĕнтĕ йĕркесĕрлĕхĕпе палăрса тăрать. Вĕçĕмех харкашни, кăшкăрашни кÿршисене ĕлĕк те канăç паман, паянхи кун та çав пÿлĕмре яланах ĕçкĕпе иртĕхеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн кукăр çулне халĕ ачисем такăрлатаççĕ.

Темиçе çул эрех ĕçсе пурăнакан хĕрарăмра халь тин амăшĕн туйăмĕ вăранасси иккĕленÿллĕ. Ачисене сывă чухне те пăхман вăл. Халĕ, сусăрлансан, пушшех те астăвас çук. Çын куçĕнчен тилмĕрсе пурăнакан ывăлĕ унран шикленет те, мĕншĕн тесен, çынсем каланă тăрăх, Люся ăна «пысăккипе» «тула» кайнăшăн та çапать. Пиччĕшĕ те уяса тăмасть-мĕн - пĕр кунхине кÿршисем унăн аллинчен патак туртса илнĕ.

Хĕрхеннипе

Инвалидăн пенси укçине пĕртте илсе курман Николая Людмила Самаркина чунтанах хĕрхеннине палăртрĕ: «Манăн ачасемпе туслăччĕ вăл, çавăнпа пулăшас килет ăна. Юхăнчăк пурăннине хăвăрах куртăр вĕт. Çĕрулми, какай, ытти çимĕçе илсе килсе патăмăр. Выçăпа ыйткаласа çÿренĕ вĕсем. Вырăн таврашĕ те - çын пани, йĕркеллĕ простынь те çукчĕ вĕсен. Амăшĕ айванрах: хăйне те, ывăлне те хÿтĕлеймест вăл. Хăшĕ-пĕри çакăнпа усă курса юласшăн... Документсене илсе кайса такама Кольăн опекунĕ тунă, укçа та илсе тăраççĕ тен, анчах çамрăка никам та килсе пăхмасть. Кольăшăн чун ыратать. Хĕрĕм усал шыçăпа чирлесен /шел те, ăна сыватма май килмерĕ, вăл вилчĕ/ çынсем мана чылай пулăшрĕç, хамăн та ырă ĕç туса парăма татас килет». Вăл Раççейре тухса тăракан хаçатран пулăшу ыйтса Кольăн ăнăçсăр шăпи çинчен çырса пĕлтернĕ. Кольăна хĕрхенекенсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ортопеди матрасĕ, эмел, бинт... ярса панă. Япала нумай килнĕ, чирлĕскере Çĕнĕ çул умĕн парнепе хавхалантарас текенсем те тупăннă. Анчах, Людмила Самаркина каланă тăрăх, вĕсем адресат патне çитеймен.

Айăпа туйнипе

Вера Алексеевăпа та çыхăнма май килчĕ, вăл Кольăн докуменчĕсене мĕншĕн илсе кайнине ăнлантарчĕ. «Коля мĕнле лару-тăрура пурăннине участковăй тухтăр та, уполномоченнăй инспектор та пĕлеççĕ. Çăка чечекĕ татма илсе кайнăшăн хамра айăп пур пек туйăннăран ăна пулăшатăп эпĕ. Кольăна инвалида кăларас тесе çÿренĕ чухне чылай ыйту тухса тăчĕ: прописка çукчĕ унăн. Ăна пÿлĕм ордерĕ пулманнипе тутарма май килмен. Халĕ документсене йĕркене кĕртсе çитертĕм ĕнтĕ, Николая хваттер илмешкĕн сахал тупăшлисен черетне тăратрăм. Тĕрĕссипе, маларах çÿренĕ тĕк тăлăхсен программипе усă курса кĕтес илме май пулнă унăн, халĕ вăхăчĕ иртсе кайнă ĕнтĕ. Çав Людмила Самаркина пырса «çыпăçман» тăк, Люсьăпа Кольăн пуçне çавăрман пулсан хăйсен укçипе чип-чиперех усă курĕччĕç вĕсем. Амăшĕ пенси илнĕ-ха, анчах йăлтах коммуналлă тăкаксемшĕн тÿлесе янă, апат-çимĕç валли хăварман. Эпĕ пĕлтĕрхи çулларанпа Кольăна пăхма çÿретĕп, суранне те çыхса тăтăм. Килĕнче вăл вилет. Çемьере пурте ĕçеççĕ, харкашаççĕ... Сусăра хĕнеççĕ, унăн кăвак вырăнĕсене пĕрре мар асăрхарăм. Халĕ те Кольăна реабилитаци центрне вырнаçтарас ыйтупа çÿретĕп, кÿме кирлĕ ăна», - терĕ Вера Алексеева.

Тиркет

- Санăн инвалид кÿми пур-и? - кăсăклантăм Кольăран.

- Эпĕ унта ларма шухăшламастăп-ха, - халь-халь ура çине тăрассăн калаçрĕ каччă.

- Инкекчен савни пулнă-и вара санăн?

- Хальхи вăхăтра йĕркеллĕ хĕр ăçтан тупас? Ĕçкĕçсем, наркотик тутанакансем çеç, - пулчĕ хурав. Кур-ха, тиркешет тата! Яш çăмăлттайла калаçни вуçех те килĕшмерĕ. Ăна больницăна е реабилитаци центрне выртма сĕннĕ, анчах каччă хирĕçленĕ. «Унта япăх пăхаççĕ, килтех лайăх», - вăл çапла калани тĕлĕнтерчĕ. Мĕн лайăххи пур-ши? Те амăшĕнчен хăранипех каччă ÿпкелешмерĕ, те чăнах та лайăх. Кунта выртнă хушăра амăшĕпе, пиччĕшĕпе пĕрле эрех ĕçеет, пирус туртаять-çке. Больницăра вара иртĕхме ирĕк памаççĕ. Тĕрĕссипе, Коля мĕн тумаллине, епле пурăнмаллине хăй те пĕлмест: пĕрре патшалăх хÿттине каясшăн евĕр, тепре килтех юласшăн пек калаçать. Реабилитаци центрне ăсатас тесе Вера Алексеева ăна медтĕрĕслев витĕр кăларма тытăннă, темиçе специалист патне çитнĕ. Халĕ психиатр килессе кĕтеççĕ. «Коля килĕнчи харкашуран ывăннă. Пĕр кунхине ун патне килтĕм те: «Ниçта та каймастăп, килтех выртса вилетĕп», - тесе кутăнлашрĕ», - пĕлтерчĕ Вера Алексеева.

Хирĕçленĕ

Николай Николаев патне Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекс ĕçченĕсем çитнĕ. «Ку çемьене тĕрĕслесех тăратпăр. Ĕçкĕпе аташаканскерсем патне пырса кĕме те хăрушă. Пулăшу сĕнсен те хирĕçлерĕç. Çынна ирĕксĕрлесе илсе каяймастпăр ĕнтĕ. Кăмăлĕ пулсан, документсене йăлтах хатĕрлесе çитерсен интерната вырнаçтарас ыйту татăлĕ», - терĕ центр директорĕ Ренада Федорова.

Пирĕн общество сусăрсене питĕ хĕрхенет. Кольăна та пурте шеллеççĕ, ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ çĕртен ăна кирлĕ япаласем ярса панă. Унăн инкекне кÿршисем те, патшалăх та курмăш тумаççĕ... Анчах пĕр тĕллев тытнă икĕ хĕрарăм темшĕн пĕр чĕлхе тупайман. Сусăр Николайпа айван амăшĕн пуçне пĕр-пĕрин çинчен евитлесе минретеççĕ. Акă мана та: «Ăна ан ĕнен, вăл суять», - терĕç те кам майлă пулмаллине те пĕлместĕп. Вера Алексеева, чăнах та, Кольăшăн чылай чупнă, Людмила Самаркина та вĕсем патне апат-çимĕç сахал мар йăтнă. Анчах ăнăçсăр çемье çакна шута хурса тав тăвасси иккĕленÿллĕ. Хăйне çăлас темен этеме тепĕр çын пулăшаймасть теççĕ. Ку та тĕрĕсех...

 

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.