Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!»

10 Пуш, 2016

Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине лайăхлатас ĕç тата Экономика канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Таварсен, производствăсен тата пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи тупăшуллă хутшăнупа, пĕр-пĕринпе лайăхрах ăмăртассишĕн пурнăçлакан мероприятисен планĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене палăртассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Ланцова 2015 çула пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енре пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлессине лайăх витĕм кÿрес тĕллевпе чи малтан аталантармалли социаллă пĕлтерĕшлĕ рыноксен шутне - ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе ăна тирпейлекенсен, социаллă пĕлтерĕшлĕ рыноксен йышне шкул çулне çитичченхи ачасене пĕлÿ парас, эмелпе медицина хатĕрĕсем сутассине ваккăн йĕркелес ĕçсен, медицинăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, вак суту-илĕвĕн, çыхăнăвăн, пурăнмалли çурт строительствин пулăшу ĕçĕсен рынокĕсене кĕртнĕ. Кăçал ачасен канăвне йĕркелессипе, сывлăхне çирĕплетессипе, вĕсене хушма пĕлÿ парассипе, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр ачасене психологи-педагогика енĕпе тата халăха социаллă пулăшу парассипе, культура сферинче рыноксене анлăлатса социаллă пĕлтерĕшлисен хисепне пысăклатасшăн.

Таварсемпе пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи тупăшу еплерех вăй илнине уçăмлатас тĕллевпе пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче мониторинг ирттернĕ. Предпринимательсемпе тавар туянакансен шухăш-кăмăлне пĕлме анкетăсем валеçнĕ. Социологи ыйтăмне Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Хурав панисен 55% республикăри рыноксенче вăйлă тата питĕ вăйлă тупăшу пынине, 23% вăл вăтам курăннине палăртнă. Çурри ытла юлашки вăхăтра маларахринчен аванрах тупăшнине асăннă. Предпринимательсен шучĕ пĕлтĕр 2014 çулхинчен 0,3% ÿсни, вĕсен организацийĕсем 1,7% хушăнни ĕçлĕ лару-тăру çирĕпленнине кăтартать. Ыйтса пĕлнисен виççĕмĕш пайĕ шкул çулне çитичченхи ачасене вĕренÿ енĕпе тĕревлекен, медицина пулăшăвĕ паракан, кашни тăваттăмĕш пайĕ нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан организацисем пулăшу ĕçĕ çителĕксĕр сĕннине çирĕплетнĕ.

«Тупăшăва чылай енĕпе сарма май тунăран 22 тĕллевлĕ кăтартуран 17-шне /77%/ пурнăçа кĕртнĕ, - çак йĕркесене пайăрланă О.Ланцова. - Шкул çулне çитичченхи ачасене йышăнакан уйрăм çын харпăрлăхĕнчи учрежденисен хисепĕ 1,4% çитнĕ /малтан - 1,2%/. Патшалăх харпăрлăхĕ шутланман, эмелпе ваккăн сутă тăвакан аптекăсен йышĕ 67,3% пулнă, халĕ - 70%. Патшалăх тытăмне кĕмен, пассажирсене çĕр çинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсĕсен тÿпи пĕтĕм маршрут хисепĕнче малтан 20% çеç йышăннă, 74,6% таран пысăкланнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă ыйтăмри çитменлĕхсене, çивĕч ыйтусене тарăннăн тĕпчеменнине кăтартнă. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕпе хурса соцыйтăм пĕтĕмлетĕвне ăнлантарса пама ыйтнă.

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин тупăшăва аталантармалли стандартсене пурнăçа мĕнлерех кĕртнине мониторинглакан экспертсен ушкăнне пуçтарнине аса илнĕ. Унăн йышĕнче 12 предприниматель пур. Вĕсем соцыйтăм ирттерме хутшăннă. Бизнесменсен 34% хăйĕн ĕçĕ ăнăçлă, 22% начар пырать тесе хуравланă.

РФ Монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Котеев тупăшу йĕркелессипе чи нумай çăхав пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă хуçалăхпа, çĕр çинчи транспортпа, пулăшу ĕçĕ тăвассипе çыхăннине палăртнă. ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов кăçал Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноçа вĕрентме Регионсен хушшинчи центр никĕслеме, унта çĕнĕ классем уçма палăртнине пĕлтернĕ.

М.Игнатьев ачасене профессин вăтам пĕлĕвне тата хушма пĕлÿ парассипе Чăваш Ен пухнă паха опыта федераци центрĕ, уйрăммăн илсен нумаях пулмасть республикăра пулнă Дмитрий Медведев премьер-министр çÿлте асăннă колледжа тата унта пурнăçа кĕртекен вĕренÿ программисене пысăка хурса хакланине аса илнĕ.

С.СЕРЕГИН

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.