Archive - 5 Юпа, 2016
"Cывлăх" 5.10.2016
"Сывлăх", 39 /906/ №, 5.10.2016
ИÇĔМРЕН - ÇАМРĂКЛĂХ ЭЛИКСИРĔ
Иçĕм çырлине çинĕ е унран сĕткен юхтарнă хыççăн вăррине /шăммине/ пăрахмалла мар, алшăлли çине сарса хумалла та хĕвел çинче /ăшăрах духовкăра та юрать/ типĕтмелле. Кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле, кĕленче банкăна хурса тата полиэтилен хупăлчпа çăтă витсе упрамалла.
Çур чей кашăкĕ порошока тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 4-5 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут апатчен пĕр сехет маларах ĕçмелле. Паха шĕвек чĕре чирĕсенчен хÿтĕленме, катаракта аталанăвне чарса лартма пулăшать.
ÇАНТАЛĂК УЛШĂННИНЕ ПУЛА
Çанталăк улшăннине ытла та сисĕмлĕ çынсене кĕркунне çăмăл мар: магнит тăвăлĕсем пĕрин хыççăн тепри алхасаççĕ. Çакна тĕрлĕ çын организмĕ те тĕрлĕрен йышăнать.
Хăшĕсен япăх кун пуçланиччен пĕр талăк маларах приступ пуçланать, теприсем шăпах çак кун аптраççĕ. Пĕрисен вăрах чирĕсем вĕрĕлеççĕ, теприсен пуç ыратать е вăй-хал хавшать, виççĕмĕшĕсен ыйхă вĕçет, пăлханулăх аталанать...
1. Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсемшĕн атмосфера пусăмĕ пĕчĕкки, нÿрĕк нумаййи, çил вăйланни, пĕлĕтлĕ пулни, çумăр çуни япăх.
АВАЛАХ ПЫСĂКА ХУРСА ХАКЛАНĂ
Çарансем çинче, вăрманти çулсен хĕрринче çăвĕпех янкăр чечеклĕ тĕлĕнмелле курăк, сиплĕ буквица, ÿсет. Тĕрлĕ чиртен пулăшнăшăн ăна çынсем мĕн авалтанпах пысăка хурса хакланă. “Чирлерĕн пулсан тумтирна сут та сиплĕ буквица туян”,— тенĕ вăтам ĕмĕрсенче Италире. Халапсем тăрăх, ĕлĕк çынсем тухатмăша, ытти усал-тĕселе хăратма çак чечеке килте тытнă е пĕрле чиксе çÿренĕ.
ЛĂПКĂ САСĂПА КĂНА
Ашшĕ-амăшне çул çитмен çамрăкпа пĕр чĕлхе тупма, кăткăс лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума психолог канашĕсене шута илни пулăшĕ.
1. Вăл вăрçăннине, çухăрашнине хирĕç кирек мĕнле пулсан та кăшкăрса тавăрмалла мар. Питĕ çивĕч хирĕç-тăру вăхăтĕнче те ачапа лăпкă сасăпа калаçмалла.
2. Ачăр йĕрет пулсан ан чарăр, хăйех лăпланĕ. Хирĕç мар пулсан ачашшăн ыталăр. Мĕн пулнине кайрантарах ыйтса пĕлме пулать.
ЮПА УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Сывлăх пирки аса илме вăхăт. Юпа уйăхĕнче вăрах чирсенчен сипленни ырă витĕм кÿрет. Çак уйăхăн уйăх циклĕ Хĕр хĕвел паллинче çĕнĕ уйăх çуралнинчен пуçланать. Юпа уйăхĕн пĕрремĕш çурринче энерги çителĕклĕ пухма, хăвăра лайăх енчен туллин кăтартма пултаратăр. Юпа уйăхĕн варринче уйăх юхăмне уйрăмах сисĕмлĕ çынсен туйăмĕсем ытлашшипех вĕриленсе каяççĕ, çавăнпа вĕсем тĕрлĕ енлĕ япăх лару-тăрăва лекме пултараççĕ. Уйăхăн иккĕмĕш çурри васкавлă ĕçсене вĕçлеме тата вăрах чирсенчен сипленме меллĕ.
Сурăх /Овен/