ÇАНТАЛĂК УЛШĂННИНЕ ПУЛА
Çанталăк улшăннине ытла та сисĕмлĕ çынсене кĕркунне çăмăл мар: магнит тăвăлĕсем пĕрин хыççăн тепри алхасаççĕ. Çакна тĕрлĕ çын организмĕ те тĕрлĕрен йышăнать.
Хăшĕсен япăх кун пуçланиччен пĕр талăк маларах приступ пуçланать, теприсем шăпах çак кун аптраççĕ. Пĕрисен вăрах чирĕсем вĕрĕлеççĕ, теприсен пуç ыратать е вăй-хал хавшать, виççĕмĕшĕсен ыйхă вĕçет, пăлханулăх аталанать...
1. Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсемшĕн атмосфера пусăмĕ пĕчĕкки, нÿрĕк нумаййи, çил вăйланни, пĕлĕтлĕ пулни, çумăр çуни япăх.
Мĕн тумалла? Ытларах уçăлса çÿремелле, женьшень, лимонник, элеутерококк настойки ĕçмелле, сывлав гимнастики тумалла.
2. Гипертонипе, бронх астмипе, пÿрери тата ват хăмпинчи чул чирĕпе аптрасан атмосфера пусăмĕ пысăкки, сывлăш температури чакни, çил вăйланни, янкăр çанталăк япăх.
Мĕн тумалла? Лăплантаракан препаратсем — кушак курăкĕн /валериана/ е чĕре курăкĕн /пустырник/ настойкисем — ĕçмелле, ура хырăмĕсем çине горчичниксем хумалла. Мăйпа хулпуççисене массаж тумалла.
3. Çанталăка сисĕмлĕ мĕнпур çыншăн атмосфера пусăмĕ, температура, нÿрĕклĕх тăрук улшăнни сиенлĕ.
Мĕн тумалла? Сире чир вĕрĕлнĕ вăхăта çырса панă эмелсене ĕçмелле. Çак куна пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртмалла мар. Яваплă йышăнусем тума та, хирĕçме те кирлĕ мар. Сигарет ан туртăр, ытлашши çисе ан тултарарăр, çăмăл апат, пахча çимĕç, улма-çырла çисен лайăхрах. Каçхине çывăрас умĕн урамра 15 минут та пулин уçăлса çÿремелле.
Метеопăхăнуран хăтăлма
- Пурнăçпа савăнма пĕлĕр. Лайăх кăмăл япăх çанталăкран хÿтĕлет.
- Хулара пурăнатăр пулсан ун тулашĕнче час-часах пулма тăрăшăр.
- Кашни ир контраст душĕ кĕрĕр: 2 минут — вĕри, 2 минут сивĕ шыв айĕнче тăрăр. Çапла — темиçе хут.
- Пÿлĕмре çара уран тата çăмăл çи-пуç тăхăнса çÿрĕр.
- Юрать пулсан эрнере пĕрре мунчара çăвăнăр.
- Сиплев учрежденийĕн профилактика уйрăмĕнче физио- тата шыв процедурисен курсне ирттерĕр.
Комментари хушас