Комментари хушас

5 Юпа, 2016

Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ

Ĕнер, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра граждан оборони енĕпе Пĕтĕм Раççейри штаб тренировки пуçланнă. Виçĕ тапхăрпа иртекен вĕренĕве Чăваш Ен те хутшăнать.

Унăн тĕп тĕллевĕ — граждан оборонин ертÿçисен практика ăсталăхне ÿстересси, тĕрлĕ служба-ведомствăн пысăк калăпăшлă синкерсене сирме пултарас хатĕрлĕхне тĕрĕслесси. Чăваш Республики ĕнер ирхи 6 сехетрех тренировка ирттерме пуçланă: граждан оборонин республика, муниципалитет тата объектсен шайĕсенчи ертÿлĕхĕн тытăмĕн пухăвĕ иртнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин канашлура сценари планĕнчи пĕтĕм мероприятие вăхăтра тата пахалăхлă ирттермеллине пĕлтернĕ. Вĕренĕвĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрĕсенче специалистсем хÿтĕлев хатĕрĕсене паракан тата эвакуаци пункчĕсем, радиаци, хими тата биологи сăнавĕсен посчĕсем, апатлану тата япалапа тивĕçтерекен куçса çÿрекен пунктсем йĕркелĕç. Çав хушăрах васкавлă службăсем техноген синкерĕн сиенне пĕтерес енĕпе хăйсем мĕн тума пултарнине, çăлавçăсен аэромобиль ушкăнĕ вара хăйĕн ĕç-хĕлне хирти условисенче кăтартса парĕç.

Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ вăхăтĕнче МЧС сотрудникĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче ОБЖ уçă урокĕсене те ирттерĕç. Тренировка юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕçленет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.