Archive - 11 Юпа, 2016

11 Юпа, 2016

«Хыпар» 160 (27070) №. 11.10.2016

11 Юпа, 2016

Чи лайăх шкулсен яваплăхĕ те пысăк

Лайăх кăтарту — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Республикăра «Раççейри чи лайăх шкулсем» рейтингра мала тухнă шкулсен ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсен çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем, çивĕч ыйтăвĕсем çинчен уççăн калаçасси йăлана кĕнĕ.

11 Юпа, 2016

Ыттисене кăтартмалăх паха опыт пур

Вĕрентекен кунĕ ытти професси уявĕсен хушшинче раснарах тăнă пек туйăнать. Педагогсене эпир пурте — ватти-вĕтти — саламлатпăр: пурнăçра ун алли витĕр пурте тухатпăр. Çавăнпах сумлă çак професси çыннисене халалланă мероприятисем иртнĕ эрне тăршшĕпех пычĕç.

11 Юпа, 2016

Тĕнче рекордсменкин парни - чи пахи

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç тăрăхĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Ăна паллă спортсменкăн тăван ялĕнче 1995 çултанпа йĕркелеççĕ.

11 Юпа, 2016

Вĕренекенĕсем ăна медальпе савăнтараççĕ

Канаш тăрăхĕнчи чи вăйлă хĕрарăм тесен те йăнăшас çук пулĕ ун пирки. Темиçе пăтлă кире пуканне йăтма пултараканскере тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсенче пĕрре мар курнă.

11 Юпа, 2016

Миранда КОЛЬЦОВА: Çĕр çулччен пурăнма ĕмĕтленетĕп

86 çулти çак хĕрарăм çинчен пирĕн республикăра илтмен çын та çук пулĕ. Тăхăр теçетке çула çывхараканскер чипер те илĕртÿллĕ, хаваслă та тăрăшуллă. СССР физкультурăпа спорт отличникĕ çак çулсенче те ахаль ларма пĕлмест.

11 Юпа, 2016

Сцена çинчи харсăр, пурнăçри черчен Айдар

Айдар Хисамутдинов. Кам вăл? Турă панă пултарулăхпа пĕлсе усă куракан ташăçă е чăн-чăн асамçă? Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ сцена çине тухсан хăв кĕтмен çĕртенех çакăн пек ыйтусем пуçа килеççĕ.

11 Юпа, 2016

Валерий АЛЕКСЕЕВ, журналист: “Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисине манăçа кăлармалла мар”

Тани Юн асаилĕвĕсенче шухăша яракан сăмахсем çырăнса юлнă: «Çынсене манпа паллаштарнă чухне яланах чăвашсен пĕрремĕш киноактриси теççĕ.

— Хаклă юлташсем, каçарăр, иккĕмĕшĕ ăçта? — кашнинчех çапла ыйтатăп.

— Шел те, иккĕмĕшĕ çук, — хурав ялан пĕрешкел.