Валерий АЛЕКСЕЕВ, журналист: “Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисине манăçа кăлармалла мар”
Тани Юн асаилĕвĕсенче шухăша яракан сăмахсем çырăнса юлнă: «Çынсене манпа паллаштарнă чухне яланах чăвашсен пĕрремĕш киноактриси теççĕ.
— Хаклă юлташсем, каçарăр, иккĕмĕшĕ ăçта? — кашнинчех çапла ыйтатăп.
— Шел те, иккĕмĕшĕ çук, — хурав ялан пĕрешкел.
Ăçта эсир, чăваш пикисемпе маттур каччисем! Наци киноискусствине аталантарма пуçланăранпа кĕçех çур ĕмĕр çитет. Нивушлĕ çак тапхăрта кинона чăннипех юратакан пултаруллă çын çут тĕнчене килеймерĕ?»
Пĕррехинче экран çинче Франческа Бертиние курсан вăл «тăнне çухатнă», Ната Вачнадзе тата Ева Май еплерех выляççĕ! Пăлханчăк туйăмсен авăрне кĕрсе ÿкнĕскер чăтайман, кăшкăрса янă: «Эрменсемпе грузинсем хăйсен фильмĕсене ÿкереççĕ-çке, нивушлĕ эпир пултараймастпăр?»
Мăшăрĕпе И.С.Максимов-Кошкинскипе пĕрле вăл çак чăрсăр ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тунă.
Т.С.Бурашникова /Тани Юн/ 1903 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи Чурпай ялĕнче /халĕ Етĕрне районĕ/ çуралнă. Çут çанталăк ăна вăйлă тата ирĕке кăмăллакан чун пилленĕ, çакă ача чухнех палăрнă. «Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿсен кĕнекинче /1972/ вăл пĕлтерĕшлĕ пĕр тĕслĕх илсе кăтартать. Çĕрĕпе лаша кĕтĕвĕ кĕтнĕ хĕрача валли ирхине тепĕр ĕç тупса панă — кантăр вырма каймалла. Эх, питĕ çывăрас килет! Çук, вăл паян хире каймасть. Тем парсан та! Çав вăхăтрах хĕтĕртекен те тупăннă — аслашшĕн шăллĕ амăшне витĕмлĕрех меслетпе усă курма сĕннĕ. Пиçиххипе çапнине хĕрача ним шарламасăр тÿссе ирттернĕ. Юлашкинчен амăшĕ чăтайман, пĕчченех хире тухса утнă. Кÿреннипе Таня ĕсĕклесе макăрма пуçланă, унтан тавăрмалли меслет шухăшласа тупнă: хире вăрттăн кайнă, лаптăкăн тепĕр вĕçĕнчен кантăр вырма пуçланă. Апат вăхăчĕ çитсен тин ăна амăшĕ асăрханă. Таня питĕ тăрăшса ĕçленĕ, самай пысăк лаптăка вырса пăрахнă. Ĕç-пуç çакнашкал çаврăнса тухасса кĕтмен амăшĕ хĕрне хĕрхенсе йĕрсе янă.
Хĕрача ут утланса çÿреме те вĕреннĕ. Каярахпа çакă ăна питех те кирлĕ пулнă: кинора вăл дублерсăрах ÿкерĕннĕ.
Пĕрçырланри пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Таня Бурашникова Мăн Сĕнтĕрти икĕ класлă шкула вĕренме кĕнĕ. Февраль революцийĕ пуçланнă. Ашшĕ «кивĕ режимлă» шкул тивĕçтермен пирки хĕрне Етĕрнери гимназие яма шут тытнă. Таня учитель-репетиторпа экзаменсене çăвĕпех хатĕрленнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă, анчах гимназире ун валли вырăн тупăнман. Çавна май Кăрмăш гимназине документсем пама тивнĕ. Анчах кунта та ăнман. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне пăлхавсем çине-çинех çĕкленсе кĕрлекен хулана яма хăранă, Етĕрнери иккĕмĕш сыпăкри шкула вырнаçтарнă.
Етĕрнере вĕреннĕ çулсем Таня Бурашникова шăпине тепĕр майлă çавăрса янă: вăл пĕрремĕш хут сцена çинче спектакль курнă. «Дни нашей жизни» драмăна Л.Андреевăн пьеси тăрăх Н.Мордвинов /пулас СССР халăх артисчĕ/ лартнă. Онуфрий студент рольне постановщик хăй вылянă, Коля сăнарне Прытков шкул ачи калăпланă, Оля рольне выляма Мордвиновăн йăмăкне шаннă. Хастар ачасен пултарулăхне куракансем пысăка хурса йышăннă. Спектакле темиçе хутчен те кăтартнă. Таня Бурашниковăн Мордвинов патне пырас, дама кружокне питĕ çырăнас килнĕ. Анчах вăл хăраса ÿкнĕ: хула мещанĕсем «апайкăсене» /чăвашсене хисепе хумасăр çапла мăшкăлланă. — Авт./ сцена çинче выляма ирĕк парĕç-и?
Çапах та вăл сценăн пылак тутине кĕçех тутанса пăхнă: Г.Герасимов учитель Г.Ефремов пьеси тăрăх лартнă «Пуян Карук» спектакльте ăна кĕçĕн кин рольне выляма шаннă. Куракансем ун чухне артистсене алă çупса хавхалантармалли çинчен пĕлмен-ха, анчах вĕсем ырласа йышăнни çамрăк актрисăн кăмăлне çĕклентерсе янă. Анчах савăк кăмăл-туйăма амăшĕн сăмахĕсем самантрах пусарса хунă: «Çăмăлттай хĕрарăмсен ролĕсене выляма текех ан хăйнă пултăр!»
1921 çулта тантăшĕ сĕннипе Т.Бурашникова Мускаври çар-спорт шкулне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта физкультура инструкторĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта вăл чăваш театрĕн никĕслевçипе И.Максимов-Кошкинский режиссерпа тата драматургпа паллашать.
— Театр вырнаçнă çурт мĕншĕн ампара аса илтерет? Мĕншĕн ытларах вырăсла вылятăр? Хăвăр вĕçĕмсĕр наци патшалăхĕ çинчен калаçатăр, — пулас мăшăрне çакнашкал ыйтусемпе çине-çинех аптăратнă вăл.
— Чăнах та актриса пулма шут тытнă-и эсир? — хăй тĕлĕннине пытарман Иоаким Степанович. — Вăт, итлĕр. НЭП пуçлансан çапла пĕлтерчĕç: дотаци урăх памастпăр, хăвăр ĕçлесе илĕр. Малашне мĕнле пурăнмалла? Артистсем тарса пĕтрĕç, театра юратакансем çине шанса кăна ĕçлетпĕр. Драматургсене те, куçаруçăсене те, режиссерсене те тÿлемеççĕ. Пушă залра выляс мар тесе парти шкулĕсенче тата педтехникумра вĕренекенсене тÿлевсĕр йыхрав хучĕсем валеçсе паратпăр.
Кунашкал «малашлăх» пулас актрисăна хăратса ÿкермен. Профессиллĕ сцена çине вăл пĕрремĕш хут Н.Гоголĕн «Ревизор» камитĕнчи /И.Слободской лартнă/ Пошлепкина ролĕпе тухнă. Ку вăл республикăн Çутĕç халăх комиссариачĕ çумĕнчи актерсен ăсталăхне ÿстермелли курсра вĕренекенсен диплом спектаклĕ пулнă. Городничий рольне — И.Мучи, Анна Андреевнăна — У.Тимофеева, Хлестакова — И.Максимов-Кошкинский вылянă.
1924 çулта, театр сезонĕ уçăлас умĕн, Т.Бурашникова тата И.Максимов-Кошкинский мăшăрланнă. Çĕн кĕрÿпе паллашма хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ Шупашкара пĕр пичке кăрчама илсе килнĕ. Пил панă чухне амăшĕ çакнашкал професси суйланăшăн хĕрне тек вăрçман ĕнтĕ /ку «халĕ манăн ĕç мар»/, çапах та кĕрĕвне арăмне сăпайлă хĕрсемпе хĕрарăмсен ролĕсене выляттарма сĕннĕ.
Чăвашла фильмсем ÿкерес хăюллă ĕмĕт мĕнле çуралнă-ха? Кун çинчен хăйĕн асаилĕвĕсенче актриса çапла çырать: «Вăл вăхăтра Шупашкарта хĕллехи кинотеатр çукчĕ, фильмсене драмтеатрта спектакльсенчен пушă кунсенче кăтартатчĕç. Эпĕ пĕр картинăна та сиктермен, хăшне-пĕрне темиçе хут та курнă. Киле таврăнсан килĕшнĕ сценăсене выляса пăхаттăмччĕ. Кошкинскин ирĕксĕрех манăн партнер пулма тиветчĕ. Пĕррехинче çуркунне Франческа Бертини вылякан Итали картинине илсе килчĕç. Тÿрех икĕ сеанс пăхрăм. Эх, мĕнлерех вылять Итали «çăлтăрĕ», мĕнле хитре те пултаруллă вăл! Манăн та кинора вылясчĕ! Анчах ку шухăшран хăранă эпĕ. Кунашкал ĕмĕт тĕлĕкре пурнăçлансан кăна… Ытти халăхсем тахçанах хăйсен пурнăçĕ çинчен фильмсем ÿкереççĕ, вĕсем киноорганизацисем йĕркеленĕ. Мĕншĕн пирĕн кун пекки çук, мĕншĕн эпир фильмсем ÿкерместпĕр? Вичкĕн шухăшсем ун чухне манăн пуçра вĕçĕмсĕр явăнатчĕç».
«Чăвашкино» историне тĕпчекен М.Антонов çакă ăнсăртран пулманнине палăртать: «Чăваш автономийĕ йĕркеленни халăха хăпартлантарса янă, наци туйăмне вăратнă. Чăвашсем шухăша кайнă: камсем вĕсем, кам пулнă, мĕн тума вăй çитереççĕ тата çĕршыври ытти халăх хушшинче хăйсене мĕнле кăтартма пултараççĕ? Малашне мĕнле пурăнмалла? Çакнашкал лару-тăрура чăвашла кинокартинăсем тăвас шухăш çуралнă. Нивушлĕ эпир пултараймастпăр? Ку ыйту Т.С.Бурашниковăна /Тани Юн/ çеç мар, республика ертÿçисене те шухăшлаттарнă. Унсăрăн никам та тапранмастчĕ, «Чăвашкино» та пулмастчĕ» /«Советская Чувашия». 1995. Çурла, 26/.
/Вĕçĕ пулать/.
Комментари хушас