Миранда КОЛЬЦОВА: Çĕр çулччен пурăнма ĕмĕтленетĕп

11 Юпа, 2016

86 çулти çак хĕрарăм çинчен пирĕн республикăра илтмен çын та çук пулĕ. Тăхăр теçетке çула çывхараканскер чипер те илĕртÿллĕ, хаваслă та тăрăшуллă. СССР физкультурăпа спорт отличникĕ çак çулсенче те ахаль ларма пĕлмест. "Çăлтăрпа пĕрле — зарядкăна" акцие, "Наци кросĕ" тата "Йĕлтĕр йĕрĕ" чупусене хутшăнса яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тĕслĕх кăтартать.

— Миранда Васильевна, эсир яланах çаврăнăçуллă та хастар. Вăй-хал ăçтан тупатăр?

— Мана çут çанталăк хăех çапла çуратнă. Ача чухне эпĕ балерина пулма ĕмĕтленеттĕм, сцена çинче ташлас килетчĕ. Артисчĕсем вара питĕ илĕртÿллĕ те яштакаччĕ. "Вĕсем пек пулас тесен спортпа туслашмалла", — тетчĕç аслисем. Пионерсен çуртне ташлама çÿреттĕм. Атте пушар чаçĕнче ĕçлетчĕ те унти спортзала кайма тытăнтăм. Хамран аслăрах яш-хĕрпе тата пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе пĕрле "Динамо" спорт обществин чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлеттĕм: йĕлтĕрпе те, велосипедпа та чупаттăм, атлетсен тупăшăвĕсене хутшăнаттăм. Каçхи шкултан вĕренсе тухсан мана Мускаври физкультура техникумне йыхравларĕç, унта ăста спортсмен нумайччĕ. 1952-1953 çулсенче çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ физкультурниксен парадне хутшăнтăм. Çавăн чухне çĕршыв ертÿçине — Иосиф Сталина — пĕрремĕш хут куртăм.

— Массăллă мероприятисем йĕркелеме тата тĕрлĕ акцие хутшăнма çав тапхăртах пуçланă-и эсир?

— Хам ĕмĕрте хулара та, республикăра та пысăк мероприяти сахал мар ирттернĕ. Сценарисем çырнă, ÿкерчĕксем тунă. 2008 çулта Шупашкарта хăвăрт утакансен хушшинче иртнĕ тĕнче кубокĕ уйрăмах асра. Ун чухне савăнăçлă церемоние ирттерме пулăшнăшăн РФ Олимп комитечĕн президенчĕ Леонид Тягачев мана "Раççейри Олимп юхăмне аталантарассинче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" паллă парса хавхалантарчĕ. Хальхи вăхăтра та ăмăртусене хаваспах хутшăнатăп.

— Эсир — вăрçă ачи. Çав тапхăрсем куç умĕнчех-и?

— Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 11 çултаччĕ. Ун чухне пурне те йывăрччĕ. 1942 çулта атте вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, 5 ача çурма тăлăха юлтăмăр. Пире çитĕнтерме çăмăл пулман аннене. Вăл телефонистра вăй хуратчĕ. Хулара пурăннă пулин те пĕчĕклех ĕçлесе ÿснĕ эпир. Вăрçă вăхăтĕнче пушар чаçĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшаттăм, пиччесем заводра ĕçлетчĕç. Тăвар миххисене баржа çинчен пушатни халĕ те асрах: 10-15 çулсенчи ачасем темиçе пăтлăскерсене аран-аран йăтрăмăр. Кунне 300 грамм çăкăр паратчĕç, ăна илме черет тăраттăмăр. Шăллăм Петя ялан çимелли ыйтатчĕ, хамăн татăка ăна параттăм. Аслă пичче вăрçăран суккăр таврăнчĕ. Шел те, çывăх çыннăмсем пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕç.

— Ĕмĕр тăршшĕпех çамрăксене спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентнĕ эсир. Паянхи яшсемпе хĕрсене епле хаклатăр?

— Мускавран таврăнсан хулари 24-мĕш шкулта ĕçлерĕм. Çулталăкран коопераци техникумне куçрăм, унта физвоспитани ертÿçинче 37 çул тăрăшрăм. Пирĕн патра пулас министр Слава Краснов та пĕлÿ илнĕ. Вăл ун чухнех питĕ илемлĕ каччăччĕ, спортпа туслăччĕ. Тĕрлĕ турниртан медальсемпе таврăнатчĕ. Олимп чемпионĕ Валерий Ярды пирĕн патра ĕçлетчĕ, велосипедистсем ун патне хаваспах çÿретчĕç. Эпĕ йĕлтĕрçĕсене хатĕрлеттĕм. Вĕренекенĕмсем чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Кунсерен зарядка ирттереттĕмĕр. Сывлăх кунĕсемпе тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеттĕмĕр. Кашни эрнере мĕнле те пулин спорт мероприятийĕччĕ, çавăнпа канмасăрах ĕçлеттĕмĕр. Ун чухне çамрăксем питĕ хастарччĕ. Пур ĕçе туслă йышпа хавхаланса тунă. Физкультура занятийĕсене чăтăмсăррăн кĕтетчĕç, унта юратса çÿретчĕç. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли питĕ лайăх услови туса панă: чаплă спорт керменĕсем, çĕнĕ спортзалсем... Хулари кашни картишре спорт лапамĕ пур, анчах вĕсем унта çÿреме васкамаççĕ. Çамрăксем епле пуласси аслисенчен нумай килет, вĕрентекенсемпе тренерсен хастартарах пулмалла, хăйсен тĕслĕх кăтартмалла.

— 1992-2008 çулсенче эсир коопераци институчĕн физкультурăпа спорт кафедринче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра аслă шкулăн ваттисен канашне ертсе пыратăр. Сирĕн ушкăн мĕн ĕçлет?

— Пирĕн йышра — 5 çын. Пурте коопераци институтĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ректората мероприятисем ирттерме пулăшатпăр. Çамрăксемпе нумай ĕçлетпĕр. Тĕлпулусем, сывлăх кунĕсем йĕркелетпĕр, зарядкăсем ирттеретпĕр. Ветерансемпе тĕл пулатпăр, юбилейсемпе пултарулăх каçĕсем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пирĕншĕн чи аслă уяв. Уяв тĕлне альбомсем, стена хаçачĕсем кăларатпăр.

— Ачăрсемпе мăнукăрсем те сирĕн çулпа кайнă-и?

— Пĕр хĕрĕм коопераци техникумĕнче преподавательте ĕçлет, тепри — Чăвашпотребсоюзăн типографийĕн пуçлăхĕ. Манăн икĕ мăнук: асли коопераци институтĕнчен вĕренсе тухса Мускава çул тытрĕ, кĕçĕнни те шкул хыççăн çавăнта вĕренме кĕресшĕн. Вăл спортпа туслă, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тата ишевçĕсен секцийĕсене çÿрет.

— Эсир яланах питĕ илемлĕ тумланатăр. Çÿçĕр те хăйнеевĕрлĕ.

— Çÿç — хĕрарăм илемĕ. Пирĕн хĕрсем ĕлĕкренпех вăрăм çÿçлĕ пулнă, çивĕтпе çÿренĕ. Хальхи çамрăксен ку енĕпе йĕрке çукрах. Тирпейлĕ çÿçлĕ хĕре сайра-хутра тĕл пулатăн. Çамрăк чухне эпĕ те çÿçе кĕске кастараттăм. Чупнă чухне çивĕт питĕ кансĕрлетчĕ. Пĕрре мана хĕрарăм асăрхаттарчĕ, çав тапхăртанпа кĕске касман. Ăна тирпейлĕн пуçтарма вĕренсе çитрĕм. Пуçа 10 кунра пĕрре шурă супăне шампуньпа хутăштарса çăватăп. Пуçа ялан çусан çÿç тăкăнма пуçлать, çулсем иртнĕçемĕн илемсĕрленет.

— Апат пĕçерме юрататăр-и? Хăвăр мĕн кăмăллатăр?

— Вĕтĕ кукăльсем янтăлатăп, тĕрлĕ яшка пĕçеретĕп. Мăнукăм çăмах яшкине уйрăмах юратать. Ирсерен тата каçсерен çăмăл апат çиетĕп, ытларах чухне — пăтă. Кунне йăлана кĕнĕ йĕркепе виçĕ хут мар, пĕчĕк порципе 5-6 хут çимелле. Ĕлĕк апат-çимĕç енĕпе йывăрччĕ. Мускавра пушшех те. Унта аш-какай тавраш çисех курайман, винегретпа пурăнаттăм. Спортсменсен вара аш нумай çимелле. Сăмах май, винегрета халĕ те кăмăллатăп. Тĕрлĕ çимĕçрен хатĕрленĕ салатсем питĕ усăллă. Ăшаланă тата çуллă апат çиместĕп. Шел те, халĕ çынсем çак сĕнÿсене пăхăнса пурăнмаççĕ, çавăнпа чирлеççĕ.

— Сирĕн сывлăхăр вăрттăнлăхĕ мĕнре?

— Сывлăхлă пулас тесен вăхăтра çывăрма выртмалла, уçăлса çÿремелле, спортпа туслă пулмалла, ирсерен зарядка тумалла. Каччăсемшĕн турникрен туртăнни аван. Хĕрсене вара фитнес-аэробикăпа интересленме, ташлама сĕнетĕп. Çавăн пекех эпĕ дачăра ĕçлеме юрататăп. Унта сывлăшĕ уçă та таса. Пахчана кайсан кăмăл çĕкленет. Эпĕ унта тĕрлĕ çимĕç, чечек лартса ÿстеретĕп. Пирĕн сĕтел çинче яланах — хамăр çитĕнтернĕ çимĕçсем. Çут çанталăка юратакан, унăн илемĕпе киленекен çын хитреленет, ир ватăлмасть теççĕ. Çынна хăвăн хуйху-суйхуна кăтартмалла мар, яланах çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿремелле. Пĕрмай тарăхни, кулянни сывлăха япăх витĕм кÿрет. Çирĕп сывлăхлă пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.