Ăслăлăх фестивалĕ старт илчĕ

11 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейре черетлĕ Ăслăлăх фестивалĕ пуçланчĕ.

Республикăра вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче старт илчĕ. Фестивале уçассине халалланă «Çамрăк ăсчахсен хальхи вăхăтри çивĕч ыйтăвĕсем тата вĕсене татса парас механизмсем» «çавра сĕтеле» И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Шупашкарти коопераци институчĕн представителĕсем те хутшăнчĕç.

Фестивале ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов уçрĕ. Хăй ертсе пыракан аслă шкул регионри ăслăлăх координаци центрĕ шутланнă май /ку статуса аслă шкул Раççейри ăслăлăх ятарлă программине хутшăнса çĕнсе илнĕ/ вăл паян та ку хутлăхра «уçман çеремсем» чылаййине палăртрĕ. Ача чухнехи «мĕншĕн?» ыйтăва çитĕнсе çитсен те айккине пăрма васкаман, пушшех те тарăнрах кăсăкланса хурав тупма хăйсем тĕллĕн тăрмашакан яшсемпе хĕрсем усăллă ĕçпех аппаланнине çирĕплетрĕ. Ăслăлăхра тĕплĕ шырав-тĕпчевпе палăрасса шанса Владимир Николаевич çамрăк ăсчахсене аспирант билечĕ парса хавхалантарчĕ.

Билета алла илекенсен хушшинче Китай хĕрĕ Мя Ися та пулчĕ. Аякри çĕршыври аслă шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнĕ çамрăк преподаватель Чăваш Ене кăçал ĕçлеме килнĕ. Пике халĕ педуниверситетра йĕркеленĕ Китай чĕлхин центрĕнче вăй хурать.

— Хальхи вăхăтра китай чĕлхипе культурине 100 студент вĕренет. Вĕсемпе ĕçлеме çав тери кăмăллă, — терĕ Ися пирĕн республикăра хăйне ăшшăн йышăннăшăн хĕпĕртесе тата вуз ертÿлĕхне тав туса.

Анна КУПРИЯНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.