Чи лайăх шкулсен яваплăхĕ те пысăк

Лайăх кăтарту — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Республикăра «Раççейри чи лайăх шкулсем» рейтингра мала тухнă шкулсен ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсен çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем, çивĕч ыйтăвĕсем çинчен уççăн калаçасси йăлана кĕнĕ. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çуртне 2016 çулта ТОП-500 /Чăваш Енри 9 шкул/, ТОП-200 / 8 шкул/ списокĕсене лекнĕ вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисемпе пултаруллă педагогĕсем пухăнчĕç. Тĕлпулăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Ĕçтешĕсене пысăк çитĕнÿсемпе саламлама, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашма ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов килсе çитрĕç.

Михаил Игнатьев рейтингра палăрнă шкулсен коллективĕсене тав турĕ. Пысăк çитĕнÿ республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ: пирĕн хутлăхра пахалăхлă пĕлÿ памашкăн майсем пуррине çирĕплетни-çке ку. Тепĕр тесен — Чăваш Енре шкул вĕрентĕвĕ мĕнле шайра иккенне ППЭ кăтартăвĕсене кура та хаклама пулать. Юлашки çулсенче патшалăх тĕрĕслевĕн вырăнти кăтартăвĕсем кирек хăш предметпа та Раççейри вăтам кăтартусенчен лайăхрах. Çакăн пек лару-тăрура аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекен йышлă.

— Тĕллевĕмĕр — хальчченхи кăтартусемпе кăна лăпланса лармасăр малалла талпăнасси. Эсир, чи лайăх шкулсем, локомотив вырăнĕнче пулса ыттисене хăвăр хыççăн ертсе пыма тивĕç, — терĕ Михаил Васильевич вĕрентекенсем çине пысăк шанăçпа пăхса.

Юрий Исаев хăй ертсе пыракан ведомствăри чи малта пыракан учрежденисем республикăри педагогсемшĕн квалификаци илмелли лапамсем пуласси çинчен каларĕ. Вĕсен хăйсен «çуначĕ» айне «уксахлакан» икĕ-виçĕ шкула илмеллине палăртрĕ.

Владимир Иванов экс-министр пулни тÿрех курăнчĕ: ТОПа лекнĕ шкулсем çине еплерех пысăк яваплăх тиеннине курса тăнă май статуса сыхласа хăварма пултарни пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Чăн та, чи лайăххисен йышне кĕнĕ хăшпĕр шкул асăннă рейтингра хальччен те пулнă. Пысăк шая виççĕмĕш хут çирĕплетекенсем те пур: Шупашкарти 3-мĕш лицей, 5-мĕш гимнази, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази. «Çакăн вăрттăнлăхĕ ансат: вĕренÿпе воспитани тытăмĕ яланах уйрăм çынсен тĕслĕхĕпе аталанса пырать», — çапла майпа Владимир Николаевич педагогсен, шкул ертÿçисен профессионаллăхĕ пысăк пулмаллине ĕнентерчĕ.

Андрей Александров шкул ачисене пулас профессипе çывăхлатас тĕллевпе университетра олимпиадăсем те, лекцисемпе семинарсем те ирттернине палăртрĕ. Шкулта вĕренекенсем валли тĕрлĕ конкурс та — чылай.

Тĕлпулура чи лайăх шкулсенче вăй хуракансем те сăмах илчĕç. Алина Паладьева, çак кунсенче кăна «Раççей çулталăк вĕрентекенĕ — 2016» конкурсран таврăннăскер, Муркашри вăтам шкулăн /ялти чи лайăх 200 шкул йышне кĕнĕ/ çитĕнĕвĕсемпе пĕрлех канăçсăрлантаракан ыйтăвĕсене уçса пачĕ. Район центрĕнчи пĕртен-пĕр шкулта — ача йышĕ пысăк, вĕренÿ пÿлĕмĕсем çитмеççĕ.

Элĕк шкулĕ те — центрта пĕрре. Телее, Владислав Волков сăмахĕпе, вĕсене кун пек ыйту канăçсăрлантармасть. ТОП-200 списока пĕрремĕш хут мар лекнĕ шкулăн директорĕ ялсенчи пĕчĕк шкулсемшĕн пăшăрханать.

Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Ольга Физер хăйсем ĕçлекен пĕлÿ çурчĕн çитĕнĕвĕ кунта ылтăн кадрсем пухăннипе кăна мар, тĕрлĕ ĕç-пуç кăсăклă иртнипе те çыхăннă тесе шухăшлать. Акă, тĕслĕхрен, педканаш ахаль лару евĕр иртмест-мĕн, чăн-чăн мастер-класа çаврăнать. Çапла кăсăкланса ĕçлекен педагогсем ачасене пĕлÿ ĕçне, тĕрлĕ ăмăрту-конкурса хутшăнма илĕртеççĕ.

Паллă: уçă калаçу республика ер­тÿлĕхне çĕнĕ хăшпĕр йышăну тума хĕтĕртĕ. Вĕсенчен пĕри рейтингра малта пыракан шкулсем валли ятарлă фонд йĕркелессипе çыхăннă.

Ирина ПУШКИНА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.