Сцена çинчи харсăр, пурнăçри черчен Айдар

Айдар Хисамутдинов. Кам вăл? Турă панă пултарулăхпа пĕлсе усă куракан ташăçă е чăн-чăн асамçă? Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ сцена çине тухсан хăв кĕтмен çĕртенех çакăн пек ыйтусем пуçа килеççĕ.

Кам вăл çав каç — "Сарпикери" чуна çывăх Сартиван е "Ромеопа Джульеттăри" лара-тăра пĕлмен Меркуцио, "Акăш кÿллинчи" Зигфрид е "Дон Киходри" Эспада — Хисамутдиновăн сăнарĕсем чуна çывăх е пачах урăхла — тарăхтараççĕ, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме чĕнеççĕ. Çакă пĕтĕмпех унăн ăсталăхĕпе çыхăннă.

Вăл ташăçă кăна мар. Шанчăклă çул çинче тăракан хореограф та. Çав вăхăтрах философ та, чăн-чăн художник та. Асăннă пахалăхсене Айдар Ильдарович лартнă "Урăххисем. Юратма ирĕк пур", "Амăшĕн чĕри", "Абсент", "Илтетĕн-и? Эпĕ чирлĕ" тата ытти ĕçĕпе çирĕплетсе пачĕ. Ташăçă сцена çине васкамасăр пысăк утăмсемпе, аллисене, тем шухăшланăн, çавăрттарса тухать те куракана астарма тытăнать. Çав самантра унра иксĕлми вăй пуррине, çав вăй тĕнчене тепĕр май çавăрма пултарнине туйса тăратăн, унпа пĕрле аркатма, юратма, вĕçме... пуçлатăн.

Çакăн пек тĕлĕнмелле авăра лекрĕç те куракансем Чăваш халăх артисчĕн, Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи театр сезонĕсем" виççĕмĕш фестивалĕн лауреачĕн, Дягилевăн "Вырăс культурине усă кÿнĕшĕн" орденĕн виççĕмĕш степень кавалерĕн Айдар Хисамутдиновăн пултарулăх каçĕнче. Вăл юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртрĕ. Хусанти хореографи училищинче тĕлĕнмелле чаплă, Тутарстан халăх артистки Валентина Прокопова патĕнче пĕлÿ илнĕ каччă Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 15 çул çитнине халалланă ăна.

Айдарăн ытти пултарулăхĕпе те çывăхланма пултартăмăр: вăл сăвă калама та, юрлама та маç­­­­тăр иккен. А.Бабаджанян Р. Рож­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­дественский сăввипе кĕвĕленĕ "Тав тăватăп сана" юррине театрăн солисчĕпе Сергей Алексеевпа ташăçăн амăшне тата мăшăрне халалларĕç. Каçа Чăваш халăх артисткисем Татьяна Альпидовская, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Маргарита Финогентова, Иван Снигирев, ыттисем илем кÿчĕç.

Уяв каçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăнчĕç. Концерт вĕçленсен Михаил Васильевич сцена çине хăпарчĕ. Республика ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче республикăн чи пысăк пуянлăхĕ унăн çыннисем пулнине палăртрĕ: "Хăйĕн пултарулăхĕпе, чун, кăмăл-сипет çирĕплĕхĕпе Айдар Хисамутдинов тата унăн талантлă ĕçтешĕсем куракансене лайăх ĕçлеме хавхалантараççĕ, культурăна пуянлатаççĕ".

Михаил Васильевич Айдар Ильдаровича "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн медалĕпе чысларĕ.

— Чăваш Ен халăхĕн çак сцени çинче тăрасси маншăн пысăк чыс, — терĕ халăх артисчĕ. — Вăл маншăн та тăван пулса тăчĕ. Чи малтанах Михаил Васильевича культурăна, пирĕн театра пулăшса тăнăшăн пысăк тав каласшăн. Çапла майпа эпир хамăрăн проектсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр. Чи пĕлтерĕшли — çак ĕçе эпир сирĕншĕн, куракансемшĕн, пурнăçлатпăр.

Çак самантра Айдарăн чун-чĕринчен тухакан сăмахĕсем çемçен, ăшшăн илтĕнчĕç. Хăй те ташă вăхăтĕнчи пек харсăр та вăйлă мар, ытла черчен курăнчĕ. Пурнăçра çапла иккен юратнă артистăмăр.

Надежда СМИРНОВА

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.