кире пуканĕ

24 Юпа, 2019

«Хыпар» футболки ăнăçу хыççăн ăнăçу кÿрет

Иртнĕ канмалли кунсенче «Хыпар» хаçат Раççейри чи пултаруллă спортсменсене Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулне пухрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи яш-хĕр аслисенчен тĕслĕх илсе кире пуканĕ йăтрĕ.

20 Юпа, 2019

"Хыпар" хаçат турнирĕнче Чăваш Ен команди çĕнтерчĕ

"Хыпар" турнирăн пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна Чăваш Ен команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кировпа Санкт Петербург спортсменĕсем.

Абсолютлă чемпион ятне Самарти Олег Щербинпа Шупашкарти Анастасия Александрова тивĕçрĕç. Кировран килнĕ 19-ти Егор Демышев юниорсен хушшинче тĕнче рекордне çĕнетрĕ.

20 Юпа, 2019

"Хыпар" хаçат турнирне какай ваклакан хĕр те хутшăнчĕ

"Хыпар" хаçат турнирĕ малалла пырать. Паян Кировран килнĕ Елена Матвеева 24 килограмлă икĕ кире пуканĕ йăтса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

19 Юпа, 2019

"Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир старт илчĕ

Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче "Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир старт илчĕ.

Чăваш Ене 10 регионтан 150 ытла спортсмен килсе çитнĕ. Помост çинче тĕрлĕ ÿсĕмри пăхаттирсем тупăшаççĕ.

Елена Матвеева, Киров хули:

- Эпĕ ку турнира виççĕмĕш хут хутшăнатăп. Кунта яланах ăшшăн йышăнаççĕ. Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ. Хамăн пултарулăха аталантарма тата вăя тĕрĕслеме пулать.

Pages