Комментари хушас

20 Юпа, 2019

"Хыпар" хаçат турнирĕнче Чăваш Ен команди çĕнтерчĕ

"Хыпар" турнирăн пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна Чăваш Ен команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кировпа Санкт Петербург спортсменĕсем.

Абсолютлă чемпион ятне Самарти Олег Щербинпа Шупашкарти Анастасия Александрова тивĕçрĕç. Кировран килнĕ 19-ти Егор Демышев юниорсен хушшинче тĕнче рекордне çĕнетрĕ.

Сергей Кириллов, ăмăртăвăн тĕп судйи:

- Кăçалхи турнир лайăх иртрĕ. Спортсменсен йышĕ пĕчĕкех мар, тĕрлĕ регионтан килчĕç. Спорт мастерĕн нормативне пурнăçлакансем те пулчĕç. Хамăн вĕренекенсем те савăнтарчĕç. Чÿк уйăхĕнче çĕршыв команди Сербире иртекен  тĕнче чемпионатне кайĕ.

СĂН ŸКЕРЧĔКСЕМ...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Рубрика: