кире пуканĕ

27 Юпа, 2015

«Атăл» вăйлисене пухрĕ

"Хыпар" турнирĕ Куславккара 32-мĕш хут иртрĕ

Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ турнира кăçал Куславкка районĕнчи «Атăл» спорт комплексĕ йышăнчĕ. Юратнă хаçатăмăр тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалланă спорт уявĕ яланхи пекех савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Ăна районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн преподавателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Морскова ертсе пыракан «Подсолнух» ташă ансамблĕ уçрĕ. Çамрăк артистсем куракансене «Сик, тух!» ташăпа савăнтарчĕç.

23 Юпа, 2015

Юрий КАРПОВ: Пулас чемпиона ачаран хатĕрлеме пуçламалла

Юрий Михайлович КАРПОВ /1955, Елчĕк районĕ, Тип Тимеш ялĕ/ - кире пуканĕ йăтассипе СССР спорт мастерĕ /1989/, Чăваш Ен чемпионĕ тата рекордсменĕ, Раççей чемпионĕ /1990/, СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи.

Pages