Юрий КАРПОВ: Пулас чемпиона ачаран хатĕрлеме пуçламалла

Юрий Михайлович КАРПОВ /1955, Елчĕк районĕ, Тип Тимеш ялĕ/ - кире пуканĕ йăтассипе СССР спорт мастерĕ /1989/, Чăваш Ен чемпионĕ тата рекордсменĕ, Раççей чемпионĕ /1990/, СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи. Ветерансен хушшинче темиçе хутчен Раççей чемпионĕ, тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ. Шупашкарти агрегат завочĕ çумĕнчи йывăр атлетика секцийĕн воспитанникĕ. 1995 çултанпа Чăваш Енри - кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи. Шупашкарти машиностроени техникумĕнчен /1985/, Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен /2004/ вĕренсе тухнă. Шупашкарти агрегат заводĕнче, «Трактор-комплект» обществăра ĕçленĕ. 2009 çултанпа - уйрăм предприниматель. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2015/.

- Кашни çыннăн пурнăçĕнче атте-анне пысăк вырăн йышăнать. Эпир те калаçăва вĕсенченех пуçлар-ха.

- Атте, Михаил Кириллович, 1918 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкулта 7 çул вĕреннĕ. 1938 çулта салтака кайнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл Брест крепоçĕнче службăра тăнă, çĕршыв чиккине сыхланă. Вăрçа чи малтан кĕнĕ. Тыткăна лекес мар тесе унăн взвочĕ тăватă кун Раççейпе Беларуç чиккинчи шурлăхра ларнă, çапах хăтăлса юлайман. Польша территорийĕнчи лагере лекнĕ. Чылай асаплантарнă вĕсене унта. 1944 çулта салтаксене хăтараççĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех фронта ăсатаççĕ. Атте темиçе хутчен аманнă. 1946 çулта киле таврăннă. Хăй каланă тăрăх - ыраш шăркана ларсан. Канашра тракториста вĕреннĕ, Елчĕкри МТСра ĕçленĕ. Каярах колхозра мĕн пенсие тухиччен трактористсен бригадирĕнче тăрăшнă. 1984 çулта вилчĕ. Ачасене питĕ юрататчĕ. Нихăçан та ĕçсе, çапкаланса çÿремен. Ĕçчен çынччĕ. Çÿллĕ те кĕрнеклĕ арçын пулнă вăл. Акатуйсенче питĕ вăйлă чупатчĕ. Анне, Анна Гурьевна, кÿршĕ ялтан - Тăрăмран. Пуян тесе вĕсен çемйине кулак шутне кĕртнĕ, кукаçипе унăн аслă ывăлне Çĕпĕре ăсатнă. Кĕçĕн ывăлĕпе ман анне вара çĕрпÿртре пурăннă. Атте фронтран таврăнсан пĕрлешнĕ вĕсем, 8 ача çуратса ÿстернĕ. Колхозра ĕçленĕ хушăрах килте выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. 1956 çулта пирĕн çемье уйрăм вырăна пÿрт лартса уйрăлса тухнă. Çывăх çыннăмсен кунçулĕ пĕрре те çăмăл пулман.

- Вăрçă хыççăн çуралнă ачасене те çăмăл килмен. Эсир те пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ ахăртнех?

-11-12 çулсенчех лашапа утă-улăм, тислĕк турттараттăм. Ялта 30 яхăн лашаччĕ. Атте тракторист пулнăран пĕр вăхăт плугарьте çÿрерĕм. Кунне икшер смена ĕçлеттĕмĕр, çĕрле те тухаттăмăр. Трактористсем питĕ тăрăшса ĕçлетчĕç. Лекçей тетепе /Алексей Соловьевпа/ Миша тетесем /Михаил Филипповпа Михаил Крылов/ уйрăмах хастарччĕ. Çĕр тарăнăшне пăхса сухалатчĕç, пĕр çыр та хăвармастчĕç. Анасем тÿп-тÿрĕ пулатчĕç вĕсен. Ĕçлеме нихăçан та ÿркенмен. Аннене те килти ĕçсене тума пулăшаттăмăр. Пусăран пайтах шыв йăтнă, выльăх-чĕрлĕх сахал марччĕ. Салтака тухса каяс чухнехи каç аннене пулăшас тесе мунча урайне те çуса панăччĕ. Нимле ĕçрен те ютшăнман.

- Шкул сукмакне те сахал мар такăрлатнă…

- Ялти пуçламăш шкул хыççăн малтан Тăрмăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан Елчĕкри вăтам шкулта вĕрентĕм. Ĕлĕк шкула çуран çÿренĕ. Пирĕн яла автобус та çÿретчĕ, анчах вăл тулли пулнипе пире лартмастчĕ. Елчĕке çитме 7 çухрăмччĕ. Çумăр, юр е çил-тăман - утаттăмăр. Сайра-хутра велосипедпа, йĕлтĕрпе каяттăмăрччĕ. Çуран çÿренипех сывлăхлă та тĕреклĕ пулса ÿсрĕмĕр, чир-чĕр мĕнне пит пĕлсех кайман. Шкулта аван вĕреннĕ, пĕлÿ илес тесе тăрăшнă, малтисен ретĕнче пулнă.

- Хăçан кире пуканĕ йăтма пуçларăр?

- Эпĕ ачаран спортпа туслă. Чупма юрататтăмччĕ, вăрăм дистанцисене ытларах килĕштереттĕм. Халĕ те кашни ир тенĕ пекех чупатăп, 10 километртан кая мар. Каçхине вара тренировкăна çÿретĕп. Çак ĕçсене тумасан тем çитмест пек туйăнать. Кире пуканĕ çинчен калас-тăк… Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ чухне Николай Матвеевич Мальков учитель штангăпа пит кăсăкланатчĕ. Вăлах Елчĕкре йывăр атлетикăпа кире пуканĕн секцине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Шкул коридорĕнчех штанга ларатчĕ. Пур ача та унта пухăнатчĕ вара. Аслăраххисем штанга йăтнине пăхаттăмăр. Пурин те çĕклесе пăхас килнĕ пулĕ ахăртнех. Вĕсенчен тĕслĕх илсе эпир, хамăр кас ачисем /вĕсем 20 яхăн та пулнă/, çул саракан тракторăн ураписене лумпа çыхăнтарса штанга та тунăччĕ. Каçчченех аппаланаттăмăр вара унпа, тимĕр сасси урамĕпе сарăлатчĕ. Тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем те пурччĕ. Вĕсене те черетленсе çĕклеттĕмĕр. Хамăр тĕллĕнех, аслисем кăтартса пымасăрах. Мĕнлерех йăтмаллине пĕр-пĕрне вĕрентеттĕмĕр.

- Спортпа туслă пулни салтакра чухне те пулăшрĕ пулĕ-ха?

- Симферопльти кĕçĕн командирсен шкулĕ хыççăн космос çарĕнче службăра тăтăм. Пирĕн çар чаçĕ Якутире вырнаçнăччĕ. Унта спортзал лайăхчĕ. Спорт снарячĕсем те пурччĕ. Кире пуканĕ те. Спортзала тренировкăна çÿреттĕмĕр, ăмăртусене хатĕрленеттĕмĕр. Салтака кайиччен эпĕ 58 килограмм таяттăмччĕ, киле 78 килогрампа таврăнтăм. Анне тирпейлĕн упранă тум-тир пĕри те юрамастчĕ. Кунта тÿрех çакна каламалла: мăнтăрланнипе ÿт хушман, тренировкăсенче кĕлеткене тĕреклетнĕ. Пирĕн рота командирĕ эрменччĕ. Лутраскер пулин те спортпа пит туслăччĕ. Турник çинче упăте пек явăнатчĕ. Штангăпа кире пуканне те хăпăл-хапăл йăтатчĕ. Пиртен те çирĕп ыйтатчĕ. Турник çинче хам та пĕр алăпа 11-12 хут туртăнаттăм.

- Салтакран таврăнсан…

- Атте-анне вĕренме кайма хушрĕ, анчах эпĕ вĕсене йывăр килет тесе /шăллăмсемпе йăмăксене ÿстермелле-çке/ агрегат заводне ĕçе вырнаçрăм. Унта вара хамăр тăрăхри яшсем нумайччĕ. Штанга йăтассипе спорт мастерĕсем Николай Михайлович Кутузовпа Владимир Александрович Тимошкин та унтах ĕçлетчĕç. Спортзалта та Елчĕк каччисем пурччĕ. Пурте тренировкăна çÿреççĕ, эпĕ те вĕсемпе пĕрлех паллах. Ĕçленĕ хушăрах машиностроени техникумĕнче вĕрентĕм.

- Чи малтанхи çитĕнÿсемпе паллаштарсамăр.

- Завод çумĕнчи спортзалта хатĕрленсех кăтартусем çултан-çул ÿссе пычĕç. 1984 çулта пĕрремĕш хут республика ăмăртăвне хутшăнтăм, ун чухне 32 килограмлă икĕ снаряда 26 хут йăтрăм, тепĕр çул - 47, виççĕмĕшĕнче 90 хут тĕртме пултартăм. 1987 çулта Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтертĕм. Унта икĕ снаряда кăкăр çинчен 130 хут тĕртрĕм. Тепĕр çул - 140 хут. Республикăра ун чухне кун пек кăтартусемпе никам та савăнтарайман. 1989 çулта çĕршыв чемпионатĕнче мала тухрăм, 1990 çулта Совет Союзĕн чемпионатĕнче виççĕмĕш пултăм. Раççей, СССР кубокĕсенче палăртăм. 1987-1988 çулсенче Хусанта иртнĕ тĕнче кубокĕсенче çĕнтертĕм.

Çитĕнÿсене кура завод директорĕ Олег Волков мана уйрăм секци йĕркелеме сĕнчĕ. Хăй те спортпа çывăх çынччĕ, бокспа туслăччĕ. Пире вăл нумай пулăшса пычĕ. Секцие республикăри кире пуканĕ йăтас енĕпе ăста атлетсене пухрăмăр. Çав вăхăтри спортсменсен йышĕнче заводра конструкторта ĕçленĕ Саша Григорьева, Саша Андреева, СТОн тĕп инженерĕ пулнă Иван Фадеева, Борис Глинкина уйрăммăн палăртса хăварас килет. Эпир пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ. Пирĕн команда Раççейри ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăнчĕ.

- 1995 çултанпа федерацине ертсе пыратăр…

- Унтанпа 20 çул иртрĕ. Çак ĕçе йывăр тапхăрта пуçăнтăм. Ун чухне çĕршывра лăпках марччĕ. Çапах та 1995 çулта Шупашкарта тĕнче кубокне йĕркелесе ирттерме пултартăмăр. Ун чухнехи спорт министрĕ Вячеслав Краснов нумай пулăшрĕ пире. 20 çул хушшинче 50 спортсмен - Раççей спорт мастерĕн, 4 çын спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативĕсене тултарчĕ. Çакна та палăртмалла: 2004 çулта пирĕн вĕренекен Любовь Эллина пĕрремĕш хут тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерме пултарчĕ. Ку таранччен пирĕн хĕрсем кунашкал ăмăртăва хутшăнса та курман.

Пĕршухăшлисене пĕрле пуçтарма, коллектива пĕтĕçтерме пултартăмăр. Пĕр-пĕрне ăнлансан ĕçлеме те çăмăл. Кашни ăмăрту çÿллĕ шайра иртет. 2007 çулта тимĕр вăййине юратакансен спортне шкул ачисен спартакиадине кĕртрĕç. Питĕ ырă пуçару пулчĕ ку. Çак тапхăртан пуçласа çамрăк спортсменсене хатĕрлес ĕç вăй илме пуçларĕ. Хальхи вăхăтра республикăри кашни шкулта вĕренекенсем кире пуканĕ йăтма вĕренеççĕ, кашни муниципалитетра ăмăртусем йĕркелеççĕ. Шкул ачисем çĕршыв шайĕнчи спартакиадăран парнесемпе таврăнаççĕ. Ку таранччен вĕсен хушшинче кунашкал çитĕнÿ тăвакансем пулман тесен те юрать. 2014 çулта Раççей кубокне йышăнтăмăр. Ун чухне 20 судья аккредитаци илчĕ.

- Кире пуканĕн спорчĕ çулсерен вăй илсе пынине палăртмалла...

- Юлашки вăхăтра спорта ăслăлăхпа çыхăнтарса ĕçлеме тытăнтăмăр. Пысăк кăтартусем тумалли, сурансенчен сыхланмалли мелсемпе меслетсене тишкеретпĕр. Ку енĕпе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Владимир Симень нумай ĕçлет. Вăл наука статйисем çырать, кĕнеке-пособи хатĕрлет. Калăпăр, 2013 тата 2015 çулсенче РФ тата ЧР Спорт министерствисем пулăшнипе Шупашкарта тимĕр вăййине юратакансен Пĕтĕм Раççейри конференцине йĕркелерĕмĕр. Кире пуканĕн спорчĕ Пĕтĕм тĕнчипе анлă сарăлнă: Европа, Австрали, Америка... Тĕнче кубокĕн 12 тапхăрне ирттерниех çак спортăн тĕсĕ аталаннине çирĕплетет. Юлашки çулсенче федерацине пултаруллă çынсем ĕçлеме килчĕç. Тĕслĕхрен, хамăр ентеше Сергей Кирилловах илер. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерне пурте хисеплеççĕ, вăл спорт тĕнчинче питĕ ятлă-сумлă çын. Ахаль спортсменран тава тивĕçлĕ тренера çитме пултарчĕ. Хăйĕн ĕçне чуна парса тăвать. Шел те, çитменлĕхсем те пур. Чылай районта кире пуканçăсен уйрăмне уçрăмăр. Анчах Пăрачкавра, Комсомольскинче тата Çĕнĕ Шупашкарта ку енĕпе япăхрах ĕçлеççĕ. Вырăнти ертÿçĕсем ĕç çине çиелтенрех пăхаççĕ. Специалистсем çитменни те ура хурать. Çавăнпа çывăх вăхăтра педуниверситетра вĕсене хатĕрлеме пуçласса кĕтетпĕр.

Республика ертÿлĕхĕнче пирĕн воспитанниксем пурри савăнтарать. Сăмахран, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăрту спортсменсен чи юратнă турнирĕ пулса тăчĕ. Юрий Алексеевич, кире пуканĕ йăтса ÿснĕскер, паянхи çамрăксене çитĕнÿ тума хавхалантарать. Акă кăçал кăна Европа чемпионатĕнче иккĕн çĕнтерчĕç: ялхуçалăх академийĕнче вĕренекен Анастасия Александрова, вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать, тата Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Федорова. Пике халĕ Санкт-Петербургра вĕренет, ăна РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов хăйĕн хÿттине илнĕ. Сăмах май, юлашки çулсенче Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче Андрей Атласкин, Сергей Соловьев, Александр Павлов палăрчĕç. Çакнашкал пысăк кăтартусемех пирĕн республика ят-сумне çÿле çĕклеççĕ. Нумаях пулмасть республикăри Спорт министерствине ертсе пыма пирĕн воспитанника, штангăпа кире пуканне йăтассипе кăсăкланнă Елчĕк каччине Сергей Шелтукова шанчĕç. Ку пирĕншĕн питĕ савăнăçлă хыпар пулчĕ. Малашне тимĕр вăййине юратакансен спорчĕ тата та çÿллĕрех шая çĕкленессе шанас килет.

- Спорт пуласлăхĕ - çамрăксем.

- Пулас чемпиона ача чухнех хатĕрлеме пуçламалла. Унсăрăн нихăçан та çитĕнÿ пулаймĕ. Спортпа туслă ача нихăçан та киревсĕр ĕçпе çыхланмасть. Унăн усал ĕç тума вăхăт та пулмĕ. Çапла тусан кăна унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Вĕсене тĕрĕс çул çине тăратмалла. Çавăн чухне кăна çĕршыва юрăхлă çынсем пулаççĕ. Тăван кил, тăван ял, тăван район, тăван республика, тăван çĕршыв, тăван халăх пуласлăхĕ вĕсенче. Çакна нихăçан та манмалла мар. Çавăнпа паян вĕсемшĕн пирĕн, çитĕннисен, тăрăшмалла, вĕсемшĕн ĕçлемелле.

- Сирĕнпе юнашар ялан ырă та пултаруллă çынсем.

- Чăн та, вĕсем нумайăн. Пурте спорт аталантăр тесе тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Петр Сидоров журналистăн, çамрăк чухне вăл та штанга тата кире пуканĕ йăтнă, тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсем тата спортсменсем çинчен çырнă статйисем хаçатра час-час кун çути кураççĕ. Спорт ветеранĕсене те уйрăммăн палăртса хăварас килет: тĕнче чемпионатĕнче 19 хут çĕнтернĕ Владимир Понихидкин /Канаш хули/, Улатăр хулин Хисеплĕ гражданинĕ Валерий Притуленко, Шăмăршă районĕн Хисеплĕ çынни Владимир Шуряков, Йĕпреçри Михаил Петров, Куславккари Иван Краснов, Елчĕкри Олег Федоровпа Анатолий Анисимов тата ыттисем. Хăйсем ăмăртусене хутшăннă вăхăтрах вĕсем спортсменсене хатĕрлеме вăй çитереççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин мухтава тивĕç. Хăй ĕмĕрĕнче вун-вун ăста спортсмена çитĕнтерчĕ. Вĕсен йышĕнче тĕнче тата Европа чемпионĕсем те пур. Ăмăртусем ирттерме пулăшакансене яланах ырă сăмахпа аса илетпĕр. «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов пирĕн чи çывăх тус. Вăл спортшăн укçи-тенкине те, вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест.

- Эсир «Хыпар» Издательство çурчĕн чи çывăх тусĕ. Хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнира 30 çула яхăн хутшăнатăр. Вĕсенчен 20 çулне ăмăрту йĕркелекенĕсенчен пĕри.

- Кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ турнирĕ кăçал 32-мĕш хут иртет. Журналистсем хаçат урлă спорта пропагандăланине, уйрăм редакцисем ăмăртусем ирттернине ырлатăп. Издательство çурчĕн пĕрремĕш директорĕпе Алексей Леонтьевпа 20 çула яхăн килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ертÿçĕ пил памасан турнир пуласлăхĕ иккĕленÿллĕ. Унăн заместителĕ пулнă Михаил Арлановпа паянхи кун та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Юлашки çулсенче турнира районсенче ирттерме пуçларăмăр. Пĕр çулхине «Хыпар» турнирне Чĕмпĕр те йышăнчĕ. Турнира тĕрлĕ вырăнта йĕркелени хаçат вулаканĕсен йышне ÿстерме, спорта аталантарма май парать.

- Эсир ĕçе, спорта пĕтĕм чуна паратăр. Çакна мăшăрăр епле йышăнать?

- Мăшăрăм, Нина Ивановна, питĕ ырă та лайăх çын. Вăл тăрăшнипех тăван килте ялан ăшă та хăтлă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр, вăл мана ăнланать. Çакă хавхаланса ĕçлеме вăй-хал хушать. Кăçал эпир унпа пĕрле Крыма кайрăмăр. Эпĕ хутшăнакан турнирсене ку таранччен пырса курманскер манран та ытла пăшăрханчĕ эпĕ помост çине тухсан. Хĕрĕмпе кĕрĕвĕм, икĕ мăнукăм - манăн чи пысăк пуянлăх. Эпир туслă пурăнатпăр. Пурте пĕрле Атăл хĕрринче канма кăмăллатпăр. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма çÿретпĕр.

- Тăван енре хĕвелĕ те ăшăрах, сывлăш та тасарах теççĕ.

- Çуралнă кĕтес яланах хăйĕн патнех туртать. Вăхăт тупăнсанах унта васкатăп. Тĕп килĕм ăшшине аслă тете упраса пурăнать. Тăван яла нихăçан та манман, халĕ те унта хăтлă пултăр тесе тăрăшатпăр. 2013 çулта ялта пĕчĕк часавай туса лартрăмăр. Ял масарĕн картине, хапхине çĕнетесшĕн. Темиçе çул каялла ял варрине çул сартăмăр. Халĕ урампа çÿреме аван, ял-йыш та кăмăллă. Тепĕр урамне те сарма палăртатпăр. Пирĕн ял пысăках мар пулин те пĕр кил те пушă лармасть. Ялта пурăнма лайăх халĕ: çул пур, газ.

- Эсир хăвăр чиркĕве çÿретĕр-и?

- Кашни ăмăртуччен чиркĕве кĕрсе тухатăп. Ют хулана кайсан та… Унта пулсан хăвна урăхларах туятăн, чунра çăмăлрах. Хыркасси чиркĕвне час-час çÿретĕп. Унăн настоятелĕпе Николай аттепе туслă. Пĕтĕм ĕç Турă пилĕпе пулса пырать. Турă çынна шанăç парать. Ĕненекен çын нихăçан та шанчăкне çухатмасть.

- Хĕрсем кире пуканĕ йăтнине ырлатăр-и?

- Тимĕр вăййипе хĕрсем 10-15 çул каяллах интересленме пуçларĕç. Малтан ку пулăм мана питĕ тĕлĕнтеретчĕ. «Мĕн тума кирлĕ вĕсене çакă?» - теттĕм. Вĕсене шеллеттĕм, снаряда йăтма çăмăл мар-çке. Каярах хăнăхрăм пулас. Самана та улшăнчĕ халĕ. Хĕрсем те вăйлă пуласшăн, яшсенчен те ирттереççĕ вĕсем. Кире пуканĕ йăтакансен хушшинче пикесен йышĕ пысăк.

- Кĕрĕк арки йăваласа ларма та вăхăт çук пулĕ сирĕн. Çапах та пушă вăхăтра мĕн тума юрататăр?

- Кĕнеке вулатăп. Уйрăмах историпе çыхăннисене. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене тепĕр хут вулама пуçларăм. Тĕслĕхрен, В.Краснов-Асли, Н.Мранькка… Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ халĕ те шухăшлаттарать. Поэзие килĕштеретĕп. Паллă сăвăçсен кĕнекисене час-час алла илетĕп. Тарăн шухăшлисем уйрăмах чуна пыраççĕ.

 

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

Руль умне хăçан лартăр?

1989 çулта. Пĕрремĕш машина - иномаркăччĕ. Икĕ сыпăкри пиччем, моряк пулнăскер, туянма пулăшрĕ ăна. Ăмăртăва кайсан илсе килнĕччĕ. Унпа виçĕ çул çÿрерĕм.

Пахчара, садра ĕçлеме юрататăр-и?

Килти пахчара чечек лартатпăр. Кăçал акă картише розăсемпе илемлетрĕмĕр. Йывăç-тĕм нумай. Тĕрлĕ çырла ÿстеретпĕр. Вĕсенчен мăшăрăм варени хатĕрлет. Дачăра панулми ăнса пулать. Вĕсенчен те тĕрлĕ çимĕç хатĕрлетпĕр. Хам йÿçĕтнине ытларах юрататăп.

Юратнă апат-çимĕç?

Пулă. Хуть те хăш вăхăтра та пулă пĕçерсе çиме пултаратăп.

Сирĕн килте кире пуканĕ миçе?

Пĕр командăна çитет. 20 яхăн.

Спорт тĕсĕсенчен тата хăшне кăмăл-латăр?

Волейбол. Çамрăкран волейболла вылятăп. Агрегат заводĕнче пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе халĕ те эрнере темиçе хут спорт площадкине пухăнатпăр.

Телевизорпа спорт передачисем пăха-тăр-и? Стадиона çÿретĕр-и?

Футбол матчĕсене, штангистсем çинчен кăтартакан кăларăмсене юратса пăхатăп. Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнче Универсиадине волейболистсен турнирне курма ятарласа кайса килнĕччĕ.

Сирĕн кумирсем пур-и?

Давид Ригерт, Василий Алексеев, Султан Рахманов штангистсем. Николай Колесниковран тĕслĕх илеттĕм. Хамăр ентешсене Ардалион Игнатьевпа Анатолий Миллина сума сăватăп. Олимпиада паттăрĕсем Валентина Егорова, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Елена Николаева мухтава тивĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

Андрей МИХАЙЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.