Анастасия АЛЕКСАНДРОВА: Тинĕс тĕлĕкре те курăнать
Спорт карьерине вĕçлесен те ĕçсĕр тăрса юласси хăратмасть ăна
Куславкка районĕнчи Тĕрлемес тăрăхĕн хĕрĕ Анастасия Александрова шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех спортсмен пулнă пулин те малаллахи пурнăçне спортпа çыхăнтарма шухăшламан, анчах шăпа ăна çав çулпах уттарнă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине вĕренме кĕрсен вăл кире пуканĕпе «туслашнă», каярах Раççей тата Европа чемпионачĕсене хутшăнса çамрăксен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
- Настя, эсĕ икĕ çул хушшинчех пысăк çитĕнÿсем тума пултартăн…
- Чăннипе, эпĕ Европа чемпионки пулса тăнине халĕ те ĕненейместĕп. Питĕ хăвăрт пулса иртрĕ çак шая çĕкленесси. Кăçал çĕршыври юниорсен чемпионатĕнче мала тухсан та ăмăртăва хутшăнасси иккĕленÿллĕччĕ. Болгарири Варна хулине çитсен кăна ăнлантăм хам ăçта лекнине. Пăлхантăм - пурнăçăмри пĕрремĕш чи пысăк ăмăрту-çке. Тăван çĕршыв, хамăр республика, юратнă академи ят-сумне çĕре ÿкерес килместчĕ. Спортсменсем 19 çĕршывран пынăччĕ. Тĕнчипе паллă атлетсене курниех мĕне тăрать. Раççейри сумлă кире пуканçăсемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Паллах, эпĕ ылтăн е кĕмĕл медаль çĕнсе илесси çинчен шухăшламанччĕ. Помост çинче тупăшу питĕ çивĕччĕ. Хĕрсем пĕрин хыççăн тепри тухса ÿкме пуçласан тытăнса тăрасчĕ кăна теттĕм ăшра. Юлашкинчен эпир иккĕн кăна юлтăмăр. Чĕрере савăнăç - пĕрремĕш е иккĕмĕш пулатăпах. Вăй-хал епле çитрĕ - хам та пĕлместĕп. Кире пуканне 98 хут сулласа çĕклерĕм, кĕмĕл призерăн - 80 яхăн. Манăн чи лайăх кăтарту - 102. Кăшт кăна çитмерĕ. Хальхи вăхăтра алла ылмаштарса 230 хут сулласа çĕклеме пултаратăп. Ун чухне çĕнтернинчен хам та тĕлĕнтĕм. Хĕпĕртеме те, савăнма та пĕлмерĕм. Ылтăн медале алла илсен те ĕненес килместчĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас