Пĕчĕк ялăн сумлă çыннисем ‐ тимĕр вăййипе туслисем

«ХЫПАР» хаçатăн турнирĕ октябрĕн 24-25-мĕшĕсенче Куславккари «Атăл» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртет

Çĕнĕ Эйпеç - Елчĕк районĕнчи чи пĕчĕк тата чи çамрăк ялсенчен пĕри. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче вăл çĕр ĕçченĕсемпе, сад ăстисемпе таврара кăна мар, республикăра та чапа тухнă. Тăван ялĕн чап-сумне ăста спортсменсем те çĕклеççĕ. Çак пархатарлă ĕçре Тумановсемпе Федоровсен çемйисем уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухиччен районти Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн председателĕн заместителĕнче вăй хунă, СССР правительствин темиçе медальне тата Халăхсен Туслăхĕн орденне тивĕçнĕ Геннадий Тимофеевич Тумановпа унăн мăшăрĕ, шкулта 30 çул ытла пуçламăш классене вĕрентнĕ Елена Никитична, çамрăк чухнех спортпа туслашнă. Вĕсем ултă ача пăхса çитĕнтернĕ, пурте хăйсен сывлăхне ачаранах спорт занятийĕсене çÿресе пиçĕхтернĕ.

Кил хуçи çамрăкрах чухне ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе кăсăкланатчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара вăл темиçе гантель, кире пуканĕ тата штанга туянчĕ те хăйĕн картишĕнче пысăках мар спорт площадки туса хучĕ. Çавăн хыççăн унăн ачисем те, ялти çамрăксем те тимĕр вăййипе кăсăкланма пуçларĕç. Вунпилĕк çул каялла туслă çемьери чи кĕçĕнни- Лаш Таяпа вăтам шкулĕнче вĕренекен Алексей Туманов 24 килограмлă кире пуканĕ йăтассипе районти яшсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 2002 çулта маттур та вăйлă каччă «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Патăрьелте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта малти вырăна йышăнчĕ. Вунă çул каялла вăл çĕршыв чемпионатĕнче ăмăртса Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ.

Паянхи кун Чăваш Енре Çĕнĕ Эйпеçрех ÿссе çитĕннĕ, А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕн Олег Федоровăн та ячĕ паллă. Вăл кире пуканĕ йăтассипе вăтăр çул каяллах республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнатчĕ. Районти спорт шкулĕнче ĕçлеме пуçласан Олег Николаевич малашнехи пурнăçне сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тата тимĕр вăййине юратакан ăста атлетсем хатĕрлес ĕçе халалларĕ. Елчĕк районĕнчи кире пуканĕ йăтакансен команди юлашки вунăçуллăхра республикăри шкул ачисен спартакиадинче, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнирсенче тата «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать.

Çак çитĕнÿсенче, паллах, кире пуканĕ спорчĕн Елчĕк районĕнчи федерацийĕн ертÿçин, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн О.Н.Федоровăн тата унăн вĕрентекенĕн, Çĕнĕ Эйпеç ял старостин, ветерансен хушшинче Раççей чемпионачĕсен призерĕн Геннадий Тумановăн тÿпи вышкайсăр пысăк.

Петр СИДОРОВ.

Иван МОКЕЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.