«Хыпар» футболки ăнăçу хыççăн ăнăçу кÿрет

24 Юпа, 2019

Иртнĕ канмалли кунсенче «Хыпар» хаçат Раççейри чи пултаруллă спортсменсене Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулне пухрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи яш-хĕр аслисенчен тĕслĕх илсе кире пуканĕ йăтрĕ. Пĕтĕм Раççейри турнирта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрÿ ăмăртрĕç — кире пуканне чалт кăна ывăтрĕç те ывăтрĕç…
Кăçал телей ал панă
Помост çине тухма хатĕрленнисене ЧР информполитика министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ытти хăна ăнăçу сунчĕç.
Çивĕч ăмăртăва шкул ачисем пуçларĕç. Республикăри тĕрлĕ районти çамрăксемпе пĕрле Самартан, Санкт-Петербургран, Кировран, Чулхуларан, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Свердловск облаçĕнчен, Мордовирен, Тюменьрен çитнĕ хăнасем тупăшрĕç.
— 7-мĕш класра кире пуканне пĕрремĕш хут йăтса куртăм. Ку атте çак спортпа туслă пулнипе çыхăнчĕ пулĕ. Атте кăна мар, пиччепе шăллăм та хавхалантараççĕ çитĕнÿ тума. Район шайĕнче кире пуканĕ йăтса — 1-2-мĕш, республикăра 3-мĕш вырăнсене йышăнаттăм. «Хыпар» турнирне 3-мĕш çул килтĕм. Хальччен вырăн йышăнаймарăм, паян ăнăçу ман енне çаврăнасса шанатăп. Олег Николаевич тренерпа çине тăрсах хатĕрлентĕмĕр, — çапла пĕлтерчĕ помост çине тухас умĕн Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Аэлина Чайкина. Шăла çыртса кире пуканĕ йăтнă чухне алла мозоль тухнипе тертленмен-ши хĕр?
— Техникăна пăхăнса йăтсан вăл тухмасть, алла магнези сĕретпĕр. Хальлĕхе 16 килограмлине çĕклесе курнă, — пĕлтерчĕ Аэлина. Вăл хальхинче 63 килограмчченхи виçе категорийĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Апла пулсан çитĕнÿсем малашлăхра пулĕç.
Ашшĕнчен тĕслĕх илсе
Андрей Новоселов Кировран çитнĕ. 9-мĕш класра вĕренекенскер Шупашкара хăйĕн тăван хули пекех йышăннă.
— Киров пекех туйăнчĕ. Урама тухсан хăш-пĕр вырăнта, чăнах та, уйрăмлăх çук. Кире пуканĕ йăтма 3 çул каялла тытăнтăм. Атте спортзала çÿрени тĕслĕх пулса тăчĕ. Манăн та кĕлеткене пиçĕхтерес шухăш çуралчĕ. Паян 58 килограмчченхисен виçе категорийĕнче икĕ 24 килограмлине 61 хутчен йăтса пуринчен ирттертĕм. Савăнтăм, паллах. Эрнере 6 кун Евгений Малков тренерпа хатĕрленни усă кÿчĕ те. Манăн алăри мозольсем те хытнă, ытлах асаплантармаççĕ, — терĕ шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕренекен каччă. Ăмăртусене ытти хулана тухса çÿрени ăна чăрмантармасть, вăл репетиторсемпе хушма пĕлÿ илет.
Беларуçе çитесшĕн
Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă шкулĕнче ăс пухакан Ильвир Тепитов 8-мĕш класра кăна-ха. Турнира вăл пуçласа килнĕ пулин те хăйĕн виçе категорийĕнче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Кире пуканĕпе çулталăк каялла кăна туслашнă качча Константин Кусаинов тренер ăсталăха алла илме хăнăхтарать. Тутар каччи малтан ялти шкулта вĕреннĕ. Çак пĕлÿ çурчĕ хупăнсан çемйипех Шăмăр-ша куçнă. Кунта çулсем те уçăлнă. 1-мĕш тренировкăрах мозоль тухса тулни Ильвира пĕртте хăратман. Çитес вăхăтра вăл тепĕр ăмăртăва — Беларуçе çитме тĕллев лартнă. Татах тăрăшмаллине вара аван пĕлет каччă.
Пĕрремĕш пулма хăнăхнă
Даяна Бачинăпа, чăнах, мухтанатпăр. Йĕпреç районĕнчи Эйпеç шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен хĕр тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Юлашки вăйне пухса Киров хĕрне Карина Филимоновăна парăнтарчĕ вăл.
— Эрнере 3 кун тренировкăна Пучинкене çÿретĕп. Паян çĕнсе илнĕ «ылтăн» манăн пĕрремĕш мар. Пурпĕрех кашни ăмăрту умĕн пăлханатăп. Хампа тупăшакан республикăри тантăшсене палласа та çитрĕм пуль. Помост çине тухиччен Кировран килнĕ Каринăпа кăшт сăмах хушрăм. Хальччен миçе йăтма пултарнипе кăсăклантăм. Вăл 200 хут ытла çĕклеессине пĕлсен кулянсах ÿкрĕм. Анчах вăхăтлăха. Манăн çĕнтермелле тесе кăмăла хытартăм. Тренер Михаил Петров çирĕп чунлă пулма хăнăхтарнă. Шăпах унпа юнашар тăрса йăтрăмăр. Карина маттур, унран юлас марччĕ тесе тăрăшрăм. Кăштахран вăл ывăннине сисрĕм, табло çинче миçе йăтни курăнать. Техникăна аван вĕренсе çитнипе ывăнсан та кире пуканне пăрахма васкамастăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.