Ыттисене кăтартмалăх паха опыт пур

11 Юпа, 2016

Вĕрентекен кунĕ ытти професси уявĕсен хушшинче раснарах тăнă пек туйăнать. Педагогсене эпир пурте — ватти-вĕтти — саламлатпăр: пурнăçра ун алли витĕр пурте тухатпăр. Çавăнпах сумлă çак професси çыннисене халалланă мероприятисем иртнĕ эрне тăршшĕпех пычĕç. Республикăри мĕнпур вĕрентекене халалласа шăматкун, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче уяв иртрĕ.

Вĕрентекенсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев килсе çитрĕç.

Педагогсен ĕç-хĕлĕ республика, Раç­çей пурнăçне тÿрреммĕн витĕм кÿрет: çитĕнекен ăру мĕнле шайра пĕлÿпе воспитани илни çĕршывăмăр малашне мĕнлерех çул-йĕрпе аталанассипе çыхăннă. Республикăри вĕренÿ ведомствин ертÿçи Юрий Исаев ĕçтешĕсене уявпа саламланă май хăйĕн калаçăвне çак шухăш тавра йĕркелерĕ. Юрий Николаевич кадетсен, çамрăк армеецсен юхăмĕсене, хушма пĕлÿ парассине, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаракан массăллă проектсене, ача-пăча туризмне малашне те аталантарассишĕн çине тăрасси çинчен каларĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан организацисем, аслă шкулсем юлашки çулсенче сулмаклă утăмсем туни çинчен аса илтерчĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах вĕрентекенсен пархатарлă ĕçĕ çинчен сăмах пуçарчĕ. Республикăри педагогсен йышĕнче чăн-чăн профессионал нумаййине Чăваш Енĕн вĕренÿ тытăмĕнчи çитĕнĕвĕсене çĕршыв шайĕнче палăртни, пирĕн вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсем йышăнни çирĕплетет. Çакăн çинчен асăннă май Михаил Васильевич савăнăçлă тепĕр хыпар патне куçрĕ — 2016 çулта та пирĕн республикăри шкулсем Раççейре чи лайăххисен шутне йышлăн кĕнине пĕлтерчĕ.

— Çавнашкал çитĕнĕве пĕччен тăрăшса тума çук. Пуçаруллă педагогсем, яваплă ашшĕ-амăшĕ, пĕлÿшĕн чăнласах çунса тăракан вĕренекенсем пĕр команда пулсан кăна çавăн пек кăтарту патне çитме май пур, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Ен вĕренĕве аталантарас енĕпе Раççейри чылай регионшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. «Ыттисен хушшинче сармалăх паха опыт пурри çинчен РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева çирĕплетсе калани пирĕн педагогсене тата та хавхалантарма тивĕç»,— терĕ Михаил Игнатьев.

Ăрусен туслă çыхăнăвĕ çамрăк педагогсемшĕн пĕлтерĕшлине те палăртрĕ вăл. Сцена çине тухнă дебютантсен /кăçалхи вĕренÿ çулĕнче педагог каçалăкĕ çине тăнă çамрăк учительсем пирки сăмахăм/ хушшинче этемлĕхĕн вăйлă çуррин представителĕсем те самаях йышлине ырă пулăм тесе хакларĕ.

Валерий Филимонов спикер учительсен йышĕнче династи нумаййине палăртрĕ. «Педагогăн тĕп пахалăхĕсем — ватă çыннăнни пек ăс тата яланхи чун çамрăклăхĕ — шайлашуллă пулсан ăнăçу кĕттерместех», — ырă сунчĕ вăл уява пухăннă вĕрентекенсене.

Йăлана кĕнĕ тăрăх — профессире пултарулăхпа палăрса тăракансене сумлă наградăсем пачĕç. Уявăн тăсăмĕ вара республикăри учитель хорĕсен конкурсĕн финалĕ пулчĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Ен педагогĕсем хăйсен пултарулăхне сцена çинче те кăтартаççĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.