Вĕренекенĕсем ăна медальпе савăнтараççĕ

11 Юпа, 2016

Канаш тăрăхĕнчи чи вăйлă хĕрарăм тесен те йăнăшас çук пулĕ ун пирки. Темиçе пăтлă кире пуканне йăтма пултараканскере тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсенче пĕрре мар курнă. Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта ачасене 23 çул физкультура вĕрентекен Алевтина Евграфова 50 çула çывхарать пулин те çамрăк спортсменсемпе пĕр рете тăрса вĕсемпе тупăшма хăюлăх çитерет, вĕсенчен ирттерсе малти вырăнсене йышăнать.

Нумаях пулмасть Каçал тăрăхĕнче Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта вăл пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ.

— Кире пуканне эпĕ ача чухнех йăтса курнă, анчах çав вăхăтра хĕрсем тимĕр вăййипе кăсăкланмастчĕç. 2002 çулта ку спорт анлă сарăлма пуçларĕ. Эпĕ те унпа интересленме тытăнтăм. Малтанлăха йывăр пек туйăнчĕ, майĕпен-майĕпен хăнăхрăм. Пĕрремĕш ăмăртурах медаль çĕнсе илни мана хавхалантарчĕ, — калаçăва пуçларĕ спортсменка.

Алевтина Никитична «Хыпар» турнирне те çав тапхăртанпах пĕр сиктермесĕр хутшăнать, ку ăмăртура малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Иртнĕ çул та вăл пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнăччĕ. "Çамрăксемпе кĕрешме йывăртарах. Эпир опытлă пулин те вĕсем пиртен вăйлăрах та хастартарах. Хĕрсен вăйĕ те иксĕлми. Хĕрĕх çултан иртнисен вĕсемпе тупăшма çăмăлах мар", — тенĕччĕ вăл. Сăмах май, А.Евграфова кăçал та чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче "Хыпар" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарта иртекен йăлана кĕнĕ турнира хутшăнма хатĕрленет.

Алевтина Евграфова шкулта вĕреннĕ чухне те, педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ чухне те кĕске дистанцисене чупассипе ăста пулнă. Шкул, район, училище чысне тĕрлĕ ăмăртура темиçе хут та хÿтĕленĕ. Награда та чылай унăн. Канашри спорт шкулĕн тренерĕ Владимир Понихидкин пулăшнипе вăл çичĕ çул каялла кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. 39 çулта чухне хĕрарăм пĕрремĕш хут çĕршыв чемпионатĕнчен ылтăн медальпе таврăннă.

— Эпир, ялта çуралнăскерсем, ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. Атте-аннене пулăшаттăмăр. Ĕçе нихăçан та уйăрса тăман. Икĕ витрепе шыв йăтасси те, вутă çурасси те пирĕншĕн йывăр пулман. Физкультура урокне хаваспах çÿреттĕмĕр, уроксем хыççăн та спорт лапамне васкаттăмăр. Хальхи ачасем пек киле хăвăртрах çитсе ăшă пÿрте кĕрсе ларасси çинчен шухăшламан", — иртнĕ вăхăта йăл кулса аса илчĕ хĕрарăм.

Алевтина Евграфова вĕренекенĕсене те тимĕр вăййине алла илме хăнăхтарать. Спорт секцине 4-мĕш класранпах çÿреççĕ. Йышра хĕрача та сахал мар. Шкул ачисем республикăри ăмăртусенче вăй виçсе вĕрентекенне медальпе савăнтарма тăрăшаççĕ.

— Ку спорт вĕсемшĕн питĕ кăсăклă. Спортзала юратсах килеççĕ. Вĕренекенĕмсем манран та пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп, — хăйĕн шухăшне пытармарĕ вĕрентекен.

Алевтина Никитичнăн килĕнче те пăхаттирсем пур: Евграфовсен çемйинче тăватă ача. Аслă хĕрĕ çемье çавăрнă ĕнтĕ, кукамăшне мăнукпа савăнтарнă. Тепĕр хĕрĕ шкулта вĕренет. Яшсем спортпа туслă: асли баскетболла выляма кăмăллать, кĕçĕнни амăшĕ пекех кире пуканне алăран ямасть.

— Темиçе пăтлă хатĕре йăтни ÿт-пĕве тĕреклетет, сывлăха çирĕплетет. Спортпа туслă çын хăйне яланах çирĕп туять, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, — терĕ çамрăксене тĕслĕх кăтартса помост çине тухакан хĕрарăм.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.