Каçалсем палăртнинчен чакмаççĕ

11 Юпа, 2016

Комсомольски райповĕ — Каçал тăрăхĕнче пурăнакан халăха паха таварсемпе, тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерессишĕн тăрăшакан тĕп организаци. Хальхи улшăнса тăракан саманара конкуренци пысăк пулнине пăхмасăр /тĕслĕхрен, район центрĕнче пысăк сеть лавкки темиçе те/ потребительсен обществин тĕрлĕ хутлăхĕ — суту-илÿ, хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕ, производство, общество апатланăвĕ — палăртнине пурнăçланипе аталанса пырать. Паллах, пурнăç таппипе пĕр тан пымашкăн ансат мар: ĕлĕкрех усă курнă меслетсемпе кăна ĕçлени çителĕксĕр, çĕнĕлĕхсене вĕренсе-хута ярса пымалла.

— Паянхи экономика лару-тăрăвĕ кашни утăмра çиччĕ виçсе пĕрре касма хистет. Суту-илÿ темиçе çул каяллахипе танлаштарсан пысăк тупăшах параймасть — ку отрасльте уйрăм çын тытса тăракан пĕчĕк предприяти питĕ нумай. Пирĕн пысăках мар районти халăха таварпа тивĕçтерессинче вĕсен тÿпи питĕ пысăк. Тепĕр енчен, суту-илÿре, çĕршыв шайĕпе илсен те, республикăри лару-тăрăва тишкерсен те, хальхи вăхăтра тавар çаврăнăшĕ чакса пырать, — лару-тăрăва объективлă сăнлать Комсомольски райповĕн канашне ертсе пыракан Евгений Карпеев.

Евгений Иванович палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра потребкоопераци тытăмĕн пайĕсенчен чи лайăх ĕçлесе пыраканни — общество апатланăвĕ. Çăкăр завочĕ, производство комбиначĕ, кафесемпе ресторан — пурте плансене тултарса е ирттерсех тултарса пыраççĕ. Апатлану тенĕрен, çынсем райпо шанчăклă организаци пулнăран унăн тытăмĕнчи точкăсене пахалăх тĕлĕшĕнчен сисчĕвленмесĕрех кĕрсе çÿреççĕ. Район центрĕнче, автостанципе юнашар вырнаçнă «Трактир» кафенех илер /иккĕмĕш сăнÿкерчĕкре — унăн ĕçченĕсем/. Кунта кун каçипе çын татăлма пĕлмест. Сĕтелсем вара — яланах таса, вĕсен хушшине вырнаçса ларма кăмăллă. Кафе заведующийĕ Мариэтта Федотова пуян менюшăн тăрăшнипе пĕрлех сутуçăсемпе поварсене клиентсен ыйтăвĕсене туллин те хăвăрт тивĕçтерме хăнăхтарать. Çакă, тĕлĕнмелле те, кунта килекен çынсене те ырă витĕм кÿрет — ăшшăн йышăнакан, тирпейлĕ вырăнта вĕсем хăйсем те килпетлĕ, культурăна пăхăнаççĕ.

Сăмах май, культурăшăн тăрăшасси потребкоопераци тытăмĕнче яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл хавшак тăк темĕнле хăтлă, илемлĕ лавкка та, урăх заведени те илĕртмĕç. Пахалăх маркине тытма вăл та, ку та витĕм кÿрет-çке.

— Паянхи кун хамăрăн ĕçченсем валли ĕç условийĕсене лайăхлатас ыйтăва тимлĕхрен вĕçертместпĕр. Çак тĕллевпех суту-илÿ, апатлану точкисене юсас-тирпейлессине, хăтлăлатассине йывăрлăх-чăрмава пăхмасăр кун йĕркинче тытатпăр, — палăртать Евгений Иванович. — Акă ку яхăнта Çĕнĕ Сĕнтĕрти лавккара юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Малашне сутуçăсем шыва алă вĕççĕн кÿмĕç, канализаци пулĕ — ĕçе самаях çăмăллатакан услови ку.

Нумаях пулмасть республикăра Раççей потребкооперацийĕ 185 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа форум иртнĕ. Унта Чăваш Енри коопераци организацийĕсен лидер пултарулăхĕпе палăрнă ертÿçисене чысланă. Евгений Карпеев «Эффективлă ертÿçĕ» номинацире çĕнтернĕ, ятарлă палла тивĕçнĕ. Çакă Комсомольски райпо канашĕн председателĕ кирек мĕнле лару-тăрура та чăннипех пурнăçпа тан утма çул тупакан пулнине черетлĕ хут çирĕплетет.

— Мĕн хавхалантарать сире? — ыйтрăм ертÿçĕрен.

— Пурнăçа, ĕçе юратни. Халĕ организацие çамрăксем чылайăн ĕçлеме килнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Вĕсем питĕ çаврăнăçуллă, маттур пулни савăнтарать. Акă хамăрăн тытăм офисĕнче ĕçлекен система администраторне Эдуард Смирнова илер. Хăйĕн специальноçне аван пĕлет — малашлăхра çитĕнÿсем ăна кĕттермессе шансах тăратăп, — хăйĕн ĕçченĕсене хавхалантарма та пĕлет Евгений Иванович.

Ирина ПУШКИНА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.