ЛĂПКĂ САСĂПА КĂНА

Ашшĕ-амăшне çул çитмен çамрăкпа пĕр чĕлхе тупма, кăткăс лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума психолог канашĕсене шута илни пулăшĕ.

1. Вăл вăрçăннине, çухăрашнине хирĕç кирек мĕнле пулсан та кăшкăрса тавăрмалла мар. Питĕ çивĕч хирĕç-тăру вăхăтĕнче те ачапа лăпкă сасăпа калаçмалла.

2. Ачăр йĕрет пулсан ан чарăр, хăйех лăпланĕ. Хирĕç мар пулсан ачашшăн ыталăр. Мĕн пулнине кайрантарах ыйтса пĕлме пулать.

3. Çул çитмен çамрăк сирĕн çине алă çĕклеме хăтланать пулсан айккинелле пăрăнсан лайăхрах. Енчен те чăн-чăн агресси палăрмасан ачăра тăна кĕртме хулпуççийĕсенчен тытса кăштах силлесе илĕр. Хыттăн мар, çемçен кăна!

4. Истерикăна çутăлтарса ирттерме пулать теççĕ. Ку — йĕркеллех мар. Ун вырăнне çул çитмен çамрăкăн пуç пÿрнипе шĕвĕр пÿрнин кăкĕ çинчи сисĕмлĕ пăнча пусарсан тĕрĕсрех.

5. Тарăхнине минтере е боксер грушине чышкаласа ирттерме сĕнĕр. Меслечĕ кивĕ, çапах та витĕмлĕ. Çавăн пекех кивĕ журналсене çуркалани те пулăшать.

6. Истерики вăраха кайсан ачăра пĕччен хăварăр. Тен, çакăн хыççăн вăл сирĕнпе калаçма та килĕшĕ.

7. Шăв-шав лăплансан ачана ачашласа илĕр, пĕчĕк чухнехи пекех ыталăр, чуптăвăр, Ку ачана кăна мар, çитĕннĕ çынна та чун-чĕре шайлашулăхне тавăрма май парать.

8. Ачапа унăн ыйтăвĕсем пирки калаçăр, унпа пĕрле тĕрĕс йышăну тупма тăрăшăр. Ăна мĕн пулса иртни çинчен урăх аса ан илтерĕр.

9. Шута илме: çул çитмен çамрăксен те пĕчĕк ачасенни пекех 9-10 сехетрен кая мар çывăрмалла. Шел те, вĕсем çак йĕркене сайра пăхăнаççĕ. Çителĕксĕр çывăрни вара пăлханулăха ÿстерет.

10. Çул çитмен çамрăка тухтăрпа канашламасăр лăплантаракан нимĕнле эмел те /çав шутра — валерьянка/ ĕçтерме юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.