Комментари хушас

5 Юпа, 2016

АВАЛАХ ПЫСĂКА ХУРСА ХАКЛАНĂ

Çарансем çинче, вăрманти çулсен хĕрринче çăвĕпех янкăр чечеклĕ тĕлĕнмелле курăк, сиплĕ буквица, ÿсет. Тĕрлĕ чиртен пулăшнăшăн ăна çынсем мĕн авалтанпах пысăка хурса хакланă. “Чирлерĕн пулсан тумтирна сут та сиплĕ буквица туян”,— тенĕ вăтам ĕмĕрсенче Италире. Халапсем тăрăх, ĕлĕк çынсем тухатмăша, ытти усал-тĕселе хăратма çак чечеке килте тытнă е пĕрле чиксе çÿренĕ.

Буквица препарачĕсем лăплантараççĕ, шыçнине, ыратнине ирттереççĕ, манкана çемçетсе кăларма, ват шĕвекне хăвалама, япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртме, апат ирĕлессине, юн çаврăнăшне лайăхлатма пулăшаççĕ.

Сироп

200 грамм типĕ курăка 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сивĕниччен лартмалла. Вĕтетнĕ типĕ 100 грамм шăлан çырли хушмалла. Вăйсăр çулăм çинче 40 минут пиçĕхтермелле, çулăм çинчен илмелле. Вĕри шĕвеке 1 лимон сĕткенĕ хушса пăтратмалла, сăрăхтармалла. 300 грамм пыл ямалла. Сивĕ вырăнта упрамалла.

Бронхит, мигрень, невроз чухне кунне 2 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Сиплĕ чей

Тÿпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Çăвар ăшĕ, пыр шыçсан çак шĕвекпе чÿхемелле. Варвитти чухне кунне 1-3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Вĕренĕ шĕвек

Сиплĕ буквицăн вĕтетнĕ типĕ 1,5 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 20 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Вар хытнинчен кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Настойка

Çур литр банкине виççĕмĕш пайĕ таран сиплĕ буквицăн вĕтетнĕ типĕ чечекне тултармалла. Хĕрринченех шурă эрех ямалла. Хупăлчапа витсе ăшă тĕттĕм вырăна икĕ эрнене лартмалла. Сăрăхтармалла. Юн пусăмĕ ÿссен, нерв тытăмĕ пăсăлсан кăшт шыва 20-30 тумлам настойка ярса ĕçмелле.

Асăрханăр! Виçене çирĕп пăхăнмалла. Буквица препарачĕсем ача кĕтекен хĕрарăмсене, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк, тромбсем пухăнас туртăм пур çынсене юрамаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.