Канаш хулинче ырă улшăнусем пулаççех

Раççей Федерацийĕн Правительствинче çĕршыври монохуласен аталанăвĕн фончĕн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Коммерциллĕ мар çак организацин органĕ Канаш монохулинче инвестицин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе инженерипе транспорт инфратытăмне хывмашкăн 739,107 миллион тенкĕ уйăрма сĕннине ырланă. Сăмах мĕнле объектсем тăвасси çинчен пырать-ха?

Владимир АВРЕЛЬКИН, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ:

— Канашри çурт-йĕртен юхтарса кăларакан шĕвĕ каяша кашни талăкра 15 пин кубла метр тасатмалли хатĕре реконструкцилемелле. Машинăсем тăвакансен урамĕ — «Энĕш» автоçул тумалла. Хулари индустри паркĕн инженери инфратытăмне хывмалла. Çак объектсем 1,38 миллиард тенке лараççĕ.

Кунсăр пуçне предпринимательсем 2020 çул тĕлне 8,4 миллиард тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕртĕç, 1500 çын валли ĕç вырăнĕ тăвĕç. Фонд инженери коммуникацийĕсене сыпăнтарма çеç укçа уйăрать. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен организацисем производство объекчĕсем хăпартнă чухне вĕсем çăмăллăх кÿрĕç.

Хула тăвакан предприятисенчен ĕçрен кайма тивекенсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме виçĕ проектпа килĕшÿллĕн инвестицин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме палăртнă. Пĕрремĕшĕ биотехнологи кластерĕпе, иккĕмĕшĕ индустри паркĕпе, виççĕмĕшĕ хула сăн-сăпачĕн аталанăвĕпе çыхăннă.

Биотехнологи кластерĕн никĕсĕнче — тулăран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пуçлакан завод ĕçе кĕртесси. Унта тулăран глюкоза-сĕтек сиропĕ, типĕ клейковина, глюкоза моногидрачĕ, гидрол /меласса/, апат-çимĕçе хушмалли хутăшсем, крахмал тата пластик хатĕрлесшĕн. Предприяти çулталăкра 100 пин тонна тулă туянасшăн. Ку ĕçе «КиПиАй Агро Порецкое» общество йĕркелеме кăмăл турĕ. Завода хута яма 6,7 миллиард тенкĕ явăçтарма, пысăк квалификациллĕ 450 ĕç вырăнĕ тума тĕллев лартрĕ.

Канашăн хальхи промышленноç зонинче индустри паркĕ çĕкленĕ. Ку — хула тăвакан предприятисенчен кайма тивекен çынсене ĕçе вырнаçтармалли иккĕмĕш проект.

Владислав СОФРОНОВ, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Индустри паркĕнче 22 резидент производство йĕркелесшĕн. Инвестици проектне пурнăçа кĕртме кашнине вăтамран 1,3 гектар çĕр уйăратпăр. Парк лаптăкĕ пурĕ 37,4 гектар йышăнĕ. Резидентсен ĕçĕ машинăсем, электротехника, стройматериалсем тăвассипе çыхăнĕ. Унта бизнес пуçлас текенсемпе эпир килĕшÿ тума хатĕр. Промышленноç зонинче продукци туса кăларакан «Аурат-СВ», «СпецВагонДеталь», «Комбинат строительных материалов», «НПФ «Эмаль» обществăсем те инвестицин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартаççĕ.

Промышленноç зонинче тата паркра производство йĕркелеме планлакансем строительство тата çĕнĕ производство йĕркелеме пĕтĕмпе 1,7 миллиард тенкĕ ярасшăн, рабочисемпе инженерсем валли 1,1 пин вырăн тăвасшăн.

2016-2021 çулсенче пурĕ 8,4 миллиард тенкĕлĕх проектсене пурнăçа кĕртме, 1,5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртрăмăр.

Канаш монохулине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн Мускаври СКОЛКОВО бизнес-шкулта ертсе пыракансен вĕренĕвĕнче пулчĕ. Вăл кăçалхи çу-авăн уйăхĕсенче иртрĕ. Унта çĕршыври ытти хула командисем те хутшăнчĕç. Чăваш Ен ушкăнĕнче — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, эпĕ тата Канашри промышленноç зонипе индустри паркĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă организацисен представителĕсем — «Агрогрупп ТАВ», «АСТ-Канаш», «Геолог» обществăсен ертÿçисем Александр Капитонов, Андрей Разбирин, Сергей Елисеев.

Регионсенчи монохуласене аталантарма ĕмĕт тытнă ушкăнсене ятарлă пĕлÿ парас ĕçе Монохуласен аталанăвĕн фончĕ йĕркелерĕ. Инвестици проекчĕсене экспертсен комиссийĕ тишкерчĕ. Унăн председателĕ — Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Игорь Шувалов, членĕсем — Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ, бизнес-шкул директорĕ Андрей Шаронов, Тулаш­экономбанк председателĕн заместителĕ Ирина Макиева, Монохуласен аталанăвĕн фончĕн директорĕ Илья Криворогов тата ыттисем. Вĕренÿ тĕллевĕ — монохуласенче темиçе тĕп предприятие ĕçлеттернипе пĕрлех ытти организацие производство йĕркелеме пулăшмалли, экономикăна тĕрлĕ отрасльпе çыхăнтарса комплекслă аталантармалли, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тумалли проектсене хатĕрлеме тата пурнăçа кĕртме пултаракан ушкăнсене пĕлÿ парасси. Чăваш Ен команди Канаш монохулинчи предпринимательсен ĕçлĕ хутшăнăвĕсене йĕркелемелли, экономикăна лайăхлатмалли проект туса хатĕрлерĕ. Ăна экономика министрĕ Владимир Аврелькин, эпĕ, «Агрогрупп ТАВ», «АСТ-Канаш», «Геолог» обществăсен ертÿçисем Александр Капитонов, Андрей Разбирин, Сергей Елисеев хÿтĕлерĕмĕр. Экспертсен комиссийĕ проекта пысăка хурса хакларĕ. Игорь Шувалов вĕренÿ программине пурнăçланă 20 ушкăна, вăл шутра Чăваш Енрен те хутшăннине диплом пачĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăй-хал сунчĕ. Канаша çĕнетме хутшăнакан бизнесменсен ушкăнĕн йывăр лава туртма тивет. Ырă тĕллев мана та, предпринимательсене те çанă тавăрсах ĕçлеме хистет. Юратнă хулана çĕнетессе, илемлетессе çирĕп шанатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

ыйтса пĕлнĕ

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.