ЮПА УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

5 Юпа, 2016

Сывлăх пирки аса илме вăхăт. Юпа уйăхĕнче вăрах чирсенчен сипленни ырă витĕм кÿрет. Çак уйăхăн уйăх циклĕ Хĕр хĕвел паллинче çĕнĕ уйăх çуралнинчен пуçланать. Юпа уйăхĕн пĕрремĕш çурринче энерги çителĕклĕ пухма, хăвăра лайăх енчен туллин кăтартма пултаратăр. Юпа уйăхĕн варринче уйăх юхăмне уйрăмах сисĕмлĕ çынсен туйăмĕсем ытлашшипех вĕриленсе каяççĕ, çавăнпа вĕсем тĕрлĕ енлĕ япăх лару-тăрăва лекме пултараççĕ. Уйăхăн иккĕмĕш çурри васкавлă ĕçсене вĕçлеме тата вăрах чирсенчен сипленме меллĕ.

Сурăх /Овен/

Сурăхсен юпа уйăхĕнче вăй-халĕ тапса тăрать, вĕсем çывăх çыннисене туллин пулăшма пултараççĕ. Чи кирли — çук чирсен паллисене “асăрхаса” çынсем ырлакан сиплев мелĕсемпе тăрăшсах усă курасран асăрханасси.

Вăкăр /Телец/

Вăкăрсен шăк-ар тытăмĕн шыçă чирĕсем пуçланасран пилĕкпе урасене ăшăра тытмалла. Çуран нумай вăхăт уçăлса çÿрени, кун йĕркине пăхăнни, тĕрĕс апатланни пĕлтерĕшлĕ.

Йĕкĕреш /Близнецы/

Вĕсем юпа уйăхĕнче хăйсене питĕ лайăх туяççĕ. Кирек мĕнле лару-тăрура та лайăххине кăна курни, канма май тупни, хумхануллă туйăмĕсене лăплантарма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн çемьере стреслă лару-тăру йĕркеленме, çавна май депресси аталанма пултарать.

Рак

Раксен юпа уйăхĕнче час-часах вар-хырăм çулĕн ĕçĕ пăсăлни тĕл пулать. Вĕсен апат ирĕлессине лайăхлатакан, вар-хырăм çулĕн лăймака сийĕ шыçас хăрушлăха чакаракан çирĕп диетăна пăхăнмалла. Вăхăтра тула каймалла, кирлĕ пулсан клизмăпа усă курмалла.

Арăслан /Лев/

Активлă пурнăç йĕрки — лайăх кăмăл тата çирĕп сывлăх никĕсĕ. Апла-тăк Арăслансене юпа уйăхĕнче медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулмасть. Вĕсем хăйсен сывлăхне хăйсем кăна, ытлашши çинипе тата алкоголь ĕçнипе, сиенлеме пултараççĕ.

Хĕр /Дева/

Хĕрсем ĕçри, йăлари кирек мĕнле пĕчĕк кăлтăка та ытлашшипех чĕре патне илеççĕ. Ку пуç ыратнин, чĕре ĕçĕ пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать. Вĕсен çителĕклĕ çывăрмалла тата ĕçпе канăва черетлемелле. Тĕслĕхрен, вăй-хал ĕçĕ хыççăн кĕнеке вулани е ларса ĕçленĕ хыççăн вăй-хал ĕçне тытăнни усăллă.

Тараса /Весы/

Уйăхăн пĕрремĕш çурринче Тарасасен сывлăхшăн пăшăрханмалли çук. Вĕсем хастар, хăйсен вăйне шанаççĕ, харпăр хăй пурнăçĕнче тфе пурте йĕркеллĕ. Виççĕмĕш вунăкунлăхра вĕсен лăпкăрах пурăнмалла, çанталăка кура тумланмалла. Унсăрăн шăнса пăсăласси те часах.

Скорпион

Скорпионсен организмĕ юпа уйăхĕнче энерги çитменнине туять, ку вăрах чирсене вĕрĕлтерме, çĕннисене аталантарма пултарать. Çак тĕле отпуск илсен, санаторире кансан аван пулмалла. Май килмесен энерги нумай тăкакламалли ĕçсене каярах хăварсан вырăнлă.

Ухăçă /Стрелец/

Юпа уйăхĕнче Ухăçăсен сывлăх енĕпе кăлтăксем пулмалла мар, паллах, хăйсене хăйсем сиенлемесен. Вĕсен çапăнса ыраттарасран, çыхăсене, мышцăсене туртăнтарасран, йывăртарах та аманасран асăрханмалла. Çывăх çынсемпе кирек мĕншĕн те хирĕçни, уйрăмах кĕвĕçÿ, чĕре тытăмне япăх витĕм кÿрет.

Ту Качаки /Козерог/

Пуçланă ĕçсене часрах вĕçлес тесе Скорпионсем Юпа уйăхĕнче хăйсене те, çывăх çыннисене те канлĕ пурăнма памаççĕ. Ытлашши пăлханни, вĕчĕрхенни пуçа ыраттарма, ытлашши шĕвеке кăларакан тытăм ĕçне пăсма, артери юн пусăмне йĕркерен кăларма пултарать.

Шыв тăкан /Водолей/

Юпа уйăхĕнче Шыв тăкансен тухтăр патне кайма сăлтав пулмасть. Вĕсем кĕлетке виçине çирĕп диетăпа йĕркене кĕртме пултараççĕ. Анчах çак тапхăрта вĕсен ÿпке ĕçĕ хавшакрах, шăнса пăсăласран уйрăмах асăрханмалла.

Пулă /Рыбы/

Юпа уйăхĕ Пулăсемшĕн — кăткăс вăхăт, вĕсен хăйсен сывлăхĕпе тимлĕрех пулмалла. Вар-хырăм çулне йывăр килесрен çуллă, пылак апат сахалрах çимелле. Чĕрепе шăк хăмпин ĕçне йĕркере тытса тăма çемçетекен массаж, курăк чейĕсем пулăшаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.