Юхать, юхать... контрафакт
Хулара çынсемпе курнăçнă май вĕсем халăхра «разливайка» ят панă хупахпа кăмăлсăрланса калаçу пуçарнине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна хăй куçĕпе курса ĕненес шутпа «мана та сутаççĕ-ши?» тесе ыйтнă та — лешсем «çук, унта эрех илмешкĕн сирĕн тумтире улăштармалла» тенĕ-мĕн. Пĕр канашлура çак калаçăва аса илнĕ май Михаил Игнатьев республикăра ĕçкĕ чăннипех анлă сарăлнине палăртрĕ. Шупашкара килсен Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова та Чăваш Енре çынсем вилессипе çыхăннă кăтартусене пысăк витĕм кÿрекен тĕп сăлтавсен шутĕнче шăпах алкогольпе наркăмăшланнине, ĕçкĕ анлă сарăлнине палăртнă. Çапла вара республика влаçĕсем те пытармаççĕ: çынсем тулашри сăлтавсене, алкоголизма пула вилессипе çыхăннă кăтартусемпе республика чи япăххисен шутĕнче.
Влаç лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе нимĕн те тумасть тееймĕн. Чăваш Енре эрех суту-илĕвĕпе лицензиллĕ 700 организаци ĕçлет. Экономика аталанăвĕн министерстви вĕсене куçран вĕçертмест-ха, кăçалхи 8 уйăхра 538 тĕрĕслев ирттернĕ. Анчах çак ĕç усси питĕ курăмлă теме çук: лицензи тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх йĕркене пăснисене 1,3 миллиона яхăн тенкĕлĕх штрафланă, федерацин ятарлă суя маркисемпе усă курнăшăн 4 организацие административлă майпа явап тыттармашкăн суда заявленисем панă.
Шалти ĕçсен министерстви 4,8 пин литр спиртлă контрафакт продукцине туртса илнĕ. Экономика аталанăвĕн министерствинче халăх эрех ĕçесси чакни пирки калаççĕ, эрех ĕçсе вилесси кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 32% чакнă, спиртлă суррогатсемпе наркăмăшланса вилесси те 15% сахалланнă-мĕн. Çаплах-тăр, анчах темшĕн-çке ку питĕ тĕксĕм ÿкерчĕке кăштах та пулин шупкалатас тенĕн кăна илтĕнет.
Чăваш Енре алкоголь продукцине саккунлă майпа сутакан пĕр компани ертÿçи çаплах калать: «Республикăра алкоголĕн саккунсăр çаврăнăшĕ ытла та пысăк. Юбилейсене, çавнашкал сумлă ытти ĕçкĕ-çике кайса пăхăр-ха. Унта сĕтел çинче саккунлă эрех кураймастăр. Е — сăмакун, е — вăрттăн туяннă эрех. Шурă эрехпе коньякран пуçласа хĕрлĕ эрех таранах — пĕтĕмпех йÿнĕпе илни...» Çавна май акцизсене çухатнине кура мĕнешкел пысăк укçа бюджет айккине кайнине чухлама кăна пулать.
Çийĕнчен Чăваш Енре паян алкоголь туса кăларакан пĕртен-пĕр предприяти кăна — Шупашкарти ликерпа эрех завочĕ. Етĕрнери спирт заводĕнче, самай вăрах ĕçлеменскерте, паян эрех производстви çук — унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче туртса илекен контрафакт алкоголе çĕнĕрен юхтарса техника спирчĕ хатĕрлеççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи спирт заводĕнче те, ĕлĕк пурте мухтанă шурă эрехпе паллă пулнăскерте, уксус продукцийĕ кăна кăлараççĕ-мĕн. Çĕрпÿсен хăй вăхăтĕнче Мускава-мĕне кучченеç пек илсе кайма намăс пулман бальзамĕ — вăл та пулин çук. Çапла вара паян Чăваш Ен кунта кÿнинчен вунă хут сахалрах алкоголь продукцийĕ туса кăларать. Эппин, ют регионсен эрехне ĕçетпĕр — чăваш укçи республика бюджетне кĕмесĕрех юта каять.
ЕГАИС /Патшалăхăн алкоголь производствине тĕрĕслесе тăмалли автоматизациленĕ пĕрлехи информаци системи/ хута кайни алкоголь рынокĕнче йĕрке тума пулăшас шанăç пур-ха. Вăл кашни кĕленчен куçăмне — конвейертан пуçласа лавкка клиенчĕ таран — курса-сăнаса тăма май парать. Анчах специалистсем, авă, çак системăра та кăлтăксем пурри çинчен калаçкалаççĕ. Вăл та эрехĕн вăрттăн суту-илĕвне туллин чараясси пирки иккĕленеççĕ.
Усламçăсемшĕн питех те тупăшлă бизнес çав ĕнтĕ — çавăнпа саккун çине сураççĕ. Хайхи «разливайкăсенех» илер — вĕсем Шупашкарта кăна ултă теçетке-мĕн. Халăха кунĕн-çĕрĕн шăвараççĕ. Усламшăн çуннă чух чыс-совеç текенни асра та çук. «Пичет» ятлă киоскра /Чернышевский урамĕ, 6/ тетрадь-кăранташ сутмалла пек — апла мар, 25-30 тенкĕпе «Тройной одеколон», спиртлă «Вита-Септ космо плюс» лосьон, экстрактлă тоник сутаççĕ.
«Шупашкарти горкоопторг» ООО базин территорийĕнчи «Кăлпасси, аш продукцийĕ» лавккара аш-какай кăна пулмалла ĕнтĕ — сутлăхра вара 30 тенкĕлĕх «Этил спирчĕ»... Гагарин урамĕнчи «Дивизион» павильон та çак çулпах утать. Унăн хуçи вара, тĕлĕнетĕр пуль, тĕп хула пухăвĕн депутачĕ Юрий Борисов иккен. Эппин, хăшпĕр «разливайка» хула влаçĕсене çывăх çынсен çуначĕ айĕнче текен сас-хура та ăнсăртран мар-тăр. Çак тата ытти тĕслĕхе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн тĕрĕслев управленийĕ тăрă шыв çине кăларнă. Влаçри партирен суйланнă хайхи депутат ĕçĕ-хĕлĕ Михаил Игнатьевшăн та тĕлĕнтермĕш пулнă ахăр. «Кăмăл-сипет те, намăс та çук. Бизнес — кирек мĕнле хакпа... Партири юлташсем, сирĕнтен Юрий Борисова парти енĕпе явап тыттарма ыйтатăп», — терĕ вăл.
Хушса тата мĕн калайăн?
Николай КОНОВАЛОВ.
Владимир АВРЕЛЬКИН, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ:
— Раштавăн 1-мĕшĕнчен «разливайкăсен» ĕçĕ тĕлĕшпе чарусем вăя кĕреççĕ. Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнисен 100 тăваткал метртан кая мар пулмалла, ялсенче — 75 тăваткал метртан кая мар. Пĕчĕкреххисем хупăнмалла. Чăн та, вĕсем ячĕсене улăштараççĕ — кафесем, ресторансем пулса тăраççĕ, ку чару вĕсене пырса тивеймест. Тĕп хулара çавнашкал 60 суту-илÿ объекчĕ. 10-шĕ юлĕ — вĕсене çĕнĕлле йĕркелеççĕ, 50-шĕ вара хупăнĕ.
Паллах, ку йышăну предпринимательсен хушшинче аллерги çуратать. Анчах эпир çак йышăнăва прокуратурăпа, Шалти ĕçсен министерствипе çураçтарнă.
Александр КОЖЕМЯКОВ, ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:
— Республикăри мĕнпур преступленин 50% — ÿсĕрле тунисем. Ку чăннипех питĕ пысăк процент. Алкоголĕн саккунсăр çаврăнăшĕ питĕ хăвăрт ÿсни палăрать. Çав “разливайкăсем” — криминал центрĕсем. Нумай преступление çынсем çав хупахсенче ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн тăваççĕ. Çавна май пирĕн хамăрăн тулашри службăсене вĕсене çывăхарах вырнаçтарма тивет. Сотрудниксен йышĕ çителĕксĕр, çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ ытти ĕç вырăнне çав ÿсĕрсемпе ĕçлеме, хупахсене сыхлама тивет. Хупахсен администрацийĕсем ĕçкĕçсене урама кăларса яраççĕ... Куллен административлă 300 протокол таран çыратпăр.
Андрей ИККЕРТ, ЧР Алкоголь рынокне хутшăнакансен ассоциацийĕн канашĕн председателĕ:
— Республикăра эрех ĕçесси чакса пымасть — шута илмен алкоголь продукцийĕ еннелле сулăнатпăр. ЕГАИС та панацея мар, ун пирки çăлăнăç теме, шел те, иртерех-ха. Мĕншĕн тесен алкоголь продукцийĕн пысăк пайĕ хуласенче мар, ялсенче сутăнать. Унта вара ЕГАИС 2017 çулхи утă уйăхĕнчен кăна ĕçлеме пуçлать. Ĕçлесе кайсан та вăл пĕтĕм ыйтăва сиресси иккĕленÿллĕ.
Çук, лару-тăру пĕлтĕрхинчен те йывăртарах теместĕп. Ĕç тухăçлăхĕ пур — тивĕçлĕ тытăмсем саккунсăр эрех сутнин нумай тĕслĕхне тупса палăртаççĕ. Çапах çăмăл мар. Сăмакун юхтарасси питĕ хăвăрт ÿссе пырать. Нумай мероприятире лавккара туяннă эрех пачах та çук. Халь эрех кĕленчи суя марккăллине палăртма та питĕ йывăр.
Комментари хушас