ИÇĔМРЕН - ÇАМРĂКЛĂХ ЭЛИКСИРĔ

5 Юпа, 2016

Иçĕм çырлине çинĕ е унран сĕткен юхтарнă хыççăн вăррине /шăммине/ пăрахмалла мар, алшăлли çине сарса хумалла та хĕвел çинче /ăшăрах духовкăра та юрать/ типĕтмелле. Кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле, кĕленче банкăна хурса тата полиэтилен хупăлчпа çăтă витсе упрамалла.

Çур чей кашăкĕ порошока тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 4-5 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут апатчен пĕр сехет маларах ĕçмелле. Паха шĕвек чĕре чирĕсенчен хÿтĕленме, катаракта аталанăвне чарса лартма пулăшать.

Эликсирĕпе атеросклероз, чĕрен ишеми чирĕ, гипертони, инфаркт, инсульт, ытти чир чухне сипленеççĕ.

Хĕрлĕ иçĕм çырлин шăммисене çумалла, типшĕнтермелле, вĕтетмелле, çур литр банкине çурри таран тултармалла. Хĕрринченех шурă эрех ямалла, хупăлчапа çăтă хупса тĕттĕм вырăнта пĕр уйăх лартмалла. Кашни кун силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Апат вăхăтĕнче 1-ер тумлам 5 кун ĕçмелле. Унтан 5 кун тăхтамалла та тата 5 кун ĕçмелле. Çак схемăпа пĕр уйăх сипленмелле.

Иçĕм çăвĕ те питĕ усăллă. Шăммисене çумалла, 40-45 градус ăшă духовкăра типĕтмелле. Кофе арманĕпе авăртмалла, çур литр банкине пусармасăр тултармалла, тасатнă /рафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвĕ хушмалла. Хупăлчапа çăтă хупса пĕр эрне сивĕ вырăнта лартмалла. Вăхăт-вăхăтпа пăтратса илмелле. Марля витĕр сăрăхтармалла та хупă банкăпа тата 2-3 кун лартмалла. Унтан çиеле пухăннă симĕс тĕслĕ çăва кĕленчене асăрханса ярса илмелле.

Кунне 1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Профилактика курсĕ — сезонра пĕрре 10 кун. Вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, колитран, атеросклерозран сипленме пĕр уйăха яхăн ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.