Новости по теме

12 Раштав, 2019

ЧР Правительствин пуçлăхĕ строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ

Тĕп хулара паян социаллă темиçе объект строительстви пурнăçланать. Хăшĕ-пĕринчи ĕçсем çитес çула куçаççĕ, хăшĕсене вара кăçалах вĕçлемелле. Унти ĕçсемпе паян ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин паллашрĕ.

11 Раштав, 2019

Наци проектне еплерех пурнăçланине тишкерчĕç

Паян республикăн Патшалăх Канашĕнче «Экологи» наци проектне Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçлас ĕç çинчен» ыйтупа канашлу ирттерчĕç.

Унта çут çанталăк ресурсĕсене сыхлас тата хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлекен «Раççейĕн экологи обществи» организаци председателĕ, «Экологи» наци проекчĕн обществăри ĕçлĕ канашĕн председателĕн çумĕ Рашид Исмаилов хутшăнчĕ, çав проекта çĕршывра еплерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ, ăна ĕçе кĕртессипе Чăваш Ен умне мĕнлерех ыйтусем тухса тăнипе кăсăкланчĕ.

10 Раштав, 2019

"Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурс вĕçленчĕ

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурса пĕтĕмлетрĕ. Аса илтерер, ăна эпир кăçал Раççейре иртекен Театр çулталăкне халалланăччĕ.

10 Раштав, 2019

Çĕнĕ çула хатĕрленнĕ май ларăва пухăнчĕç

Çĕнĕ çула халлаласа йĕркелекен уяв мероприятийĕсене халăх яланах йышлă хутшăнать. Çав объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче.

10 Раштав, 2019

Айгуль Сиренеева — çулталăк студенчĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки «Çулталăк студенчĕ — 2019» ята тивĕçнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-тĕпчев конкурсне Раççейĕн 2035 çулчченхи ăслăлăх технологи аталанăвĕн патшалăх стратегине пурнăçланă май йĕркеленĕ.

10 Раштав, 2019

Хĕл Мучи килет

Раштавăн 14-мĕшĕнче Аслă Устюгран Шупашкара Хĕл Мучи килет.

Çĕршыври чи аслă Хĕл Мучине А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кунта пысăк уяв пулĕ. Çав шутрах — Çĕнĕ çул уявĕн тумĕсен конкурсĕ те. Тупăшу «Çĕнĕ çул çемйи», «Чи пĕчĕк Хĕл Мучи», «Чи çамрăк Юр пике», «Мистер Юр кĕлетке», «Юмахра хăнара» номинацисенче иртĕ. Конкурса кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх — çĕнтерÿçĕсене çав кунах чыслаççĕ.

9 Раштав, 2019

Сивĕ садик, çулсăр микрорайон…

Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи садикре сивĕ — ачасем шăнаççĕ. Унта блок-модуль котельнăйне хута яма палăртнă, анчах ĕçе вĕçне çитермен-ха. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сăмах хускалчĕ.

Pages