Çул çăмăлттайлăха каçармасть

9 Раштав, 2019

Елчĕк районĕнче шăматкун каçхине хăрушă авари пулнă. Виçĕ çамрăк пурнăçĕ татăлнă. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессин ыйтăвĕнчен пуçланни пĕртте кĕтменлĕх пулмарĕ.

Транспорт министрĕ Александр Николаев палăртнă тăрăх, кăрлач-чÿк уйăхĕсенче пулнă 1,1 пин ытла аварире 117 çын вилнĕ — пĕлтĕрхинчен 18% сахалрах. Çак кăтартусем аванланнин сăлтавĕсен шутĕнче министр кăçал çулсене юсас, вĕсен уйрăм сыпăкĕсене çĕрле çутатса тăмалла тăвас енĕпе чылай ĕç пурнăçланине асăнчĕ. Фото-, видеофиксаци приборĕсен шутне пысăклатса пынин витĕмĕ те курăмлă. 

Çав вăхăтрах Александр Михайлович çитменлĕхсене те пытармарĕ. Чи малтанах водительсен культурине ÿстерес енĕпе çителĕксĕр ĕçлени палăрать. Аварисенче суранланнă çынсене çăлмашкăн васкавлă медпулăшу машини вырăна пырса çитмелли вăхăта та чакармалла. 

Унăн сăмахне ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов малалла тăсрĕ. Такси евĕр «Блаблакар» юхăмне ниепле те пÿлсе пĕтереймеççĕ. Пассажирсене лицензисĕрех илсе çÿрекенсене явап тыттарни те пулăшмасть.

Кашни виççĕмĕш вилĕмшĕн ÿсĕр водительсем айăплă — кунашкалли хальччен пулман. Талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çуран çÿрекенсем машина айне пулса вилнĕ тĕслĕх нумай. Çавăнпа автоинспекци çынсем юраман вырăнсенче çул урлă каçасран сыхланмашкăн çулăн хире-çирĕç енĕсене карта тытса уйăрмалли 41 вырăна палăртнă. Çавăн пекех çулсем çинче 91 вырăнта искусствăлла «тумхахсем» йĕркелемелле — çакă транспорт хăвăртлăхне чакарĕ. 

Владимир Геннадьевич Елчĕк районĕнчи инкек çинчен те тĕплĕн каласа пачĕ. Авари шăматкун каçхине 18 сехет те 40 минутра «Калинино-Патăрьел—Елчĕк çулăн 126-мĕш километрĕнче пулнă. «Киа-Рио» автомобилĕн 22 çулти водителĕ тивĕçлĕ дистанцие уяманнине кура çула май пыракан МТЗ тракторăн вăрман тиенĕ прицепĕ çине пырса кĕнĕ. Водитель хăй, унăн пассажирĕсем — 14 тата 16 çулсенчи хĕрачасем, 8 тата 10 классенче вĕренекенскерсем /виççĕшĕ те — пĕр ялтан/, çавăнтах вилнĕ. Пĕри те хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман. Çапла вара кăçал республикăри çулсем çинче вилнисен шучĕ 120-е çитрĕ…

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

 

Комментари хушас