Самант

«Самант» хăни - Марина Ишмуратова. Вăл Елчĕк районĕнчи Елчĕкре çуралса ÿснĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ «Сбербанк России» тытăмĕнче ĕçлет.

Паянхи кун ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхи çуха­лас пирки калаçнине час-часах илтме пулать. Паллах, вĕсем çак проблемăна пÿрнерен «ĕмсе» кăларма пултарай­ман: чăваш чĕлхипе паянхи кун мĕнле шайра усă курнине пĕлсе, халăхăн чи пысăк пуянлăхне çамрăк ăру кирлĕ пек упраманнине палăртса çапла синкерлĕ пĕтĕмлетÿ тунă.

Чăваш халăхĕн илемлĕх куравĕ - йăлана кĕнĕ уяв. Пĕлтĕр вăл ноябрĕн 28-мĕшĕнче Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ. Саккăрмĕш хут йĕркелерĕç ăна. «Чăваш пики - 2014» титула Етĕрне районĕн хĕрĕ Людмила Муравьева тивĕçрĕ.

Ку кăларăмри «Самант» хăни - чăваш халăхĕ юратакан юрăçă: Фарида. Çак ят чăвашла «Ĕнчĕ-мерчен» (Жемчужина), «Бриллиант» тесе куçарăнать. «Чи хакли», «Ытарайми», «Чипертен чиперри» тесе те калама пулать ăна. Ашшĕ-амăшĕ хĕр пĕрчине çак ята парса пĕрре те йăнăшман: чăнах та, Фарида - ĕнчĕ-мерчен пике.

Pages

Subscribe to Самант