Çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ кĕр кĕрлерĕ

19 Ака, 2019

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ кĕр кĕрлерĕ. Республикăри кăна мар, унăн тулашĕнчи шкул ачисемпе вĕрентекенсем, сумлă хăнасемпе чăваш чĕлхине юратакансем, пирĕн-хаçат журнала сăвă-заметка шăрçалакансем пуçтарăнчĕç пысăк мероприятие.

Тĕрлĕ шкулти ачасем пĕр-пĕринпе паллашса туслашрĕç. Чи хакли — вĕсем ăсталăх класĕсенче çĕнни нумай пĕлчĕç. Акă, «Хыпар ИÇ тĕп редакторĕн çумĕн, ЧР çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕн Дмитрий Моисеевăн ĕç пÿлĕмне çамрăк чылай пуçтарăнчĕ. «Ача-пăча кăларăмĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси» ăсталăх класне Дмитрий Андреевичпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов ирттерчĕç.

Журналиста вĕренме кĕмешкĕн университетра епле çăмăллăхсем пуррипе паллаштарчĕ Анатолий Порфирьевич.

— Пурнăçа журналистикăпа çыхăнтармасан та ăна вĕренни пĕтĕм çĕрте кирлĕ. Çынпа калаçма пĕлни, пултарулăха аталантарни пурнăçра ялан пулăшса пырать, — терĕ вăл.

Дмитрий Андреевич заметка çырма мĕнле тытăнмаллине, темăна епле суйламаллине ăнлантарчĕ.

— Материал хатĕрленĕ чухне вулакана пĕрремĕш предложенипех кăсăклантармалла. Унсăрăн вăл иккĕмĕшне вуламĕ те. Пĕр-пĕр çынран интервью илнĕ чухне хăрамасăр, вăтанмасăр ыйту пама хăнăхмалла. Мĕншĕн тесен çав статьяна пин-пин вулакан валли хатĕрлетĕн, — статья çырас тата ытти чылай вăрттăнлăхпа паллаштарчĕ вăл.

Ачасен кăсăклă ыйтăвĕсене те хуравларĕç журналистикăна пысăк тÿпе хывнă экспертсем.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас