Тетте

Юлташсен аслă хĕрĕ 4 çул тултарчĕ. Юратнă тĕпренчĕкĕн çуралнă кунне паллă тумашкăн пире те чĕнчĕç. Мĕн парнелемелле ăна? Çи-пуç илсе парас — уншăн питех савăнмĕ вăл. Паллах, теттепе ачан кăмăлне тупма пулать. Анчах хăшне суйламалла? Çак ыйту, ахăртнех, пур ашшĕ-амăшне те кăсăклантарать.

Тулта çав тери ырă, сывлăш уçă. Хĕвел хĕртсе пăхать. Пахчасенче те, урамсенче те юр юлман. Тарăн варта та çук. Çĕр йăлтах типнĕпе пĕрех. Хура тăпра симĕс кĕççепе хупланма, йывăçсем çулçă кăларма васкаççĕ.

Хĕл Мучи хăйĕн юратнă мăнукĕпе Юр Пикепе таçта инçет çурçĕрте, хĕвел ăшши те хавшакрах вырăнта пурăнаççĕ. Çуртне пăр катăкĕсенчен купаланă, тăррине çиелтен кăпăшка юрпа витнĕ. Ăш-чикки вара юмахри асамлă кермен пек илемлĕ те йăлтăр-ялтăр.

Subscribe to Тетте