«Хыпар» издательство çурчĕн слечĕ: интернетра палăрма та вĕренчĕç
Акă «Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленĕ Çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ савăнăçлăн кĕрлесе иртрĕ. Пичет çурчĕ çак кун ача-пăчан хаваслă сассипе тулчĕ. Мĕншĕн савăнас мар-ха? Ку уява ачасем çав тери кĕтнĕ-çке. Чылайăшĕ слета лекес тесех хаçата тĕрлĕрен материал тăрăшса çырнă пуль-ха.
Çак кун эпир хаçатăн пĕлтĕрхи чи хастар авторĕсене — лауреатсене, «Сăвăпа чĕрем юрлать», «Тăван ял илемĕ», «Ял историне пĕлетĕр-и?», «Эпĕ — паллă вырăнта», «Çветтуй Валентин кунĕпе» конкурссен çĕнтерӳçисене чысларăмăр.
Ачасем ăсталăх класĕсенче нумай çĕннине пĕлчĕç. Акă сăмахран, интернетра страница ертсе пырассипе кăсăкланакансем Богатырьтен /Александр Яшков/ блогер ĕçне тата Лариса Петровăран Интернетра хаçат-журнал ушкăнне ертсе пыма вĕренчĕç.
— Блогер пулма йывăр-и? — ыйтрĕç ачасем.
— Çак ĕçе юратсан пĕрре те йывăр мар. Чи кирли, вăл чун ыйтни пултăр, — терĕ Богатырь.
Паллă блогер пулас тесен мĕн тумалли те интереслентерчĕ чылайăшне. Ку тĕлĕшрен вара Александр Яшков кирлĕ çыхăнусем йĕркелеме сĕнчĕ. Тата, паллах, паллă блогерсемпе хутшăнни те, вĕсемпе пĕрлехи ĕçсем ирттерни те усăллă.
— Çемьере çак ĕçпе аппаланакан тата пур-и? — нумай пĕлме тăрăшрĕç ачасем. Богатыре ку енчен пулăшакансем чылай иккен: ашшĕ те, амăшĕ те, тăванĕсем те, кӳрши-арши те.
Кăçалтанпа Александр тĕрлĕрен çĕршыва çул çӳреме тытăннă. Инçе-инçе хуласенче, ют халăх хушшинче те вăл чăваш халăхĕн ятне сарас тĕллевпе ĕçлени ачасене çеç мар, вĕсен вĕрентекенĕсене те тĕлĕнтерчĕ, çунатлантарчĕ. Вĕсем те блогер пулса чăвашлăхшăн тăрăшма тĕллев лартрĕç.
— Урамра курсан палласа илеççĕ-и сире? — кăсăкланчĕ пĕри.
— Чăнах та, паллаççĕ, — пытармарĕ Александр. Нумаях пулмасть вăл Ригăра пулнă, çакăн çинчен Инстаграмра хыпарласах тăнă. Ăнсăртран ун патне пĕр хĕр: «Эпĕ сана лавккара куртăм», — тесе çырса янă. Сашăна ку тĕлĕнтернĕ паллах. «Ман патах çырнă-ши?» — шухăшланă хăй. Çав хĕр вара Чăваш Енренех иккен, Комсомольски районĕнчен. Мĕн тери кăмăллă-çке Ригăра та ентешсене тĕл пулни.
Çавăн пекех ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕ Лариса Петрова ачасене «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăн çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри хăй те ушкăн тытса пырать иккен, унта шкул хыпарĕсене пĕлтерет. Çавăн пек маттурсенчен пĕри — Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Аня Матросова. Вăл шкул ушкăнĕ валли тĕрлĕрен хыпар пухать, çавна май «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра та кирлине чылай тупать.
Ку ăсталăх класĕ ачасене килĕшнине шанатпăр. Ытти ăсталăх класĕнче те пултарулăхне туптакан сахал мар пулчĕ.
Лариса ПЕТРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.