Комментари хушас

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурса пĕтĕмлетрĕ. Аса илтерер, ăна эпир кăçал Раççейре иртекен Театр çулталăкне халалланăччĕ.

Редакцие килсе çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене хаклас яваплă ĕçе Валерий Карпов (К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) пурнăçларĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе "Тантăш" хаçатăн çитес кăларăмĕнче, çавăн пекех "Хыпар" Издательство çурчĕн сайтĕнче хаçат тухнă хыççăн паллаштарăпăр.

www.hypar.ru

Исключить из Яндекс-Новостей: