Кунсеренех вăл чăваш халăхне ырă ир сунать, хаваслă кăмăл парнелет. Кăнтăрла каллех ăшă саламсем вуласа, илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарса радио итлекенсен чун-чĕрине ăшăтать. Çынсен пурнăçне çутă кĕртмех çуралнă тейĕн вăл çĕр çине.
Çулталăк каялла «Юрлакан чĕресем» ушкăнăн продюсерĕ тата ертÿçи Владимир Рыбкинпа тĕл пулнăччĕ эпир («Самант», 2013, чÿк, 11№). Пултарулăх-ăсталăхне районсенче тĕрĕсленĕ-туптанă хыççăн çĕнĕ ушкăн 900 ытла çын пуçтарăннă Филармони залĕнче 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче олимп старчĕ илнĕччĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменре темиçе çул каялла пăрлăх тапхăрĕ пуçланнăччĕ, ял пурнăçĕ хытсах ларнăччĕ, культура вучахĕ пăрпа витĕннĕччĕ. Мăн Этменри клубăн – культура тата библиотека пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çурчĕн ертÿçисем улшăнсах тăратчĕç.
Кăçал çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче "Вăхăта парăнман юрату" кĕнеке кун çути курчĕ. Авторĕ – Геннадий Максимов. Паллă публицист тата телешоуçă тăван литературăра та авторитетлă сăмахне каларĕ: "Сталин грамоти", "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Танец в ночи" кĕнекесене вулакансем ăшшăн йышăнчĕç.