Комментари хушас

29 Авăн, 2014

"Юрлакан чĕресем": Кашни концерт - яваплă экзамен

Çулталăк каялла «Юрлакан чĕресем» ушкăнăн продюсерĕ тата ертÿçи Владимир Рыбкинпа тĕл пулнăччĕ эпир («Самант», 2013, чÿк, 11№). Пултарулăх-ăсталăхне районсенче тĕрĕсленĕ-туптанă хыççăн çĕнĕ ушкăн 900 ытла çын пуçтарăннă Филармони залĕнче 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче олимп старчĕ илнĕччĕ.

Çакăн хыççăн Чăваш Рес­публикинче кашни ял çĕнĕ ушкăна кĕтсе укăлча хапхине уçса хучĕ. Çумăр-тăман витĕр те гастроле тухма хăрамарĕç, ÿркенмерĕç çамрăк артистсем - продюсертан тĕслĕх илчĕç. Çуркунне, ака уйăхĕнче, «Юрлакан чĕресем» Шупашкарти Яков Ухсайĕ ячĕллĕ керменте пултарулăх «отчечĕпе» халăх умне тухрĕç, чаплă концерт кăтартĕç - çынсене тĕлĕнтерчĕç те хавхалантарчĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă юрă-кĕвĕ каçĕ çынсен чĕринче ырă туйăм хăварчĕ.

Çулталăкĕпех çывăх гастрольсене тухса çÿрерĕç çамрăк артистсем: Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Çĕрпÿ, Муркаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи çынсем «Юрлакан чĕресен» фаначĕсем пулса тăчĕç. Артистсене курмасан-илтмесен пурнăçра тем çитмен пекех туйăнать халĕ вĕсене (юрать радиопа итлеме пулать «чĕресен» сассисене). Çамрăк талантсем 50 ытла концертпа халăх умне тухрĕç, раштав уйăхĕнче Пенза облаçне те кайса килчĕç.

Çулла, утă уйăхĕнче, Пенза тăрăхĕнчен каллех чĕнев çитрĕ: тунсăхланă, курасшăн, итлесшĕн «Юрлакан чĕресене» унти тăван халăх. Облаçра пурĕ 10 чăваш ялĕ. Тăватă кунра 7 яла çитсе 7 концерт кăтартрĕç чăвашлăх пилигримĕсем. «Манса ан кайăр, килсех тăрăр! Ытти артистсем те пирĕн пата çул хывччăр», - тесех ăсатса ячĕç Пенза чăвашĕсем пирĕн артистсене.

Кăларăмри «Самант» хăни - Владимир Рыбкин. Тăван халăх культурипе кăсăкланакансем ăна Вăрăм Палюк ятпа та пĕлеççĕ. Унăн пултарулăх çÿпçинче 700 ытла юрă, 35 сăвă кĕнеки. Пĕлтĕр вăл «Юрлакан чĕресем» ушкăн йĕркелерĕ, хăй малкай продюсер пулнине çирĕплетсе пачĕ. «Юрлакан чĕресем» чăваш эстрада тĕнчинче тарăн тымар ячĕç.

- Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç çулталăк хушшинче? - тĕпчеме пуçларăмăр эпир хăнана çитнĕ Владимир Рыбкин продюсертан.

- Йыш улшăнчĕ, пысăкланчĕ. Владимир Тимофеев солист вĕренсе пĕтерчĕ те яла пурăнма кайрĕ, Рина Светопольскаяна хор искусстви ытларах илĕртрĕ. Çап-çамрăк «ватă гварди» - пăрлă шыва сикме те, вутта кĕме те хатĕр Катя Семенов, Света Иванов, Вика Павлов Владимир Рыбкин сăввисемпе çырнă юрăсене ывăнмасăр шă­рантараççĕ. Ушкăна çĕнĕ çынсем те йышăнтăм, вĕсем:

- Галина Алексеева (ЧПУ, искусствăсен факультечĕ),

- Артем Семенов (часах Чăваш Енре унăн сассине палламан çын та юлмасть),

- Лариса Степанова (Музыка училищи),

- Людмила Капитонова (Коопераци техникумĕ. Люда пирки хăй вăхăтĕнче «Самант» та çырнăччĕ).

Тата икĕ музыкант халĕ пирĕн ушкăнра: тĕрлĕ конкурс лауреачĕ Иван Советников (Культура институчĕ) тата Алексей Сергеев (Музыка училищи). Пире синтезаторпа калакан та кирлĕ. Чăваш тĕнчи пушă мар - тупăнать.

- Синтезаторпа калакан çамрăк талант хăйне Владимир Рыбкин шыранине «Самантра» вуласа пĕлет те акă - чупса та пырать. Çапла вара, «Юрлакан чĕресен» терменĕ ÿссех пырать - хĕртнĕ хурçă пек çирĕп факт ку!

- Халĕ эпир вокалпа инструментсен ансамблĕ. Ун пекки - уйрăм продюсер тытса тăракан ансамбль - Чăваш Енре тек çук. Патшалăх ансамблĕ пур - «Çеçпĕл». Ыттисем пурте - эстрада ушкăнĕсем çеç, ВИАсем мар.

- «Юрлакан чĕресемпе» ĕçлеме çăмăл-и? Аслă ăрăвăн: «Хальхи çамрăксенчен пархатар çук», - текен нихăçан кивелмен гимне аван пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах талантлă çынсем кăшт юнтарса илме хирĕç маррине те асра тытатпăр.

- Ансамбль артисчĕсенчен чи асли те 22 çулта çеç. Продюсерăн çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупмалла, унсăрăн нимĕн те тăваймастăн. Пултарулăх ушкăнĕ пĕр çемье пек чăмăртансан вара - эпир хăпарайман сăрт-ту çук çут тĕнчере. Тÿрех калам: «Юрлакан чĕресем» - пысăк çемье. Ансамбльти психологи сывлăшĕ сиплĕ те илĕртÿллĕ. Пултарулăха аталантаракан факторсенчен пĕри - çемьелĕх туйăмĕ, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни, мал тĕллевлĕн ăнтăлни. Нумай пулмасть кăна пĕр-пĕрне палламан çамрăксем хĕрÿллĕ ушкăна чăмăртанни асамлă юмах пекех туйăнать. Репетици-концертсенче çеç мар, интернет тетелĕ­н­­­­­­че те яланах пĕрле вĕсем. Маншăн тăван ачасем вырăннех «Юрлакан чĕресем». Çамрăксемпе ĕçлеме хаваслă та кăмăллă: хăв та чунпа çамрăкланатăн.

- Курăнать çав: çулталăк каялла кăшт туллирех продюсер ларатчĕ редакцире. Халĕ вара пĕвпе яштакланнă, сăнпа якалнă.

- Ун чухне 107 килограмм таяттăмччĕ. Халĕ - 90! Продюсер ĕçĕ çакă ĕнтĕ. Вĕçĕмсĕр чупса çÿремелле, ăçта кăна çитместĕн. Апат çиме те вăхăт çук. Пиçиххинче çĕнĕ шăтăк шăтарса ĕлкĕрейместĕп. Спортсменсен тренерĕсем мăнтăрланма пултараççĕ те пулĕ, чаплă продюсер вара нихăçан та самăрăланаймасть.

- Астăвасса, тен, хам та юрлама тытăнăп тесе хавхаланса каласа панăччĕ тахçан. Владимир Рыбкин шăпчăкпа тавлашнине халĕччен никам та илтмен-ха темшĕн.

- Юрласси пирки калаçмастăп та. Сцена çинче хамăн амплуана тупрăм темелле. Кам тĕшмĕртнĕ Владимир Рыбкин пултаруллă конферансье пулать тесе? Концертсене хамах ертсе пыратăп, куракансене те килĕшет. Малтанхи пайĕнче кулăш-тамăш каласа паратăп, концертăн иккĕмĕш уйрăмĕнче хамăн сăвăсене вулатăп. Юрату лирикине хĕрарăмсем уйрăмах тимлесе итлеççĕ. Хăшĕсем куçне чарсах тăнлаççĕ, ахăртнех, ассоциативлă темăсем: пулни-иртни аса килет, паянхи вут-кăвар хыпса илет. Кăмăлĕсене çичĕ пĕлĕте хăпартса янăшăн концерт хыççăн пире тав тума пыракансем сăвăсен çеç мар, юрăсен те сăмахĕсем хитре пулнине палăртаççĕ.

- Тухатуллă сăмах пур: репертуар!

- Ансамбль эпĕ çырнă юрăсене юрлать. Активлă репертуарта 30 ытла юрă. Юрă-кĕвĕ çÿпçи çĕнелсех пырать. Кĕвĕсене ытларах Сергей Марков композитор-аранжировщик çырать. Пирĕнпе алла-аллăн ĕçлекен композиторсем - Виктор Дмитриев, Анатолий Печников, Константин Рязанов, Юрий Кудаков. Ансамбльти Лариса Степановăн та юрă-çемĕ енчен турă пани пур: икĕ юрă кĕвĕлерĕ вăл. Çитес вăхăтра хĕр-упраç чăваш эстрада тĕнчинче паллă композитор пулса тăрасси пирки иккĕленместĕп. Талантсене аталантарма та, аталанма та условисем пур пирĕн.

- Пĕлнĕ тăрăх - вырăсла юрлассипе те ăсталăха ÿстеретĕр.

- Вырăсла та шăрантарма тытăнчĕç «Юрлакан чĕресем». Хальлĕхе 5 юрă. Тексчĕсен авторĕ - Владимир Рыбкин. Репертуарта вырăсла юрăсем пулассине ушкăн йĕркеленсенех каланă. Ăсталăха ÿстерес ĕç тем тĕрлĕ те темĕн енлĕ. Урăх чĕлхепе юрă шăрантарни пултарулăх хăватне хăпартать. Тепĕр япала та пур. Билетсем сутнă чух: «Вырăсла юрлатăр-и? - тесе тăтăшах ыйтаççĕ. - Эпир те пырса кураттăмăр», - теççĕ. Эпĕ вĕт чăваш поэчĕ кăна мар - продюсер, ансамбль ертÿçи, куракан-итлекен кăмăлне пĕлмелле, шута илмелле.

- Продюсершăн вак-тĕвек ăпăр-тапăр çук апла? Пĕтĕм ĕç стратегиллĕ?

- Кашни ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чылай чух унăн пĕлтерĕшĕ кайран кăна курăнать, малтан вара ниме те пĕлтермест пек. Улталанма юрамасть продюсерăн. «Юрлакан чĕресем» йĕркелесе ярсан хăшĕсем: «Владимир Рыбкин группа-однодневка туса хучĕ», - тесе те каларĕç. Пурнатпăр-ха: шав малалла утатпăр. Халăх та пире пĕлсех пырать. Тĕслĕхрен, концерт курма ялта 50 яхăн çын пухăннă тейĕпĕр. Хĕпĕртемелле кăна уншăн: паянхи куншăн – клуб тулли халăх ку. Концерт хыççăн вара çынсем: «Сире курма хăвăра пĕлмесĕрех килтĕмĕр. Çавăн пек лайăх артистсем çитнине пĕлнĕ пулсан ыттисене те пуçтарса килеттĕмĕр: 50 çын мар, 150 куракан пухăнаттăмăр», - теççĕ. Савăнатпăр çакна илтсен, пирĕн ăсталăха, пултарулăха пысăка хурса хаклаççĕ. Чăваш тĕнчине, тăван халăха эпир те кирлĕ!

- «Юрлакан чĕресен» çĕн евĕрлĕхсем пур-и?

- Малтан эпир хуллен, майпен ритмлă юрăсем сцена çине ытларах кăларнă. Пуç пулса тăракан тематика - чăвашлăх, тăванлăх, атте-анне, тăван ял ярăмĕсем. Чун валли юрланă чух хăвăрт, асар-писер ритм кирлĕ мар. Халĕ тактика улшăнчĕ: çĕнĕ сезонра хăвăрт кĕвĕллĕ юрăсене ытларах кăларатпăр. Концерт пынă вăхăтра залрах ташлас текенсем нумай: куракансен кăмăлĕ вара пирĕншĕн - саккун. Хăвăрт ритм универсаллă - пурин кăмăлне те каять.

- Пĕлтĕрхи калаçăва аса илсен - палăртса хунисене пурне те пурнăçланă эсир. Пĕр пункт çеç - ансамбль йышĕнче ташлакансем те пулĕç тени ыйтуллăччĕ. Халĕ пурте ăнланмалла. Репертуарта ташă ритмлĕ кĕвĕсем юрла-юрла пурăнма тытăнсан - ташлакансем те пулаççĕ.

Кĕр мăнтăрĕпе артистсем çĕнĕ сезон уçаççĕ. Сирĕн ансамбль кĕркуннене мĕнлерех кĕтсе илет?

- Гастрольсемпе. Кĕркунне-хĕлле районсене сукмак хыватпăр. Пире республикăра çеç мар, чăвашсем пурăнакан тăрăхсенчен те чĕнеççĕ. Диаспора анлăшне килес çулхи утă-çурла уйăхĕсенче тухса çÿрĕпĕр: ансамбльте студентсем пур - вĕсене вĕренÿрен уйăрас мар. Юпа уйăхĕнче планланă икĕ концерт пирки вара тĕплĕнрех каласа парас. Юпан 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи культура керменĕнче пысăк концерт лартатпăр. Каçалсем пире Валентина Михайлова юрăçăна та пĕрле илсе килме хушрĕç. Районти культура керменĕн залĕ 300 çынна йышăнать. Çĕнĕ репертуар, çĕнĕ йыш, пултарулăхăн çĕнĕ вут-хĕмĕ тĕрĕсленĕ Каçалта-Комсомольскинче. Тĕрĕссипе, пирĕншĕн кашни концерт - яваплă экзамен. Çавăн пек пулнă, халĕ те çапла, çавăн пекех пулĕ те. «Юрлакан чĕресем» - яваплă чĕресем.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче вара пурне те Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменне чĕнетпĕр. Программа вĕресе хăпарасла анлă - чăн-чăн уяв каçĕ! Концерта ЮТВ телеканалпа пĕрле лартатпăр. Уяв каçне ертсе пыраканĕ­­сем - Чăваш халăх артистки Людмила Семенова тата Евгений Григорьев шоумен. Иван Христофоров, Константин Ефремов, Светлана Яковлева, Ольга Прокопьева, Алексей Шадриков тата ытти паллă юрăç концерта хутшăнма кăмăл турĕ. Урăхла каласан, «Кĕр сăри» текен тăван халăхăн мешехине хула культурин анине кăларатпăр.

- Çамрăк талантсем алăкран шаккасах тăраççĕ-и?

- Пирĕн ансамбле килес текен нумай. «Артиста мар, вĕренекен пеккине те пулин илĕр-ха», - тесе калакансем те пур. Çын кирлĕ пулсан вăл ятарлă пĕлÿ илнине е ăçта вĕреннине пăхатăп. Юрă-кĕвĕ тĕлĕшпе вĕреннĕ çынпа ĕçлеме çăмăлтарах.

- «Юрлакан чĕресен» дискĕ­­сене те сутлăхра курнăччĕ. Миçе альбом сирĕн?

- Çулталăк каялла пĕр диск кăначчĕ-ха. Унтанпа 10 альбом кăлартăмăр.

- «Самант» тусĕсене хăвăрăн пысăк вăрттăнлăха уçса пама вăхăт. «Юрлакан чĕресен» пул­тарулăх тата пурнăç девизĕ мĕнле?

- Юрласан чун-чĕре - тунсăх пусмĕ сире!

В. СТЕПАНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.