Анастасия КАРТМАСОВА: " Эпир хамăр ěçпе çынсен чун-чěрисемшěн яваплă"

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменре темиçе çул каялла пăрлăх тапхăрĕ пуçланнăччĕ, ял пурнăçĕ хытсах ларнăччĕ, культура вучахĕ пăрпа витĕн­­нĕччĕ. Мăн Этменри клубăн – культура тата библиотека пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çурчĕн ертÿçисем улшăнсах тăратчĕç. «Тăван халăхăн – пуян культура», – текен шухăш кулăш шайнех анса ларнăччĕ. Чăвашăн 100 000 юрă, 100 000 тĕрĕ тесе калани мĕне пĕлтернине ăнлантарса пама та аптăратчĕç çамрăксем, йăнăшпа нульсем çырса хунă пуль тесе шухăшлатчĕç: 1 юрă тата 1 тĕрĕ тени уçăмлăрахчĕ вĕсемшĕн.

2010 çулта çĕр-шыв çунтаракан шăрăхпа аптрарĕ пулсан, Мăн Этменре вара пăрланса ларнă культурăн пĕр юр пĕрчийĕ те ирĕлмерĕ. Халăх клуб мĕнне те манса кайнăччĕ. Шăналăк пысăкăш карта карма çакнашкал кермен лартса панăшăн чĕререн тав туса эрешменсем çеç кунĕн-çĕрĕн пуç çапса кĕл тăватчĕç ял-йыша.

Район пуçлăхĕсем килсен хуть те хăçан хупăнса ларакан клуб та самантлăха уçăлать, ялан питĕрĕнчĕк тăнăран хытса ларнă çăра та çан-çурăмне хускатса çемçетсе илет тесе шухăшлатпăр эпир. Пур çĕрте те апла мар иккен. Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕн балетмейстерĕ Н. Храмова Мăн Этмен клубне темиçе те килсе кайнă, анчах директор ăна хирĕç тухса кĕтсе илме мар, çут тĕнчере хăй чĕрĕ-сывах пулнине те палăртман.

2012 çулта пăрлăх тапхăрĕ аранах вĕçленчĕ, ял пурнăçне-культурине тинех чун кĕчĕ. Мăн Этменри культура тата библиотека пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çурта чĕрĕ сывлăш вĕртсе кĕртекенĕ юмахри пăхаттир мар, нимĕнле йывăрлăхран хăраман, нимĕнле ĕçрен ÿркенмен хастар пике – Анастасия Картмасова пулчĕ. Вăл ĕçшĕн чунпа çунса тăнине çынсем тÿрех асăрхарĕç, клубалла туртăнчĕç. Шăплăх тĕнчин лаççи пек ларнă культура çурчĕ аранах хаваслă кĕвĕ-юрăпа тулчĕ.

Анастасия Владимировна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче çуралнă, Хĕрлĕ Чутайри гимназире вĕреннĕ. Паян вăл – «Самант» журналăн хăни.

– Аса илер-ха Мăн Этмен клубне пĕрремĕш кун ĕçе тухнине.

– 2012 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче. Питĕ сивĕччĕ вăл кун. Клуба кĕтĕм те – чĕре çурăлса каятчĕ: пуш-пушă, нимĕн те çук. Чÿрече янаххи çинче витре ларать. Пырса пăхрăм та – çур витре шыв пулнă иккен, витĕр шăнса ларнă.

– Пăрлăх тапхăрĕ – мĕн каласси!

– Раштавăн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайра «Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем» фестиваль иртрĕ, Мăн Этменрен никам та хутшăнмарĕ çав ăмăртăва. Районти культура ĕçне ертсе пыракан Александр Самсонов – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – клуб ертÿçисем умĕнче: «Культура вучахне епле чĕртсе ярасшăн?» – тесе ыйтрĕ канашлура. «Ялти шкулпа тачă çыхăну тытма пуçламалла, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене клуб ĕçне явăçтармалла. Клуба тупрапа пуянлатмалла, музыка инструменчĕсене çĕнетмелле, хальхи техника хатĕрĕсем илмелле, унсăрăн малалла каяймастпăр», – хуравларăм эпĕ. «Тĕрĕсех калатăн. Пуçна ăçта пырса чикнине вара ăнланмастăн та пулмалла», – терĕ Александр Николаевич мана шеллесе.

– «Самант» тусĕсене хăратса пăхăр-ха – шывра та путман, вутра та çунман! Культура вучахĕ патне мĕнле çулпа утрăн? Ачаранах илĕртнĕ-и сана юрă-ташă тĕнчи?

– Тÿрĕ çулпа пыман темелле. Гимназирен вĕренсе тухсан Шупашкарти техникума вĕренме кĕтĕм, эколог дипломне илтĕм. Чун-чĕре культура анлăшне кăмăлланине техникум хыççăн тин ăнлантăм. Атте-анне купăс калама пĕлнине те аса илтĕм. Вара Шупашкарти Культура институтне вĕренме кĕтĕм, «патшалăхăн муниципаллă ертĕвĕнчи (управленийĕнчи) социаллă культура ĕçĕ-хĕлĕн менеджерĕ» специальноçа алла илтĕм.

– Маттур. «Самант» тусĕсен саккунĕпе килĕшÿл­­лĕн – вĕренме ÿркенмен çын ĕçлеме те ÿркенмест. Хăвăн тăрăшулăхупа çак саккуна тĕслĕхлетĕн.

– Ку сăмахсем хыççăн малалла калама та хăратăп ĕнтĕ.

– Мĕншĕн?

– Культура институчĕ хыççăн эпĕ тепĕр аслă шкултан вĕренсе тухрăм.

– «Вĕренме ÿркенмен – ĕçлеме те ÿркенмен», – тени апла саккун мар, чăн-чăн аксиома! Мăн Этмен клубĕ­н­­че ĕçлеме çăмăл маррине чухланă-ха, çапах çак чыса тивĕçме икĕ аслă шкул пĕтермеллине тĕлленмен те! Тата мĕнле диплом кирлĕ клуба ертсе пыма?

– Хусанти Экономика, управлени тата право институтĕнче вĕренмелле, патшалăхăн муниципаллă ертĕвĕн менеджерĕн дипломне алла илмелле.

– Санăн мар, манăн калаçма хăрамалла та вăтанмалла кунта. Хĕрлĕ Чутай хĕрĕсем яланах хастар та паттăр пулнине пĕлни çеç тытăнчăклăн калаçтармасть. Ĕçлеме тытăнсан çулталăк çурă хушшинчех грантсем те илнĕ хыпар та хăлхана кĕчĕ.

– Пĕлтĕр икĕ гранта тивĕçрĕмĕр. Клуба тĕрлĕ оборудованипе пуянлатма Чăваш Республикин культура министерствин 500 тенкĕлĕх тата районти чи лайăх муниципаллă учреждени ятне çĕнсе илнĕшĕн 100 пин тенкĕлĕх грантсем илтĕмĕр.

– Çамрăксем кăна мар, çулланнă çынсем те клуба çÿрени лайăх. Халăх умĕнче юрлама-ташлама вара ăсталăх, пултарулăх, кăмăл кирлĕ. Районти ăмăртусенче палăрнă-и сирĕн артистсем?

– Атя çак ыйтăва бухгалтер пек типпĕн те цифрăсен чĕлхипе хуравлатăп. Çитĕнÿсем пур. Пĕлтĕрхи мероприятисене илсен, районта ирттерекен «Ташша яра пар!» фестивальте 3-мĕш вырăн. «Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем» фестивальте 3-мĕш вырăн. «Илемлĕ ал ĕç пултарулăхĕн чи лайăх куравĕ» конкурсра 1-мĕш вырăн. «Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать» районти кăтарту отчетĕнче (смотр-отчетра) пирĕн пултарулăх ушкăнĕ 3-мĕш вырăн йышăнчĕç, чăваш халăх культурине упрас тата сарас номинацире Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Мăн Этмен артисчĕ­­сем «Хĕле ăсатни» уявра та 2-мĕш вырăна тухрĕç.

Кăçал «Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать» кăтарту отчетĕнче «Чи лайăх кулăш» номинацире пирĕн коллектив 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. А.Фатьянов сăввисене ăмăртмалла каланă конкурсра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ мала тухрĕ. «Ташша яра пар!» пултарулăх фестивалĕнче те 1-мĕш вырăн – пирĕн.

– Шел, Мăн Этмен Шупашкартан кăшт аяккарах, атту хам та сирĕн пултарулăх ушкăнне çырăнаттăм. Юрĕ, сирĕн ялта хăрушла талантлă артистсем пурăнаççĕ тейĕпĕр, вĕсемшĕн район ăмăртăвĕсенче çĕнтерÿллĕ вырăнсене тивĕçесси çĕр улми лартассинчен çĕр хут çăмăлтарах тесе йышăнăпăр. Пултарулăх çыннисене пĕлетпĕр эпир: чунĕсемпе питĕ ансат этемсем теейместĕн вĕсем пирки: «сложнăйрах» çынсем, калаçма пĕлмелле. Ан тив, пĕр чĕлхе тупнă пултăр артистсемпе, вĕсене ертсе пымалла вĕт-ха! Ку та питĕ кăткăс ĕç.

– Пирĕн артистсем – питĕ ырă кăмăллă çынсем, çавăнпа ертсе пыма çăмăл. Пултарулăх ушкăнне вăхăт ирттермелле çÿремеççĕ вĕсем, чунтан тăрăшаççĕ, çунса тăраççĕ. Клуб вĕсемшĕн иккĕмĕш тăван кил. Мĕнле те пулин ĕçпе ял хушшине тухсан та кĕрсе тухмасăр иртсе каймаççĕ. Вĕсене репетицире: «Çавăн пек тăватпăр!» – тесе кала кăна – ĕç кайрĕ те.

Клубра пĕрле ĕçлекенсем те пултаруллă çынсем, ĕçре хастар. Культура анинче нумай çул тăрăшаççĕ, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ĕçтешсем пурте маттур пулсан та иккĕшне уйрăмах палăртас килет. Геннадий Васильев пилĕк тĕрлĕ инструментпа калама пĕлет – оркестр-çын. Çав вăхăтрах тума пĕлмен ĕç çук унăн – ылтăн алă. Клуб кĕрлесе кăна тăрать унран: репетицире инструмент янăрать, ытти чух – мăлатук-пуртă сасси. Валентина Немешкина – пултарулăх ертÿçи. Пирĕн артистсене ташлаттаракан-юрлаттаракан, ăнăçу-çĕнтерÿ патне ертсе каякан. Харизма – теревет – питĕ вăйлă унăн: вăл кама мĕн калать – лешĕ савăнсах мĕн каланине пурнăçлать. Пултарулăх енĕпе – чăн-чăн талант. Чутай шăпчăкĕ тесех чĕнеççĕ ăна. Шел, хĕрĕсем Шупашкара чĕнеççĕ ăна. Унта вара халех «Уяв» ансамбле çураçса хунă.

Аслă шкулсенче пĕлÿ илни пулăшать мана. Шупашкарти аслă шкулăн хăйĕн йăли-йĕрки, хăйĕн стратегийĕ, Хусанти институтра вара урăхларах пурнăç, урăхларах сывлăш. Ăс пухни çеç мар, çут тĕнче çине тĕрлĕ енлĕн пăхма вĕрентеççĕ аслă шкулта. Кирлĕ пахалăх çакă.

– Клубра пултарулăх ушкăнĕ миçе?

– 10 коллектив. Кашни ушкăнра 10-12 çын.

– Мăн Этмен халăхĕ ватти-вĕтти клуба çÿрет апла?

– Ытти ялтан та, Хĕрлĕ Чутайран та килеççĕ пирĕн пата. Ача садĕнчи вĕт артистсем 4 çултах сцена çине тухаççĕ. Артистсенчен чи ватти вара – Валерий Тверсков, вăл 76 çулта. Ватă асатте тесе ан шухăшлăр ун пирки – çамрăксенчен те ирттерет. Пĕччен номерсенче ура хуçса ташлать! Çемьепе çÿрекенсем те пур пирĕн. Нина Захарова – ял тăрăхĕн депутачĕ. Мăшăрĕ – Владимир. Етĕрнере полицире ĕçлет пулин те пултарулăх ушкăнне çÿреме вăхăт тупать – параппанçă. Унăн талант тĕрлĕ, вĕсенчен пĕри – электричество «чĕлхине» пĕлни. Артист кăна мар, штатра тăман электрик та вăл. Захаровсен Алеша ывăлĕ те сцена çинче, кăçал тин 1-мĕш класа каякан ача сценкăсенче тĕрлĕ роль вылять.

Хастар артистсене асăнас тесен чăн малтан Алексей тата Вера Кошелевсене, Ольга Михеевăна, Алексей Карпова, Ольга Морозовăна, Владимир Ельмова палăртмалла.

– Мĕнле вилсе пĕтмен тульккăш Мăн Этмен ялĕ клубра пăрлăх тапхăрĕ тытăнсан – тĕлĕнмелле!

– Маларах ялта пурнăç вĕресе тăнă. Мария Михеева хăй вăхăтĕнче клубра 25 çул ырми-канми тăрăшнă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Мăн Этмен артисчĕсем Мускавра «Кала, хут купăс» проекта та хутшăннă, вĕсем çинчен Шупашкарти çеç мар, Мускаври массăллă информаци хатĕрĕсем те тăтăшах каланă-çырнă-кăтартнă. Клуб ĕçĕ каллех чĕрĕлсе кайсан Мария Дмитриевна фольклор ушкăнне çÿреме тытăнчĕ. «Унччен илнĕ ырă ята каллех çĕкленишĕн чун савăнать. Мăн Этмен ялĕ яланах малтисен ретĕнче пулнă, районти чи сăвă-кĕвĕллĕ тăрăх вăл. Анастасия Владимировна ĕçлеме тытăннăранпа мал ĕмĕтлĕ шанчăк çуралчĕ!» – тет вăл.

Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче звукооператорта ĕçлекен, театрта тата кинора вылякан Валерий Михеев та Мăн Этменри клуб ĕçĕ-хĕлĕ малкай пулнишĕн хĕпĕртенине пытармасть. Мĕнле те пулин пулăшу кирлĕ тĕк – мĕн пултарнă таран пулăшать. Районти мероприятисене тухсан вара çутă, сасă, кĕвĕ техникипе шăпах вăл ĕçлет.

– Ыр кăмăллă çынсем пурри ĕçе çăмăллатать çеç мар, хавхаланса ĕçлеме пулăшать – çапла пуль?

– Çунат хушать! Пулăшакансем нумай. Пултарулăх ушкăнĕсемпе района тухса килме транспорт ыйтăвне те татса параççĕ спонсорсем. Клуб ĕçĕ-хĕлне, унăн нушисене ăнланакансем çителĕклĕ пулни – телей. Шкулпа тачă çыхăну тытни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем клуба çÿрени çеç мар, май килнĕ таран хамăр та шкула пулăшма тăрăшатпăр. Сăмахран, тавра пĕлÿçĕсем кĕнеке кăларчĕç тейĕпĕр. Паллах, халăха пуçтарса çĕнĕ кĕнекепе паллаштарма клубра лайăхрах. Манăн шухăшпа, ялти культура пурнăçне тытса тата аталантарса пырас тесен шкулпа таччăн ĕçлемелле. Эпир хамăр ĕçпе çынсен чун-чĕ­рисемшĕн яваплă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.