Сирĕн тус - «Джус»!
Ольга Прохоровăна курсан чун савăнать: хĕр-упраç эталонĕ пекех туйăнать вăл. Сăн-сăпатпа та ÿт-пĕвпе пикесен çапла пулмалла тесе чиперккене Наци музейне кайса тăратас килет. Çап-çамрăк, 17 çулхи хĕр пек курăнакан Ольга качча тухни 10 çул ĕнтĕ, Богдан ывăлĕ те 7 çулта. «Этемлĕх асĕнчен çухалнă, юмах-халапра Шамахан эл-пике ятпа тĕтреленсе юлнă нихăçан ватăлми чиперкке мар-и пирĕн Ольга?» - тесе те ыйтас килет унран. Хăнана чĕнсе ыйтрăмăр та - çакна пĕлтĕмĕр.
Çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енчен килмен иккен вăл пирĕн пурнăçа, Шупашкартах çуралса ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ 1-мĕш номерлĕ лицейра илнĕ, икĕ аслă шкултан - И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ тата Патшалăх службин Атăлпа Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă.
Тĕлĕнмелле те: шкул çулĕсенче Ольга спорта юратсах кайман, физкультура урокĕсенче те тăтăшах юлхавланнă (ĕненес те килмест). Пĕвĕпе те туллирех пулнă (суймастпăр). Чун савнă каччине тĕл пулсан вара Ольга пурнăçĕ тĕпĕ-йĕрĕпе улшăннă. Анатолий - спортсмен, сăнă ывăтакансен тренерĕ.
Çапла вара «Самант» тусĕсене аслă юрату çинчен - сывă пурнăç йĕркине мĕнле юратни тата парăнни çинчен каласа парар.
Юрату асамĕ
Пирĕн журнала вуламан хĕр-упраçсем юрату асапĕсĕрех хуйха кайса типсе хăраççĕ (е мăнтăрланаççĕ: кам - мĕнле). Мĕн тăвăн, чăнлăх пĕрре: «Самантсăр» кичем пирĕн пурнăçра. Журнал тусĕсен кун-çулĕ вара пач урăхла: çиçсе тăракан телей вĕсен сăнне çутатать, ÿт-пĕвне хÿхĕмлетет. Журнал суять тесе шухăшласан, пирĕн Ольгăн сăн ÿкерчĕкне пăхăр - куртăр-и, ĕнентĕр-и? Анатолийпе паллашсан-туслашсан хĕр-упраç спорт асамĕн тыткăнне лекет. Унăн та ытлашши ÿтрен хăтăлса спортсменкăсем пекех йăрăс кĕлеткеллĕ, вăй-хăват та хĕлхем сирпĕтсе тăракан сăн-куçлă пике пулас килет. Ытарлă каласан, кĕске вăхăт хушшинчех çут тĕнчене пач урăх пике - паянхи Ольга çитет.
- Хитре мĕнле пулмалла? - ыйтрăмăр эпир чиперккерен.
- Фитнес енĕпе тăрăшнăран, çавăн манерлĕн хуравлатăп. Хĕрсене, хĕрарăмсене йăрăс, яштака кĕлетке илемлетет. Кашни хĕр-упраç ÿт-пĕвне виçене лартма пултарать - ÿркенмелле мар кăна. Диета таврашĕ пулăшмĕ ку тĕллевре. Нимĕнле вăрттăнлăх та çук, чăнлăх пĕрре: тĕрĕс апат-çимĕç тата спорт - вара эсĕ модель картне ларнă чиперкке.
Ÿт-пÿ илемне курсан, ăна хăнăхсан - вара хăвна сăнасах тăратăн: ытлашши нимĕн те ан пултăр! Хускалмалла, тар тăкмалла. Пиçĕ те çăмăл кĕлетке мĕнле кăна авкаланма пултарнинчен ху та тĕлĕнен: «Эпех-и ку?» - тесе те ыйтатăн хăвăнтан. Ĕненес килмест!
2. Юрату пуçламăшĕ
Мăн кăмăллăх мĕнне пĕлмен Ольга пĕлĕтрен аннă чиперкке пек пулса тăрсан Шупашкар пикисене те илем çĕр-шывне ертсе кайма шут тытнă. Сывлăхшăн усăллă ĕç пуçарса яма - фитнес-клуб уçма тĕллев лартнă. Укçа-тенкĕ хĕсĕкрен кредит илнĕ, нумай япалана сутма тивнĕ - çав шутра çăмăл машинăна та, хаклă кĕрĕке те.
- Тренажерсем питĕ хаклă. Чи йÿнни те 40-50 пин тенкĕ.
- Халĕ, ура çине тăнă хыççăн, бизнес класлă тренажерсем çеç туянатпăр. Хаклине хаклă та - шая тытса пымаллах! Малтан вара мĕнле йывăрччĕ.
- Пуçа вĕçĕмсĕр шухăш пăралать тени ĕнтĕ ку. Чун ниçта кайса кĕреймест.
- Тÿссе курмасăр ăнланма çук çак сăмахсене. Стресс çĕклемĕн йывăрăшне пĕлтĕм çавăн чухне. Чун-чĕрене лăплантарас тесе çÿçе те кастарса ятăм. Çÿç вара - юри тенĕ пек, тавăрас шутлăн - час ÿсмерĕ. Халĕ вăл хăш вăхăтра ÿссе каять, ун чух вара... Урăх вăхăтра, урăх пурнăçра пурăнтăм ун чух.
3. Юрату тĕнчи
«Джус» фитнес-клуб 2013 çулхи кăрлачра çуралнă. Уçă алăксен кунне йĕркеленĕ Ольга. Финанссем романссем юрланăран реклама паманпа пĕрех.
- Сараппан радиовĕ ĕçлеме пуçларĕ те çынсем пыма тытăнчĕç. Çĕрле 11 сехетчен ĕçлеттĕмĕр, кайран хамах урай çăваттăм, тирпей кÿртеттĕм. Мăшăрăм клуб тренерĕ вырăнĕнчеччĕ, - аса илет Ольга.
- Паян «Джус» фитнес-клуб мĕнлерех сывлать?
- Чи-чи çĕнĕ йышши тренажерсем лартса тултарнă пысăк (200 ытла тăваткал метрлă) зал курас килет пулсан - тархасшăн кăна. Аэроб (çăмăл упражненисен) залĕ те пысăкăшĕпе 100 ытла тăваткал метр. Сауна, душевойсем - пурте пур. Саунăпа кăшт мухтанса илес-ха. Ăна натураллă материалсенчен тунă, шыва кĕмелли вырăна вара - Çĕпĕр кедрĕнчен! Фито-барта кислород коктейлĕ, спорт ĕçмисене тутанма пултаратăр. Пирĕн турбо-солярий пирки чăнласах та чăнкă темелле - вертикаллă вăл! Чаплă лампăсем, уçă сывлăш юхăмĕ, ятарлă кремсем чиперккесемпе харсăрсене татах та хитрелетеççĕ, хĕлле те çуллахи пиçĕхпе савăнтараççĕ.
- Тренажерсене: «Тимĕр - тимĕрех: унăн хăвачĕ çынна хал парать», - тесех хакламалла. «Джус» фитнес клуба çÿреме кăмăллă çеç мар, хаваслă та илĕртÿллĕ тенине те илтнĕ.
- Пирĕн фитнес-программăсен кăшăлĕ ĕçлет. Программăсене ушкăнланă, çавăнпа вĕсемпе усă курма ансат та меллĕ. Хуть те кам валли те ăна юрăхлине тупатпăр. Клубра ăшă кăмăл, чун вĕçевĕ пулмаллах ĕнтĕ. Кашни кунхи ĕçре çакна яланах асра тытатпăр. Кунсăр пуçне ăшă кулăллă конкурссем, ăмăртусем иттеретпĕр. Хавхаланса, хаваспа, хастар хутшăнаççĕ вĕсене «Джус» тусĕсем.
4. Сунни-сĕнни
- Кун темле пылак та илемлĕ пулсан та ирпе вырăн çинчен тăрас килмест тесе пăшăрханакансем те пур. Мĕн сĕннĕ пулăттăр йывăр ыйхăллисене?
- Начар ир çук! Лайăх кун вара ырă иртен пуçланать. Вăрансан вырăн çинче выртма сĕнместĕп, тутлăн карăнса илĕр те çăвăнма кайăр. Ирпе çăмăллăн вăранассине каçпах хатĕрленмелле. Çывăрса каяс умĕн ыран мĕнлерех кăсăклă, ĕç-пуçпа тулăх кун пулать тесе шухăшламалла. Тен, ырана нимĕн те палăртман эсир, ним интересли те çукрах пуль тĕрĕссипе, пурпĕр темĕнле тĕшĕ тупмаллах: пурнăç ытарлă та асамлă!
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант - сирĕн кăшт выçă вăранмалла. Çутçанталăк туйăмĕсене пăхăнакан организм сире сĕтел патне хăвалатăр. Апла пулсан, каçа хирĕç йывăр апат çимелле мар. Сăн-пит якалăхĕ-чăмăрлăхĕ валли те аван ку: çĕр каçа сăн туртăнса каймасть.
Эпĕ хам ирпе контарстлă - вĕри-сивĕ шывпа çăвăнатăп. Юн тымарĕсем сарăлса пĕрĕнни ÿт-тире тонус тытса тăма пулăшать. Алăсене чавса таран сивĕ шывпа çуни аван. Кăмăл пулсан хăвăрт кăна çăмăл пĕв-турам (зарядка) тума та юрать: тăсăлмалла, пĕшкĕнмелле, пилĕке, купарчасене çавăрмалла. Пĕв-турам комплексĕн çăмăл пулмалла, мĕншĕн тесен хăвăр ура çинче пулсан та организм пĕтĕмĕшле тĕлĕрет, ăна вăранма пулăшмалла.
Ирсерен эпĕ пĕр чашăк хура кофе (сахăрсăр, сĕтсĕр!) ĕçме хăнăхнă. Вăл чăнах та ыйăха тĕпĕ-йĕрĕпе хăваласа яма пулăшать. Ирхи апат тума ан манăр - çакна та асăрхаттаратăп. Вăл организма ĕçлеттерсе ярать, ÿт-пĕве халпа тултарать.
- «Самант» тусĕсене ыр сунасси йăлара пирĕн. Мĕн калатпăр вĕсене?
- Вырăссен паллă çыравçи А.П.Чехов: «Этемре йăлтах - ăс та, чун та, пĕв те илемлĕ те селĕм пулмалла», - тесе калани нихăçан та кивелмест. Журнал тусĕсене хитре пулма, сывлăх тата ÿт-пÿ пирки тăрăшма сунатăп. Фитнесра кашни кун тар кăларма чĕнетĕп. Çамрăклăха упрама, сывлăха çирĕплетме, чиперлĕхе сыхласа хăварма, чун-чĕме пиçĕхтерме пулăшать çакă - пурте хамăртан килет.
Сиенлĕ хăнăхусенчен те хăтăлма тĕллев лартăр. Çуллă, углеводпа пуян апатран сивĕнĕр, пирус туртасси тата эрех-сăра ĕçесси пирки каламастăп та. Вĕсен кăмăл йăпатăвĕ пĕр стăрăм çеç. Фитнеспа тусласшан - чун киленĕвĕ яланах чĕрере. Ÿт-пÿ те савăнтарать: хăват тапсах тăрать кĕлеткерен, ыйхă тарăн та тутлă, хăвна хакласси те ÿсет, пурнăç та лайăхланать. Çитмен- лĕхсене пытаракан тумтир мар, хăвна килĕшекен çи-пуç тăхăнма пултарни те мĕн тери лайăх! Кĕскен каласан, фитнеспа туслашни - пурнăç пахалăхне пĕтĕмĕшле лайăхлатни.
- «Самант» тусĕсене асăрхаттармаллисем çук-и?
- Çакна асра тытăр. Пĕр-пĕр самантра фитнес çине алă сулас та килĕ сирĕн - пулма пултарать. Мĕншĕн пурнăçа «кичемлетес»: мĕн юратнине ма çиес мар? Фитнеса пуçĕпех путнине çывăх çынсем те ăнланмаççĕ пек, кăшт тайăлман-и тесе те шухăшлаççĕ пуль. Çакăн чухне кăмăл-чĕм вăйне хурçăлатмалла - малалла талпăнмалла. Вăхăт иртсен тĕкĕр патне пырса хăвăра сăнатăр та - ăнланатăр вара: тăрăшни харама кайман! Эсир улшăнса-хитреленсе пынине çынсем те асăрхама тытăнаççĕ. Çакă сире татах та вăй парса тăрĕ, кăмăла хăпартĕ. Пĕвпе чиперленсе пыни вара сирĕн чунăра та хитрелетĕ. Яланах ас тăвăр, этемĕн чунпа та, ÿт-пĕвпе те хитре пулмалла.
Илемлĕ çын пулăр, ан ÿркенĕр, хăвăра чĕрĕ тытăр. Çакнашкал çынсемпе хутшăнăр. Вара хăвăр кăна мар, çут тĕнче те тата хÿхĕмленнине асăрхăр эсир. Спортпа туслă пулăр, çитĕнÿсем тăвăр!
В.СТЕПАНОВ калаçнă