Комментари хушас

12 Раштав, 2019

ЧР Правительствин пуçлăхĕ строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ

Тĕп хулара паян социаллă темиçе объект строительстви пурнăçланать. Хăшĕ-пĕринчи ĕçсем çитес çула куçаççĕ, хăшĕсене вара кăçалах вĕçлемелле. Унти ĕçсемпе паян ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин паллашрĕ.

Кадет корпусĕ çумĕнчи хоккей центрĕнче паян çын хĕвĕшет кăна. Пĕрисем тулти çутă юписене вырнаçтараççĕ, теприсем шалта плитка çыпăçтараççĕ.  Харăсах 130 çын ĕçлет. Çурт хăй кăна мар, пăр площадка пулмалли лаптăк та хатĕр ĕнтĕ. Шыв тултарса шăнтмалли çеç юлнă. Иван Моторинпа калаçнă май строительсем шалти «таса» отделка ĕçĕсене кăрлач уйăхĕнчех вĕçлеме шантарчĕç. Тулти хăтлăх-тирпейлĕх ĕçĕсене вара çуркунне пурнăçлĕç. Центр палăртнă вăхăтра, çу уйăхĕнче, хута каяс тĕлĕшпе иккĕленÿ çук.

Хĕвеллĕ микрорайонти 250 вырăнлăх ача сачĕн строительствинче вара кăмăлсăрланмалли тупăнчĕ. Объекта кăçал хута ямалла. Çулталăк вĕçленсе пырать, анчах ĕçлемелли пайтах-ха. Рабочисен йышĕ кунта та пысăк, апла пулин те Иван Борисович та, вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов та подрядчикăн ĕçсене васкатмаллине пайăррăн палăртрĕç.

Çĕнĕ хулара тепĕр садик хута каймалла. Вăл та — 250 ача валли. Проекчĕ — Хĕвеллĕ микрорайонта усă кураканниех. Анчах кунта — пачах урăх лару-тăру. Ача сачĕн картишĕнче пĕчĕккисем вылямалли вырăнсем те хатĕр ĕнтĕ. Шалта та юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Сĕтел-пукана та пуçтарма пуçланă.

Çĕнĕ хуларах тепĕр объектра та паян ĕç вĕресе тăрать — «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăвакан шкул строительствинче пулса куртăмăр. Вăл — 1,6 пин ачана йышăнмалăх. Смета хакĕ те пысăк — 999 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Кунта та çурт хатĕр. Чÿречесене лартнă, тулти инженери сечĕсене тунă, шалти сетьсене вырнаçтараççĕ, ытти ĕç тăваççĕ. Çывăх вăхăтрах ăшă памалла — вара шалти отделка ĕçĕсем пушшех кал-кал кайĕç. Строительство компанийĕн представителĕсем кăçал валли планланă ĕçсене туллин пурнăçлассине çирĕплетрĕç. Шкула çитес çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.