студентсем

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăм. Акă вун иккĕмĕш фестиваль ĕçе пикенчĕ ĕнтĕ. Шупашкарти кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсенче, çавăн пекех районсенчи юлашки çулсенче уçнă çĕнĕ кинозалсенче конкурса тăратнă ĕçсене кăтартаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем, пресс-конференцисем, пултарулăх класĕсем иртеççĕ.

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Çамрăксем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, филологипе журналистика факультетĕнче вĕренекен Анастасия Миловидова "Çĕнтерÿ волонтерĕсем" юхăм пирки чарăнса тăчĕ.

Студентсем те ыйтусем пачĕç. Нумайăшне проектсене пурнăçа кĕртме грантсем парасси, çамрăксене пулăшасси кăсăклантарчĕ. Михаил Васильевич çамрăксене малашне те çитĕнÿсĕмшĕн хавхалантарассине пĕлтерчĕ.

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех тӗлпулура ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, академи ректорӗ Андрей Макушев пулчӗҫ.

Ют çĕршыври чылай çамрăк пирĕн республикăна аслă пĕлÿ илес тĕллевпе килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренет. Инçе çула пăхмасăр аякри, çутă та лăпкă Чăваш Ене килекенсен йышĕнче Марокко яш-кĕрĕмĕпе хĕр- упраçĕ те пур. Вĕсенчен пĕри — Ануар Буксин.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Кемĕр хулинчи пĕр аслă шкулăн студенчĕсем вĕренме кĕнине паллă тумашкăн турбазăна кайнă. Уявра пулнисенчен пĕри Интернета çарамасланнă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çакăн хыççăн ку хыпар тĕнчипе сарăлнă.

Pages

Subscribe to студентсем