Китай студенчĕсем Чăваш Ен пирки мĕн шухăшланине пĕлтернĕ
Вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ене 5 студент килнĕччĕ. Вĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ тата Китайри Гуйчжоу педагогика университечĕ студентсемпе тата преподавательсемпе ылмашăнса ĕçлесси пирки калаçса татăлнипе килĕшӳллĕн, кунта вырăс чĕлхипе литературине вĕренчĕç, чĕлхе практики витĕр тухрĕç, чăваш культурипе паллашрĕç.
Вĕренӳ çулĕн иккĕмĕш семестрĕ вĕçленнĕ май И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сайтĕнче Китай студенчĕсем Чăваш Ен тата кунти вĕренӳ пирки мĕн шухăшланине пĕлтернĕ.
Ву Чжун Раççее килме тата ЧППУра вĕренме май тупăнни хăех пысăк чыс пулнине каланă, преподавательсен тимлĕхне тата пысăк чăтăмлăхне асăрханă. "Преподавательсем пирĕнпе тăван ачисем вырăнне хунăнах калаçаççĕ, ют çĕршывра хамăра килти пек туйма пулăшас тесе пирĕн валли тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ", — тенĕ вăл.
Йоу И вара чикĕ леш енче вĕренме май пуррине пĕлсенех хумханса ӳкнине аса илнĕ.. Ашшĕ-амăшĕпе калаçнă хыççăн хăй тĕллĕн пурăнма вăхăт çитнине ăнланнă. Раççее /Мускава/ пĕрремĕш хут килсенех хăраса ӳкнĕ, мĕншĕн тесен вырăсла калаçма хăнăхсах çитмен-ха вăл ун чухне. Пуйăспа 13 сехет кайса Чăваш Ене çитсен Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Çанталăк сиввине тӳрех туйса илнĕ, анчах пĕрле вĕренекенсемпе преподавательсем яланах пулăшма хатĕр пулнă.
"Пирĕнтен кашниех Раççее пуласлăха шанса килчĕ. Ку çĕршыв мĕнлерех пулассине нумай хутчен куç умне кăлараттăм. Кĕнекесенче анлă та илемлĕ уйсем, Кремль, Мускаври метро станцийĕсене кураттăм...Тинех эпĕ кунта. Çакăнта вĕренме тата ӳсме май панишĕн Чăваш патшалăх педагогика университетне пысăк тав!" — хавхаланса пĕлтернĕ Ляо Наньци.
Ван Цяньлин пĕлтĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем Чăваш Республики тата университет çинчен каласа кăтартнине аса илнĕ. Кунта килсе вырăсла вĕренес шухăш унăн çавăн чухне тĕвĕленнĕ те. "Мана ЧППУ, Шупашкар, преподавательсем, çĕнĕ хĕр туссем питĕ килĕшеççĕ. Тавтапуç манăн пурнăçра тĕл пулнишĕн!" — тенĕ вăл.
Пан Ютонь кунта вырăсла пĕлмесĕрех килнĕ, халĕ вара питĕ аван калаçать. Шупашкар театрĕсем, уяв йăли-йĕрки, Китай Çĕнĕ çулне пĕрле кĕтсе илни асра юлнă унăн.
Китай студенчĕсем вĕренӳ çулĕ питĕ усăллă иртнине палăртнă, кунти преподавательсене кайран хăйсен çĕрĕ çинче тепре курасса шаннине пĕлтернĕ.
www.hypar.ru Фото chgpu.edu.ru
Комментари хушас